Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ленинградпа (тĕпĕ: Ленинград) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мускавран ытларах Ленинградпа интересленетчӗ, ун ҫинчен каласа панӑ чух шухӑша каятчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

ССР Союзӗн физикӑлла картти ҫинче Мускавран чугунҫулсем ӑҫталла кайнине пӑхӑр: Ленинградпа Мурманска ӑҫтан кайнине, Минска, Архангельска, Киевпа Одессӑна.

Проследите по физической карте СССР железные дороги из Москвы: в Ленинград — Мурманск, в Минск, в Архангельск, о Киев — Одессу,

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ӗҫлеме тытӑнсан пӗрремӗш ҫулхи укҫипех пире Ленинградпа паллаштарма илсе каятӑп, тет.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мӗн чухлӗ ыйту кунта: союзниксем ҫинчен, Хӗрлӗ Ҫар ҫинчен, Ленинградпа Севастополь, Сталинградпа Моздок, Японипе Турци ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ленинградпа Мускав хулисем тӗл пулаҫҫӗ.

— Междугородная встреча Ленинград — Москва.

52 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Ленинградпа Мускавра гранитпа пайтах ҫуртсен стенисене, ҫыран хӗррисене витсе тухнӑ.

А в Ленинграде и Москве им облицованы многие дома и набережные.

Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.

Сана ҫеҫ калатӑп: чунӑм ырататчӗ, ачасем ӳссе ҫитӗнчӗҫ, вӗрентмелле, ҫапах та Ленинградпа Отраднӑя танлаштарма ҫук, анчах эпӗ хамӑн йывӑр шухӑшсене, мӗн тӳснине ҫиеле кӑлармастӑмччӗ.

Тебе одной сознаюсь: душа болела, тут дети подросли, учиться надо, а все ж таки Ленинград и Отрадная — нельзя сравнить, да только все мои переживания наружу никогда не выходили.

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Чугун ҫул ҫыхӑнӑвӗ Ленинградпа ҫукчӗ, ҫапах та ҫырусене самолетпа ҫитеретчӗҫ, ҫавӑнпа эпӗ хам ҫырусем мӗншӗн ҫитменнине ниепле ӑнкарса илеймерӗм.

Железнодорожной связи с Ленинградом не было, но всё же письма доставлялись на самолётах, и я не мог понять, почему не доходят мои.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑн пек пушаннӑ вӑхӑтра Ленинградпа паллашасчӗ-ха терӗм эпӗ.

И вот в эти свободные два — три дня я решила хоть немного познакомиться с Ленинградом.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех