Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӳршӗсен (тĕпĕ: кӳршӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӳршӗсен автанӗ авӑтса яни Анука ӗшентерсе пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мана хам шкула ҫӳреме тытӑничченех вӑл е ку кӳршӗсен пӗчӗк ачисемпе хӑваратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Кӳршӗсен сарайӗ те ҫунса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аҫа ҫапсан 32 сурӑх ҫунса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35604.html

Кил хуҫине кӗтсе ларас темен курӑнать, балкон ҫинчен кӳршӗсен балконӗ ҫине каҫма шухӑш тытнӑ.

Видимо, не желая дожидаться хозяина, я решил перейти с балкона на соседний балкон.

Улатӑр арҫынни балкон ҫинчен персе аннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35497.html

Пылчӑк ҫыпҫӑннӑ аттисене кӳршӗсен пахчин шертисем ҫумне хырса тасатрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Стена витӗр кӳршӗсен алӑк сасси илтӗнмессерен вӑл шарт! сиксе пуҫне ҫӗклерӗ, кӑкӑрӗнчи сывлӑшне чарса итлесе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Пӑрахут сасси хӑюсӑррӑн, татӑла-татӑла илтӗнет, кӳршӗсен пахчинче ҫерҫисем чӗвӗлтетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хӑвар пушмака, Бианка! — илтӗнетчӗ кӳршӗсен пахчинче хӗрарӑмсем кӑшкӑрни.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Икӗ арҫын кӳршӗсен килне кӗрсе кайсан тин лӑш пулчӗ Таранов: халь ялта унӑн никампах та калаҫас килмест, ӳсӗрсемпе — пушшех.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл тӑвалла утма пуҫласан кӳршӗсен хапха алӑкӗ чӗриклетсе уҫӑлчӗ те, урама пушӑ витре ҫӗкленӗ Хӗвекле кинеми хыпаланса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Алла Леонидовна ку тӗлӗшпе кӳршӗсен – Хӗрлӗчутайсен опычӗпе паллашма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

Кӳршӗсен пысӑк ҫӑмламас кушакӗ пирӗн пӳрт карнизӗ патӗнче ларатчӗ: унта — кӑвакарчӑн йӑви.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Кунта кӳршӗсен пахчинче те улмуҫҫисем ретӗн-ретӗн ларнӑ май панулми шӑрши антӑхтарать.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Кӳршӗсен хӳми ҫумӗнче, лӑпсӑркка туратлӑ ватӑ вӗрене айӗнче, хӗрпе каччӑ тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Пирӗн хамӑрӑн та, кӳршӗсен те хӳме хӗррипе чиелӗх.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Тӑвансен, кӳршӗсен ачисем пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлни пирӗншӗн ҫав тери пысӑк ҫухату.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам анаталла // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44182-pir-n ... m-anatalla

Тепӗр самантран вӑл кӳршӗсен чӳречи умӗнче янлама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ямшӑк, хитре йӗкӗт, кӗсйинчен ҫаврака тӗкӗр кӑларчӗ, шлепкине хывса, сарӑ ҫӳҫне якаткаларӗ, ҫав хушӑрах, сенкер куҫӗсене хӗскелесе, кӳршӗсен чӳречисем еннелле пӑхкаласа илчӗ: хӗрсемпе ҫамрӑк арӑмсем пурте куҫӗсене кунталла тӗлленине вӑл аван пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫинукӑн амӑшӗ тахҫанах ҫывӑрать ӗнтӗ, кӳршӗсен йытти те, Ҫинук анкартипе кӗнӗ чух вӗрме пуҫланӑскер, шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Урамра пӗр ӳсӗр ҫын ӗнӗрлени илтӗнчӗ, кӳршӗсен йытти вӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех