Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мамӑк сăмах пирĕн базăра пур.
Мамӑк (тĕпĕ: мамӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мамӑк ҫӑмлӑ тискер кайӑксене пӗтересрен сыхлас, тискер кайӑк тытас промыслана вӑйлатас тесе, совет влаҫӗ мамӑк ҫӑмлӑ тискер кайӑксен заповедникӗсем тӑвать.

Чтобы спасти пушное богатство от истребления и поднять пушной промысел, советская власть устраивает пушные заповедники.

Кайӑк тир хуҫалӑхӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Чылайӑшӗсем тата мамӑк хурса ҫӗленӗ ӑшӑ утиялсемпе мамӑк минтерсем сӗтӗрсе тухнӑ.

Многие волокли клетчатые стеганые одеяла, подушки.

XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Пытарас умӗн, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн, манӑн ҫывӑрас килчӗ те, Наталья Савишнӑн мамӑк тӳшекӗ ҫине, мамӑк пустарса ҫӗлетнӗ ӑшӑ утиял айне выртма ӗмӗтленсе, унӑн пӳлӗмне кайрӑм.

Накануне погребения, после обеда, мне захотелось спать, и я пошел в комнату Натальи Савишны, рассчитывая поместиться на ее постели, на мягком пуховике, под теплым стеганым одеялом.

XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Мамӑк тир, мамӑк тир нумайтарах кирлӗ!

— Пушнины, много пушнины мне надо!

Пӗчӗк сунарҫӑсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Вӗсен сӳслӗ тунинчен вӑрӑм, пурҫӑн ҫиплӗ, фернамбука мамӑкӗ пек мамӑк тӑваҫҫӗ.

Из их волокнистых стеблей вырабатывают хлопок с длинными шелковистыми нитями, почти такой же, как хлопок Фернамбука.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Мамӑк, мамӑк чик!.. — терӗ амӑшӗ савӑннипе, Лена атӑсене виҫкелесе пӑхма пуҫланине курсан.

— Ваты, ваты насуй! — покрикивала мать, довольная случившимся, когда Лена стала примерять сапоги.

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ҫут ҫанталӑк материалӗсем шутне ҫӑм, йӗтӗн, ҫӗр мамӑкӗ, тир-сӑран, мамӑк т.ыт. те кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутҫанталӑк пани аванрах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2014.10.31

Хӗр сӑрисемпе туйсем вӑхӑтӗнче хӗрсем тухья ҫине шурӑ вӑрӑм калпак ⎼ «мамӑк калпак» тенӗскерне ⎼ тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Мамӑк тирпе тата шуҫтанкӑпа хӑт кӗртнӗ калпак уйрӑмах курӑмлӑ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫавӑн пекех мамӑк тата ҫу йывӑҫҫисен культурисене ҫитӗнтереҫҫӗ.

Возделывают также хлопчатник и масличные культуры.

Мадхья-Прадеш // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%B5%D1%88

Таҫтан вӗҫтерсе килнӗ шап-шур мамӑк пек юрпа витӗннӗ ял урамӗсене вӑратса, унта та кунта автансем авӑтма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӑру тирӗнчен ҫӗлетнӗ вӑрӑм хӑлхаллӑ ҫӗлӗкпе, туллатнӑ кӗске кӗрӗкпе, мамӑк шӑлаварпа ҫӳрет вӑл ӗҫе.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мамӑк пальто витӗр кӗрсе хаяр хӗл сивви шӑм-шака ҫаплах ҫӳҫентерет.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫемен, кӑмака умӗнчи чӳлмекӗ ҫинчен манса кайса, кӗсйинчен чӗлӗмне туртса кӑларчӗ, сӑранланса ҫуталса кайнӑ мамӑк шӑлаварӗн тепӗр кӗсйинче хыпаласа енчӗк шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ик енӗпе тирек лартса тухнӑ аллея тӑрӑх шап-шур мамӑк вӗҫтерсе, лӑпкӑ ҫил вӗркеленӗ, велосипед утланнӑ ачасем шӑнкӑртаттаркаласа иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗр ҫине пуҫламӑш хут мамӑк пек ҫемҫе юр ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрман ҫӗрӗ пулсан та, мамӑк мар вӗт.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Нумайччен чупнипе чӑм шыва ӳкнӗ пулмалла, хӑйсенчен шап-шур кӑпӑк ик еннелле мамӑк пек вӗҫсе юлать.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Вӑрман ӗҫӗсем тата мамӑк ҫӑмлӑ тискер кайӑк тирӗ хатӗрлесси — тайгари халӑхӑн тӗп промыслисем пулаҫҫӗ, тайга зонинчи хуҫалӑхӑн тӗп отраслисем пулса тӑраҫҫӗ.

Лесные разработки и добыча пушнины — основные промыслы населения и основные отрасли хозяйства зоны тайги.

Тайгари ялхуҫалӑхӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Патша вӑхӑтӗнче кайӑкҫӑсем тискер кайӑка мӗнле май килнӗ ҫапла тытнӑ, тайгара мамӑк тирлӗ тискер кайӑк пуянлӑхне пӗтерсе пынӑ.

В царское время охотники били зверя как попало, истребляли пушное богатство тайги.

Кайӑк тир хуҫалӑхӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех