Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Курӑксемпе (тĕпĕ: курӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗвел ҫав тери пӗҫертнипе ҫул хӗрринчи те ана ҫинчи курӑксемпе тикӗс шӑтса тухнӑ сӗлӗ те урпа пуҫӗсене тайнӑ-уснӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ачасене урари, пӳрнесенчи пӗчӗк сурансене тӗрлӗ курӑксемпе ҫыхса хума вӗрентрӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӗве типӗ, хытӑ курӑксемпе йӗплӗ курӑксем те ҫиме пултарать.

Верблюд может питаться сухими, жесткими и колючими травами.

Пушӑ хирсенчи ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ӑна чӑваш юмӑҫӗсем курӑксемпе, вырӑс вӗрӳҫисем тем-тем кӗлӗпе те сиплерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ешерекен курӑксемпе ҫӑка ҫулҫисем таврана пыл шӑрши сараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Ҫимӗк чух ҫав курӑксемпе мунчара ҫапӑнсан, чирлӗ ҫын сывалать, ватӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм пулать, ҫамрӑксем тӗреклӗ, пултаруллӑ ҫитӗнеҫҫӗ тенӗ, — терӗ анне.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ик уйӑха яхӑн ҫӑнӑх шывӗпе усрани те, сиплӗ курӑксемпе эмеллени те — нимӗн те ҫӑлаймарӗ ман телее.

Два с лишним месяца выхаживали несчастную: поили мучной болтушкой, кормили целебными травами — ничто не спасло беднягу.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ик-виҫӗ ҫул хушши вӑл шӑна пек пурӑнса пӑхать: курӑксемпе пӗрле вилет те сертепе пӗрле чӗрӗлет.

Два-три года он и так и сяк маялся, кормился и лечился травами.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пахчари курӑксемпе йӑмра ҫулҫисем кӑнтӑрла шанса ҫӗрелле лӑпсӑр усӑнса анаҫҫӗ.

Травы и листья деревьев, испекшись на солнце, скручиваются в трубку, опадают с шумом на землю.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пыл ярса вӗри чей ӗҫтерчӗҫ ӑна, сӗт пачӗҫ, темле курӑксемпе, тымарсемпе сиплерӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсене валли тесе ытти курӑксемпе пӗрле хуратул та пур.

Куҫарса пулӑш

Ҫуралнӑ кӗтесре сывлӑш таса та сиплӗ, пурӑнма аван // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9588-curaln- ... r-nma-avan

— Эпӗ хӑрушла хуйхӑратӑп, хаклӑскерӗм, эсир, куратӑп, шуранка, курӑксемпе чечексен хушшинче чылай лайӑхрах курӑнма пуҫламаллаччӗ те…

— Я страшно жалею, дорогая; вы, правда, бледны, но среди трав и цветов выглядели бы гораздо лучше.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Хӗвел аннӑ чухне вӑрман сӗм тӗттӗмлӗхӗнче сайра вут-ҫулӑм хушӑкӗсем тӑсӑлаҫҫӗ, вӗсен ярӑмӗнче курӑксемпе ҫулҫӑсем тап-таса ылтӑнла йӑлтӑртатаҫҫӗ, ҫутӑ чикки леш енче вара тӗттӗмлӗх хуҫаланать, — шӑпах ҫак авӑкра Гент хӑйне уйрӑмах лайӑх туять.

На закате, когда редкие огненные щели протягивались в лесной тьме, а в их полосе травы и листья блестели червонным золотом, между тем как за световой гранью стояла тьма, Гент чувствовал себя хорошо.

VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Витре шӑтӑкне курӑксемпе питӗрсе иккӗмӗш хут ӑсрӑмӑр.

Тогда заткнули дыру пучком травы и зачерпнули второй раз.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Старик курӑксемпе чечексен сапаланчӑк кӑшӑлӗсене кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытать, чӳрече янахӗ ҫине хурать, тӳлеккӗн кулса ҫак им-ҫам милӗкӗсене сехечӗ-сехечӗпе уйӑрать; вӑхӑт-вӑхӑтӑн вӑл — юратса пӑрахнӑ ҫын балкон тӗлӗнче чечек ҫӗкленӗн — хӑшне-пӗрне рехетлӗн шӑршлать.

Старик, прижимая к груди рассыпающиеся вороха трав и цветов, клал их на подоконник и часами, тихо улыбаясь, сортировал эти зелья, временами нюхая какое-нибудь с видом влюбленного, поднявшего цветок у балкона.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Хам ая эпӗ шывра ӳсекен типнӗ курӑксемпе ытти курӑксене сартӑм.

Постелью мне служили те же водоросли и трава.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Чул сӑртсем ҫинче эпӗ кайӑк ҫӑмартисем нумай пухрӑм, унтан шӑтӑка икӗ-виҫӗ ытам шывра ӳсекен типӗ курӑксемпе ытти тӗрлӗ курӑксем илсе кӗтӗм те ирпе апатланма ҫӑмартасем пӗҫерме шутларӑм.

На утесах я собрал много яиц, а затем принес в пещеру две-три охапки сухой травы и водорослей, рассчитывая утром испечь яйца себе на завтрак.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ вут чулне шаккаса ӑвва чӗртрӗм, шывра ӳсекен типӗ курӑксемпе тупӑлхаран кӑвайт хурса кӗл ӑшӗнче ҫӑмартасем пӗҫертӗм.

Я высек огня и развел костер из вереска и сухих водорослей, на котором испек яйца.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Унта ӑна курӑксемпе тата суранӗсем ҫине йӗпе япаласем хурса ывӑнма пӗлмесӗр имлеме тытӑнчӗ; чирлӗ ҫынна пӑхма пӗлекен жидовка тупрӗ, вӑл вара Тараса пӗр уйӑх хушши ӑрӑм шывӗ ӗҫтерсе пурӑнчӗ, юлашкинчен лешне ҫӑмӑлрах пулнӑ пек туйӑнчӗ.

Там принялся он лечить его неутомимо травами и смачиваньями; нашел какую-то знающую жидовку, которая месяц поила его разными снадобьями, и наконец Тарасу стало лучше.

X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Кӳлӗ хӗррине ишсе ҫитетӗн, урасем шыври курӑксемпе ҫыхланаҫҫӗ, алӑсемпе вӗсенчен ярса тытатӑн — акӑ, тинех ҫӑлӑнатӑн!

Подплываешь, путаешься в стеблях кувшинок, цепляешься за них — ну, спасся!

11. Вӑйӑсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех