Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кимӗсене (тĕпĕ: кимӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пантей юхан шывӑн чӑнкӑ ҫыранӗнче йӑлӑмри тем анлӑш хыр вӑрманне, иртен-килен пӑрахутсемпе кимӗсене пӗр вӑхӑт сӑнаса, вӗсемпе киленсе тӑнӑ хыҫҫӑн шыв хӗрне анчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Умра — хумлӑн-хумлӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр юхакан, ҫӗр-ҫӗр хулапа яла шывпа тивӗҫтерекен, пӑрахут та кимӗсене «ҫӗклесе ҫӳрекен», ҫынсене пурлӑх та телей, илем те вӑй-хал кӳрекен-паракан, виҫсе илейми инҫӗше васкакан Атӑл!

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Днепр шывӗн анат юхӑмӗнче шарлаксем пурри ӗлӗк кимӗсене ҫӳреме пит кансӗрленӗ.

Пороги в нижнем его течении были большим препятствием для судоходства.

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пӑрсем пароходсене, кимӗсене Пӑрлӑ океанра ҫӳреме кансӗрлеҫҫӗ.

Льды мешают судоходству на Ледовитом океане.

Тинӗс ҫинчи чикӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Авал тинӗссем ҫинче пӗчӗкҫӗ йывӑҫ кимӗсемпе ҫӳренӗ, вӑл кимӗсене парус карса, е весласемпе ҫӳреттернӗ.

В древности по морям плавали на небольших деревянных кораблях, которые двигались веслами или парусами.

Авал ҫынсем ҫӗре мӗнле тесе шутланӑ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кимӗсене лӑскатӑр.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Атӑл тӑрӑх аната Кимӗсене ӑсатрӗҫ, Хусан ҫине таната Карса яма каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Акӑ ӗнтӗ куҫ самаях кӗмӗлленнӗ Атӑла та, ун ҫинчи дебаркадерсене те, пристаньсене те, вӗсен ҫумне юнашса тӑнӑ пӑрахутсене те, тиевре тӑракан баржӑсене те, башньӑллӑ е порталлӑ крансене те, кӑкарӑнса тӑракан, лӑпкӑ хум ҫинче палӑри-палӑрми чӳхенекен кимӗсене те, шӗпӗлтетсе ҫырана лӑч-лач пырса ҫапӑнакан пӗчӗк хумсене те, тӗтрепе пиеленнӗ таврари ҫурт-йӗре те самаях уяма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫыр хӗррипе унта та кунта йывӑр сейфсене аса илтерекен тимӗр шкафсем курӑнаҫҫӗ, юпасем ҫумне кимӗсене сӑнчӑрсемпе кӑкарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Кимӗсене халех туянар, патне ҫитсен — пӗвене шыв тулсан, ниҫтан та тупаймӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Хумсем ҫӳле-ҫӳле ҫӗкленсе кимӗсене вӑйлӑраххӑн пыра-пыра ҫапма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӑлхавҫӑсем хан ҫыран хӗрринчи кимӗсене пуҫтарма хушнине асра тытрӗҫ — тӑвалла хӑпарнӑҫемӗн вак кимӗсен шучӗ ӳсрӗ, шыв ҫинчи ҫар темиҫе ҫухрӑма тӑсӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Куннинче кимӗсене хӗрсем мар, темле майпа кунта килсе тухнӑ Кабир кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫамрӑксем, кӗсменсемпе вӑйлӑн ишсе, перевоз патне васкарӗҫ; вӗсем ӗнтӗ ҫыран хӗрринех ҫитнӗччӗ, ҫав вӑхатра тулли кимӗсене Атӑл варринчен капланса килекен хум вӑйлӑн пырса ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑна кура Палецкий кимӗсене часрах тапранма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Шуйский хӑйӗн воинӗсене кимӗсене ҫыран хӗррине лартса хӳшӗсем тума, тыткӑна лекнисене ҫывӑхри ҫӗр пӳрте кайса хупса хурал тӑратма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑй вӑл воеводӑна Керженец тӗлӗнче Хусан ҫыннисен калама ҫук пысӑк ҫарне тӗл пултӑм тесе хыпарларӗ, воевода кимӗсем ҫинче пулнӑ воинсенчен ҫакна пӗлчӗ: хан тутарсемпе ҫапӑҫӑва кӗмен те иккен, вӗсене курнӑ-курманах пӗтӗм кимӗсене ҫӳлелле ишме хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпир хамӑр суту-илӳ мулне ҫырана пушатма килӗшмесен вӗсем хӑйсемех лашисем ҫинчен анса пирӗн кимӗсене ҫаратма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӗсем ҫапла калаҫса татӑлчӗҫ: Урасмет ыранах ҫула тухма хатӗрленме пуҫлать, тулли тиевлӗ кимӗсене хураллама вӑл хӑйӗнпе пӗрле сахалтан та вунӑ ҫын илсе каять.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн пӑрахут ҫинҫен шӑхӑртса илет, хирӗҫ пулакан кимӗсене асӑрхаттарать.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех