Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Килсӗр (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Итлекенсен куҫӗ умне кӗрлесе ҫунакан ял тухса тӑчӗ, килсӗр тӑрса юлнӑ ватӑсем, хӗрарӑмсем, хӑраса йӗрекен ачасем…

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Микула тахҫанах килсӗр йытӑ пек вилсе выртнӑ пулӗ тесе шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ, килсӗр йытӑ пек, икӗ пичке хушшинче.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Информаци буклечӗсене валеҫсе панӑ та килсӗр чӗрчунсене тӗл пулсан, хӑйсене мӗнле тытмалли ҫинчен ачасене каласа панӑ.

Раздали информационные буклеты и проинформировали детей, как вести себя, если встретили бездомных животных.

Килсӗр-йӗрсӗр чӗрчунсен кунӗ тӗлне // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... ne-3397987

«Килсӗр йытӑ» калаври йытӑ сӑнарӗ вара питӗ вӑйлӑ пулса тухнӑ», – тесе каларӗ Людмила Сачкова ҫыравҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

«Килсӗр йытӑ» калавӑн вӗҫне ҫыравҫӑна улӑштарма сӗнтӗм, анчах та автор хӑйӗн позицийӗнчен пӑрӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Икӗ эрне хушши килсӗр йытӑ пек ҫӳрет вӑл хулара.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫавӑн пекех ырӑ чӗреллисем килсӗр чӗр чунсем валли апат, эмел, уҫӑлтарса ҫӳремелли хатӗр парса хӑварчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ чӗреллине - шанчӑклӑ юлташ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=_rnIP59c3Z4

Килсӗр йытӑсене, кушаксене тупса палӑртаҫҫӗ, сӑн ӳкереҫҫӗ, интернет уҫлӑхӗнче хуҫа шырани пирки пӗлтерӳ кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ чӗреллине - шанчӑклӑ юлташ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=_rnIP59c3Z4

Килсӗр чӗр чунсене пулӑшакан «Дог24» ыр кӑмӑллӑх фончӗ ҫак ятпа проект хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ чӗреллине - шанчӑклӑ юлташ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=_rnIP59c3Z4

«Проектӑн ырӑ пуҫарӑвӗ кулленхи пурнӑҫра килсӗр йытӑсен ыйтӑвне татса парасса шанатпӑр», – терӗҫ йӗркелӳҫӗсем.

Куҫарса пулӑш

«Йытӑсен парачӗ» иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61040

Ӑна килсӗр чӗр чунсен ҫивӗч ыйтӑвне ҫӗклес тесе йӗркелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Йытӑсен парачӗ» иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61040

Ҫак самантра вӑл, килсӗр юлнӑ студент, пачах та айӑпсӑрскер, пысӑк йӑнӑш турӗ, Нинӑпа калаҫмасӑрах, Чӗмпӗре, ашшӗпе пӗр тӑван шӑллӗ патне тухса кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» клубӑн хастарӗсем Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекине сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекин хӑтлавне йыхравлатпӑр // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... ravlatp-r/

Сан пирки эпӗ килсӗр тӑрса юлтӑм, ҫуртсӑр-йӗрсӗр ҫын — пайкуш пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Урамсенче, порт, сыхлӑх камери тавра ҫак йытӑсем килсӗр ҫапкаланса ҫӳренине тахҫанах асӑрханӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кашӑка тута патне кӑна илсе пынӑччӗ, ҫав килсӗр кӑркка, каскӑн Урсэкие пычӗ те манӑн кашӑк ҫине лачлаттарса сурса хӑварчӗ!

Только поднес ложку ко рту, как этот бродяга Урсэкие, журавль бездомный, плюнул мне в миску!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унтан килсӗр тӑрса юлать…

А там — и без дома…

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче вӑл унта ҫулталӑкран килсӗр чӗрчунсене вӑхӑтлӑх тытмалли вырӑн пуласса шантарнӑ.

В феврале текущего года он заверил, что через год там будет обустроено место для временного содержания бездомных животных.

Ҫӗмӗрлере хуҫасӑр 150 чӗрчун валли приют пулӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32041.html

Ҫӗмӗрлере килсӗр чӗрчунсем валли приют тӑвасшӑн.

В Шумерле хотят построить приют для бездомных животных.

Ҫӗмӗрлере хуҫасӑр 150 чӗрчун валли приют пулӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32041.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех