Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Матвеевичпа (тĕпĕ: Матвеевич) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсир вӑрмана хӑш тӗлтен кӗнине асӑрхаса юлатӑп та эпӗ аттене утара леҫсе яратӑп, унтан эпир Иван Матвеевичпа лагере килетпӗр.

— Я замечу место, где вы войдете в лес, отвезу отца на пасеку, и мы с Иваном Матвеевичем придем в лагерь.

9 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

— Иван Матвеевичпа эпир саншӑн тӑрӑшрӑмӑр, упрарӑмӑр, тарҫӑсем пек ӗҫлерӗмӗр, чӗрне вӗҫҫӗн утса ҫӳрерӗмӗр, сан куҫӑнтан пӑхрӑмӑр, эсӗ начальствӑна ун ҫинчен каласа пӗтернӗ: халӗ вӑл ӗҫсӗр, ҫӑкӑр татӑкӗсӗр юлчӗ!

— Я и Иван Матвеич ухаживали за тобой, берегли, словно крепостные, служили тебе, на цыпочках ходили, в глаза смотрели, а ты обнес его перед начальством: теперь он без места и без куска хлеба!

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кил хуҫи арӑмне вӑл хӑй вырӑннех лартрӗ, анчах Иван Матвеевичпа Тарантьева чӗнсе илеймерӗ.

Хозяйку он усадил на свое место, а Ивана Матвеевича и Тарантьева дозваться не мог.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Иван Матвеевичпа пӗрле ӗҫлекенсем, пӗр вӑтӑр ҫын, пурте ҫакӑнта килнӗ.

Все сослуживцы Ивана Матвеевича были налицо, человек тридцать.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Иван Матвеевичпа Тарантьев умӗнче чей тата пӗр бутылка ром ларать.

Перед Иваном Матвеевичем и Тарантьевым стоял чай и бутылка рому.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫав кунах, каҫхине, икӗ хутлӑ ҫуртра (вӑл ҫуртӑн пӗр енӗ Обломов пурӑнакан урамалла тухать, тепӗр енӗ — шыв хӗрринчи урамалла), ҫӳлти хутӗнчи пӗр пӳлӗмре Иван Матвеевичпа Тарантьев калаҫса ларчӗҫ.

Вечером в тот же день, в двухэтажном доме, выходившем одной стороной в улицу, где жил Обломов, а другой на набережную, в одной из комнат верхнего этажа сидели Иван Матвеевич и Тарантьев.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Иван Матвеевичпа калаҫса пӑх-ха акӑ, анчах укҫасӑр пырасса ан шутла та!

Вот поговори-ка с Иваном Матвеичем да попробуй денег не привезти.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех