Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӑтрасем (тĕпĕ: кӑтра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑлтах тӗрӗсне каланӑ пултӑр, атту ак текех киле те кӗртместӗп, Кӑтрасем патӗнчех пурӑн тетӗп, — терӗ те хӗрарӑм, куҫӗпе Казаковпа Степанов ҫинелле йӗрлесе пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑна, тен, юриех ял пуянӗсем Кӑтрасем мӗн ӗлӗкрен тытакан лавккана хирӗҫ лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗнсе ҫинелле пусса лартнӑ «кубанка» ҫӗлӗк айӗнчен пурҫӑн пек сарӑ кӑтрасем тухса тӑраҫҫӗ.

Из-под кубанки выбивались шелковые кольчатые кудряшки.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫав кивӗ модӑллӑ, сӑпӑ кӑтрасем?

В старомодной, чопорной завивке?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Кӑтрасем вӗҫеҫҫӗ, Пит-куҫсем ҫунаҫҫӗ, — Хӗрсенчен чи хитри — Вӑл пирӗн Мальвина.

Кудри летят, Лица горят, — самая красивая из девочек — Она наша Мальвина.

Буратинопа Пьеро Мальвина патне килеҫҫӗ, анчах вӗсен ҫавӑнтах Мальвинӑпа тата Артемон йытӑпа пӗрле унтан тармалла пулать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Ҫав кӑтрасем илертмеҫҫӗ-ҫке Селимене, ҫук, темле урӑх хӑват, шалти чун варӗ ҫывхартать ӑна Тухтар патне.

Но не эти смоляные кудри влекут к Тухтару Селиме — ее манит какая-то другая, внутренняя сила его души.

Х. Чӗре сасси // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кӑтрасем, тӑванӑм, вӗсем тиф хыҫҫӑн пулчӗҫ.

Кудри, брат ты мой, это после тифа.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех