Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӑвакарма (тĕпĕ: кӑвакар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пит-куҫсем те пӗркеленме пуҫланӑ, ҫӳҫ пайӑркисем те унтан-кунтан кӑвакарма ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

«Хӑй вӑтӑр пиллӗкрен те иртмен пуль, ҫапах та ҫӳҫӗ кӑвакарма пуҫланӑ», — шутласа илчӗҫ хӗрсенчен хӑшӗ-пӗрисем.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Упӑшкипе пӗрле ҫарта пурӑннине аса илсен, кӑвакарма пуҫланӑ пуҫне ик аллипе тытса, ухмаха ернӗ пек хытса, таҫталла пӑхса ларать Мария Тимофеевна.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑвакарма пуҫланӑ кӗске ҫӳҫӗпе ҫаврака пичӗ Откан аппан сӑнне арҫын ачанни пек кӑтартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хура мӑйӑхӗпе кӑвакарма пуҫланӑ сухалне сарӑхнӑ пӳрнисемпе шӑлкаласа тасатрӗ Ҫӗпритун.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫатмине уҫса пӑхрӗ те хӑраса ӳкрӗ: хӗрле хут укҫасем нӳрелсе кӑвакарма пуҫланӑ!

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑвакрах мӑйӑхӗпе кӑвакарма пуҫланӑ ҫӳҫне кӗске кастарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хурчканни пек кукӑр сӑмси айӗнче кӑвакарма пуҫланӑ вӑрӑм мӑйӑхӗ ик енне усӑннӑ, сулахай куҫ харшийӗ урлӑ ҫӗвӗ каҫса каять.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫитменнине, кӑвакарма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ир кӑвакарма пуҫланӑ ҫӳҫне вӑл хыҫалалла яп-яка тураса вырттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӑвакарма пуҫланӑ ҫӳҫне ҫурма кӑшӑл майлӑ кастарнӑ, янахне мӑк пек ҫӑра, кӗске сухал хупланӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Кӑвакарма асра та ҫук хуп-хура ҫӳҫӗ ик еннелле уйрӑлнӑ та, ҫамки хӗрринчен лӗпки ҫинелле тӳп-тӳрӗ йӗр хӑпарса каять.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӑватӑ кун хушшинче ҫӳҫӗ кӑвакарма ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Кӗскен кастарнӑ хура ҫӳҫӗ пӑт-пат кӑвакарма пуҫланӑ пулин те, тулли пит ҫӑмартине чӗрӗ юн кӗренлетет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫак ӑру евӗр хӗвелтухӑҫ та ҫамрӑк-ха — кӑвакарма ҫеҫ ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗри сан ятлӑскер — Вася, ҫамрӑклах ҫӳҫӗ кӑвакарма пуҫланӑччӗ унӑн, Полтава облаҫӗнчен килнӗ украинец, тепри Леня — Ульяновск облаҫӗнчен.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Маччана халиччен хӑпарман ҫын хӑпарсан, сӑмсана тӳрех кӑвакарма пуҫланӑ кивӗ утӑпа куҫа курӑнман тусан шӑрши ҫапать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Акӑ, ҫине кивӗ кӗрӗк, пуҫне мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ хӑлхаллӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, ҫӑра сухалӗ самаях кӑвакарма пуҫланӑ ҫын, урисене аран ылмаштарса, пӗлтерӳ умне ҫитсе чарӑнчӗ, ун-кун пӑхкаласа илчӗ, кӗрӗк кӗсйинчен хыпалансах кӑмрӑк татӑкӗ туртса кӑларчӗ, иккӗмӗш ыйтӑва хура йӗрсемпе турта-турта тухрӗ, тайкаланса малалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫинук тухӑҫ кӑвакарма пуҫласанах ура ҫине сиксе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Мӗтри таса ҫӗтӗкпе шӑлӑннӑ, кӑвакарма пуҫланӑ ҫӳҫне якаткаласа, шлепкине тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех