Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Курах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирус чӗрткеленӗ май курах кайрӗ: сукмакпа пӗр ача утать.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ачасем картишне кӗрсе пӗтнӗпе пӗрехчӗ ӗнтӗ, сасартӑк курах кайрӑм: пирӗн кӗҫӗн калинкке умне Ҫуппа пырса чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Карта урлӑ пахчаналла пӑхрӗ те такам пӗшкӗнсе хӑй патнелле ҫывхарнине курах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫурма ҫулта хӑварнӑ ещӗксене ытти салтаксемпе илме кайсан, кӗтмен ҫӗртен Лавруша курах кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юрлама чарӑнса, пуҫне ҫӗклерӗ те Сантӑркка, чӳречерен тӗлӗнсе пӑхса тӑракан Петӗрӗн кӑвак куҫӗсемпе ҫап-ҫара хыртарнӑ пуҫне курах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пус хапхинчен кӗтӗм те тулли михӗ йӑтнӑ пӗр этем тӑкӑрлӑкпа чупса пынине курах кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пролетра кӗпӗрленсе тӑракан пассажирсене сӑнаса пӑхнӑ хушӑра Ҫтаппана курах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакнашкал вилес пек выртнӑ самӑнтра Ҫтаппан ҫулпа пӗр хӗрарӑм утса пынине курах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сукмакпа пынӑ чухне пӗр йывӑҫ ҫинче ҫӑвӑр хуртсем ларнине курах кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Пурин ҫине те пӑхса илтӗм те курах кайрӑм: ҫумра ларакан Лора ман ҫине кулараххӑн пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Хӗр пуҫне кӑшт пӑрса пӑхрӗ те ҫумӗнче Виталий тӑнине курах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Пуҫне ҫӗклерӗ те хӗр Иринӑна курах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пуҫа ҫӗклесе пӑхрӑм та, хам паталла ҫил пек ыткӑнса килекен хӗрарӑма курах кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Курах кайнӑ хӑйӗнчен инҫех те мар тӑракан хӗрарӑма.

Куҫарса пулӑш

Икӗ усӑллӑ ӗҫ // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 7 с.

Курах кайрӗ, вӗсем патнелле Захаров, хром аттипе туратсене шатӑртаттарса, пит васкавлӑн вашлаттарса килет.

Куҫарса пулӑш

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ваҫҫа Степнов ҫатракасенчен, тымарсенчен туртӑнкаласа аран-аран ҫырана хӑпарчӗ те Кашкина курах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

30 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫавна май алӑк еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ те хайхи Анютӑна курах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫапла пулӑшу ыйтсанах Эсекел тата аяларах вырнаҫнӑ пӳлӗме анса каять те… сӑнчӑрласа лартнӑ шапана, темӗн пысӑкӑш шапана, курах каять, хӑранипе кӑшт ҫеҫ пурнӑҫпа сывпуллашмасть.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Тӳпенелле каҫӑрӑлса пӑхать те… паҫӑр хӑй хӑратса янӑ палламан кайӑка курах каять.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Сергей Ивановича курах ӗнтӗ унӑн пиччӗшӗн хӗрӗпе ывӑлӗ те Дианӑпа Александр Политовсем - спортра паллӑ ятсем.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм пурнӑҫӗ - спорт // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13452-p ... rn-c-sport

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех