Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Манпала (тĕпĕ: ман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чунӗ ҫӳлти патшалӑхра пултӑр… — Юхин сахсӑхса илчӗ, — ку имение сутӑн иличчен манпала калаҫнӑ пулсан, эпӗ ӑна илтермен пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ку мӗн, манпала вылясшӑн-и е мана ҫилленнипе хӑй мӗн каласса чухлаймасӑр персе ячӗ-и?

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вахтер пуплет манпала, — Юри шӳтлет пулмалла:

Куҫарса пулӑш

Кун вӗҫленчӗ пулмалла // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 20–21 с.

Пуплет вахтер манпала:

Куҫарса пулӑш

Кун вӗҫленчӗ пулмалла // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 20–21 с.

— Айта, Тарас, манпала, лартса кайӑп клубалла, — такмакларӗ вӑл Тарас тӗлне ҫитсен.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

— Эх, Савантер, Савантер, хӑҫантанпа манпала юнашар пурнатӑн — мӗн ҫисен мӗн ӗҫмеллине чухласа пӗтереймерӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Сӑмсапа сывлакан, кучӗпе шӑвакан атьӑр манпала! — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Мӗн кушакпа шӑши вӑййине вылять ку йытӑ манпала? -кӑмӑлсӑрлантӑм эпӗ, час вӗриленекенскер, вара, тӑркаласан, васкамасӑр хӑна ҫуртне кӗрсе ҫухалтӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

«Турӑҫӑм, нивушлӗ урӑх кураймастӑп эпӗ ӑна… Нивушлӗ манпала сӑмах хушмасӑрах тухса кайӗ? Пулӑшсам, турӑҫӑм. Ҫитес вырсарникун тата хаклӑрах ҫурта лартӑп», — хӑй тӗллӗн пӑшӑлтатрӗ Лукарье.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Атя, ӑмӑрт манпала

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗн тунӑ эпӗ сана, ма ҫапӑҫасшӑн манпала? —

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Атя Сӑр таврашне манпала.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кур-ха эсӗ ӑна, — тарӑхса шутларӗ Сафа-Гирей, — юлашкинчен те пулин килӗшмерӗ манпала, манӑн габэта хурласа тӑкрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Манпала ача та тутӑр, Ваттине епле саван?

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Эп тутлӑ шухӑша путса тӑратӑп, Каҫ ҫеҫ пӑшӑлтатать халь манпала.

Куҫарса пулӑш

Санпа тӑсасчӗ ман кун-ҫулӑма // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 53 с.

«Кавруҫ, — тет хӗр, — кала, кала, Мана эс мӗншӗн хӗрхенмерӗн, Кӑшт та пулин аса илмерӗн, Сӑмах тытмарӑн манпала.

Куҫарса пулӑш

VIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Мӗн тивӗҫпе ун пек калаҫатӑн эсӗ паян манпала, Чапкун эфенди? — терӗ Урасмет.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Теплере пӗрре манпала ӑҫта та пулин кайса килет те ытти чухне хӑяккӑн выртать.

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хӗветӗр, уҫӑ сывлӑшра кӑшт ларса канас килчӗ, лар-ха эс те манпала, — лупас айӗнче ещӗк куписем патнелле утса каларӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Манпала киревсӗр хӑтланчӗҫ, мана суда илсе каятпӑр терӗҫ, анчах пӗтӗмпех мансӑрах татса пачӗҫ.

Со мной поступили гнусно, мне обещали, что меня привезут в суд, однако все было решено без меня.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех