Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кута (тĕпĕ: кут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗн ҫитмен мана, пӗр пуҫпа пӗр кута?

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халӗ манӑн чи ҫывӑх тӗллев — зала кӗрсе кута тӗкесси, вунӑ сехетчен, семинар пуҫланиччен, чӗптӗм ыйхӑ йӑкӑртса, пӑртак пуҫа кантарса илесси, унтан килен-каянсен ҫуртне вӑхӑтлӑх пурӑнма вырнаҫасси.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ларасчӗ килте кута хӗссе! — мӑкӑртатса илчӗ Касмухха.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа вӑл, «ларасчӗ килте кута хӗссе» тесе, хӑйне хӑй ятласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кута ҫав правилӑпа ҫыхӑнса тӑмасть, — ӑнлантаратӑп эпӗ.

— Это тоже исключение, — объяснил я.

Эпӗ учитель пулса тӑтӑм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Леш енче вара вӑл шыв патнех пырса тӑнӑ та Адуна: «Эпӗ леш енчи ҫырана тасатрӑм — ҫӳре; кунта вара эпӗ хуҫа, сана валли кута ҫул ҫук — пӑрӑнса кай!..» тесе калать пек туйӑнать.

А там он подошел к самой воде и словно говорит Адуну: «Я очистил тебе тот берег — гуляй, здесь мое царство, тебе сюда хода нет — сворачивай!..»

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Шӑнса пӑсӑлнӑран-и е чун-чӗре чирӗпе вӑрахчен асапланнине пула, е тата, юлашкинчен, вӑл та, кута пӗрлех пулнӑран, Петр тепӗр кунне нервсем пӑсӑлнипе аптраса хӑйӗн пӳлӗмӗнчех выртрӗ.

Было ли это следствием простуды, или разрешением долгого душевного кризиса, или, наконец, то и другое соединилось вместе, но только на другой день Петр лежал в своей комнате в нервной горячке.

IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Кута чӑн-чӑн план, тес пулать.

Это план, так сказать.

11 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

— Ларасчӗ килте кута хӗстерсе!

— Сидели б по домам!

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кута сахал-ха: Яков Лукич кирпӗч хатӗрлемелли пысӑк мар завод пекки те туса лартма сӗнчӗ тата кунашкал ӗҫ тупӑшлӑ пуласси пирки иккӗленсе тӑракан Аркашка Менока ҫапла каласа ӗнентерчӗ: капитальнӑй витесемпе вӑкӑр картисем тума районран, ҫирӗм сакӑр километртан кирпӗч турттарса килнинчен, ҫитменнине тата ҫӗрӗшне тӑватӑ тенкӗ те аллӑшар пус тӳлесе илнинчен, колхозрах кирпӗч туни нумай пайта кӳрет, имӗш.

Мало того, Яков Лукич внес предложение построить небольшой заводишко по обжигу кирпича и без труда доказал сомневавшемуся в рентабельности такого предприятия Аркашке Менку, что иметь свой кирпич для строительства капитальной конюшни и воловен несравненно выгоднее, нежели возить его из района за двадцать восемь километров да еще платить за сотню по четыре рубля пятьдесят копеек.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Юрӗ, тейӗпӗр, ҫулталӑка кута хӗссе ларӑп, нивушлӗ вара…

Ну ладно, год не буду ездить, но неужели…

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

30. Вавилон ҫыннисем Суккот-Беноф кӗлеткине тунӑ, Кута ҫыннисем — Нергал кӗлеткине, Емаф ҫыннисем Ашима кӗлеткине тунӑ; 31. Авва ҫыннисем Нивхаз тата Тартак кӗлеткисене ӑсталанӑ, Сепарваим ҫыннисем вара хӑйсен ывӑлӗсене Сепарваим туррисене — Адрамелех тата Анамелех ятлӑ турӑсене — чӳк парни кӳрсе вутра ҫунтарса янӑ.

30. Вавилоняне сделали Суккот-Беноф, Кутийцы сделали Нергала, Емафяне сделали Ашиму, 31. Аввийцы сделали Нивхаза и Тартака, а Сепарваимцы сожигали сыновей своих в огне Адрамелеху и Анамелеху, богам Сепарваимским.

4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Ассири патши Вавилонран тата Кута, Авва, Емаф, Сепарваим хулисенчен халӑх куҫарса килнӗ те ҫав ҫынсене Самари хулисене Израиль ывӑлӗсем вырӑнне вырӑнаҫтарса тухнӑ.

24. И перевел царь Ассирийский людей из Вавилона, и из Куты, и из Аввы, и из Емафа, и из Сепарваима, и поселил их в городах Самарийских вместо сынов Израилевых.

4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех