Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Куҫатӑп (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каллех барака куҫатӑп.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Каятӑп, — татса хучӗ хӗр, — заочно вӗренме куҫатӑп та каятӑп.

Куҫарса пулӑш

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫавӑн пек вара черетпе иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш… вуннӑмӗш хултӑрча хускатса яратӑп, унтан иккӗмӗш станок патне куҫатӑп.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

— Эхер ҫак ӑҫтиҫуксене хамӑр йыша хутшӑнтарсан, ыранах тепӗр ҫӗре куҫатӑп.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тупата туршӑн куҫатӑп…»

Вот, ей-богу, уеду!

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Паянах кавӑн апачӗ ҫине куҫатӑп!

Куҫарса пулӑш

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

— Ӗнтӗ эпӗ Турикаса куҫатӑп, кунта пурӑнса ҫитет, — тахҫанах шухӑшласа хунӑ япалана пӗлтернӗ пек татса каларӗ Липа.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шупашкарах куҫатӑп: Хусанта сана валли вырӑнӗ те тупӑнмӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Хусана куҫатӑп пурӑнма.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпӗ пуканпа тата каютӑпа ярӑнчӑк ҫинчи пек куҫатӑп, пушӑлӑха чикеленсе ӳкес мар тесе тепӗр чухне урасене саркаласа тӗревленетӗп.

Я двигался вместе со стулом и каютой, как на качелях, иногда расставляя ноги, чтобы не свернуться в пустоту.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Енчен те Браун сире ҫав таранах пулӑшасшӑн тӑк — эпӗ ҫакна чӑнласах йышӑнатӑп, урӑх галс ҫине куҫатӑп.

— Если Браун так сильно желает, я искренно уступаю и перехожу в другой галс.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ малалла каятӑп, анчах манӑн каяс килет; куҫатӑп, анчах ҫитес йӳтӗмпе-тӗллевпе; пӑхатӑп, анчах пӑхма кӑмӑллӑ.

Я ехал, но хотел ехать; двигался, но во имя прибытия; смотрел, но смотреть было приятно.

VII. Таврӑну // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Ҫак ҫын пит-куҫӗнче чӑнласах — пӗтӗмпех пайӑркаланнӑ; кашни этемӗн физиономийӗнче пур пӗтӗмӗшлӗхе урӑх сӑмахсемпе эпӗ тӗрӗс мар палӑртӑттӑм; ҫамкипе сӑмсин ҫакӑнчӑк линийӗ пирки асӑннӑ хыҫҫӑн ытти йӗрсем ҫине куҫатӑп: куҫ харшисен тата куҫӗсен хӑйсен, ҫӑварӗн кӗтесӗсем усӑнчӑк — тутин ҫирӗп йӗрӗпе; мӑйӑхӗ сухалӗ ҫине ӳкнӗ; ҫӳҫӗ, калпак айӗнчен тӑрмаланса тухнӑскер, тата, ҫӑралӑхне пула, чӑн йывӑр япала иллюзине кӑтартаканскер, — пӑрланса хытнӑ шыв сикки евӗр ҫакӑнса пӗтӗмпех пайӑркаланнӑ.

В лице вошедшего, именно, — все струилось; другим выражением я не точно определил бы то общее, что есть в физиономии каждого человека; упомянув уже об отвесной линии лба и носа, я перейду к остальным чертам: опущенные углы бровей, глаз и рта, с твердой линией губ; падающие в бороду усы; волосы, выбивающиеся из-под шапки и дающие, благодаря густоте, подлинную иллюзию тяжести, — все струилось отвесно, подобно скованному льдом водопаду.

IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

— Хамӑн ӑслай патне куҫатӑп, — тӑсрӗ Фильс.

— Перехожу к моей выдумке, — сказал Фильс.

III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Малтанхи слона вӗлериччен Самуил Беккер меслечӗпе хӑнӑхрӑм: рельссем ҫине тӑратӑп та — вирхӗнсе килекен пӑравусран пилӗк утӑм юлсан ҫеҫ айккинелле сиксе куҫатӑп.

Перед тем как убить первого слона, я практиковался по способу Самуила Беккера: становился на рельсы и сходил лишь в пяти шагах от набегающего паровоза.

IV. Слон сунарҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Эпӗ Ганувера Дюрокпа тата Дигэпе пӗрле ларнине асӑрхарӑм, унталла хирӗне-хирӗне куҫатӑп; анчах темле шырасан та Эстамппа Поп курӑнмаҫҫӗ.

Я пробирался к тому месту, где видел Ганувера с Дюроком и Дигэ, но, как ни искал, не мог заметить Эстампа и Попа.

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӑл мана адмирал тумасан, тӑшман енне куҫатӑп тесе юнарӗ.

И он упорно стоял на том, что хочет быть адмиралом, а в противном случае пригрозил предаться неприятелю.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ытти сакӑр минута сире валли хӑваратӑп тата сирӗн аллӑра куҫатӑп.

Остальные восемь я уступаю вам и остаюсь в вашем распоряжении.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Эпӗ яланах хӑйне евӗрлӗ куҫатӑп.

Я вечно и оригинально двигаюсь.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Унччен тискер кайӑксемпе те, вӗҫен кайӑксемпе те хутшӑнмастӑп; кам кама ҫӗнтернине кура, хӑшӗ ҫӗнтерет, ҫавӑн енне куҫатӑп!

Не стану я примыкать ни к зверям, ни к птицам; погляжу, кто кого одолеет. Чья сторона победит, на ту я и перейду!

Ҫара ҫерҫи ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех