Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Крыльци (тĕпĕ: крыльца) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫар комиссариачӗн крыльци ҫинче пирӗн колхоз председателӗ Подоприхин тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, ҫырма енчен каччӑпа хӗр алла-аллӑн тытӑнса хӑпарчӗҫ, Тимуш крыльци умӗнче, карта урлӑ тӑсӑлнӑ сирень турачӗсен айӗнче, чарӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хыҫра — сарлака хӑмасене пӗр-пӗрин ҫумне ҫӑта ҫыпӑҫтарса тытнӑ ҫӳллӗ хӳме, умра, анатарахра, — шатрун тӑрӑллӑ йывӑҫ пӳрт, хӗрлӗ кирпӗчрен тунӑ ҫӳллӗ никӗс ҫинче тӗреклӗн лараканскер; ун крыльци умнелле асбест плита сарнӑ сукмак анать, сукмак икӗ енӗпе — сӑрланӑ тимӗр карта.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Столовӑй крыльци умӗнче ҫи-пуҫне шап-шурӑ пасран хӑмӑр сӑран алсишпе шаккаса тасатнӑ чух та ҫавӑн ҫинченех шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Магазин крыльци ҫинче алӑка урлӑ темле ҫын «Вун ик кӑшӑллӑ пичкине» уҫасшӑн ӗнрешсе выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Мӗнрен кӑтартма пуҫлам ӗнтӗ сире? — терӗ мана Нагасова, иксӗмӗр правлени крыльци ҫине тухсан.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Сергее айккинелле тӗртсе ячӗ те малалла утрӗ, лавкка крыльци ҫине хӑпарса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лавкка крыльци ҫине улӑхма ӗлкӗрчӗ ҫеҫ — пӳрт умне сарлака ӑмӑрлӑ хӑла лаша килсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах та чарӑнса-туса тӑмарӗ, тӳрех сылтӑмри лавкка крыльци ҫине хӑпарса, унта кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар, пахча алӑкӗнчен тухса, лавкка крыльци патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ сана лавкка крыльци ҫинче кӗтетӗп.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лавкка крыльци те кунтан тӗлме-тӗлех курӑнса ларать.

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Паҫӑр, кӑнтӑрла, Сергей хӑйне «эпӗ лавкка крыльци ҫинчен хунарпа виҫӗ хутчен ҫутатса илетӗп» тенӗ хыҫҫӑн, Хрестук самантлӑха та канӑҫ тупаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ лавкка крыльци ҫинчен хунарпа виҫӗ хутчен ҫутатса илетӗп те сан пата каҫатӑп.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Таҫтан та таҫта ҫити шавласа та кӗрлешсе-ахӑрашса кайнӑ Палас шывӗ хӑй ҫыранӗсене кӗрсе лӑплансан, Сахар лавккин крыльци ҫине арҫынсем пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пирӗн крыльци те, атми те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Крыльци ҫинченех сӗрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр минутран Хветут ӑна лавккаҫ крыльци ҫинче ыталаса илчӗ те, тӑнне ҫухатса, урайне тӑсӑлса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахарпа Петӗр тата хуҫа ывӑлӗсем лавкка крыльци ҫине тухса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем лавкка крыльци ҫине тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех