Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кивӗрех (тĕпĕ: кивӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӑшпӗр йӑласене, вӗсем кивӗрех пулсан та, пӑхӑнас пулать, Владимир Петрович… — вӑл, шӳтлесе, мана пӳрнипе юнаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пурана хирӗҫ кивӗрех ҫуртӑн крыльцинчен урамалла икӗ ҫын тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Кӑвак ҫӑм тутӑр ҫыхнӑскер, тулалла тухнӑ ҫӳҫ пайӑркисене шалалла юсаса кӗртрӗ, кивӗрех фуфайка ҫухине хупланӑ тутӑр ҫӳҫисене, кам та пулин татса илмен-ши тенӗ пек, тыткаласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куҫма тепӗр кунне хуларан кивӗрех купӑс ҫакса таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Плащӗ кивӗрех пулин те, хуҫи ӑна пӗр-пӗр командиртан туяннӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ытти тутар ялӗсенчи ҫуртсем евӗрлех, Махмутсен кивӗрех ҫурчӗ те картиш варринче ларать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пурне те тӑвӑпӑр, Эрхип Григорччӑ, ҫиме енчен аптрамастпӑр-ха, малашне мӗнле пулӗ, — кивӗрех карт-тусӗ тавра нӑйлатса вӗҫекен пыл хуртне хӑваласа ярасшӑн пулчӗ Маркка, анчах лешӗ ҫаплах вӗҫе-вӗҫе килчӗ те Марккан ахаль те шӗпӗн пек пӗчӗк сӑмси тӑрне килсе тӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ун ҫинче мунчала чышса тунӑ матрац, кивӗрех утиял.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӗтелӗ те пуканӗсем ҫеҫ кӑшт кивӗрех курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

(Ҫийӗнчи лайӑх кӗпипе тутӑрне тӗкӗр умне ҫакать, арчаран кивӗрех кӗпе кӑларса тӑхӑнать, тутӑр ҫыхать.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Йӗлтӗрҫӗсен кивӗрех курткине тӑхӑннӑ ҫӳллех мар, типшӗмрех йӗкӗт Завьялова тӳрех кӑмӑла кайрӗ, Унӑн чӗлхи ҫивӗч пулнӑ, хӑйне вӑл ытлашширех шаннӑ, ҫав вӑхӑтрах ачалла айван пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑра пӳлӗмри мӑн тӗкӗр витӗр Мӗтри ҫине кивӗрех хура бастон костюм, шурӑ пӳс кӗпе тӑхӑннӑ, хытканкарах лутра кӗлеткеллӗ, тӑваткал типшӗм питлӗ старик сенкер куҫӗпе кӑмӑллӑн пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Брянцев хӑй кивӗрех хура плащ тӑхӑннӑ, ҫара пуҫӑн, умӗнче, сӗтел ҫинче, беретки выртать.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Паҫӑр Тоня кивӗрех пумаҫи халатпаччӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хальлӗхе кунта тӗксӗмрех, кивӗрех пӳлӗмсемпе мастерскойсем ҫеҫ-ха.

Куҫарса пулӑш

"Профессионалитет" проект пурнӑҫланать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=Ofuwegdwpks

Потапов, хулӑн туталлӑ чипер арҫын, яланхи пекех хура куҫлӑх тӑхӑннӑ, Мерчен Мишши уринче — сакӑрвунӑ тенкӗ тӑракан кивӗрех пушмак.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов кивӗрех фуфайка, атӑ, карттус, кил хуҫи тупса панӑскерсене, тӑхӑнчӗ те аллине шӑпӑр тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫийӗнче — кивӗрех фуфайка, уринче — тарӑн калуш.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫи-пуҫӗ те ялан тенӗ пекех пӗр евӗрлӗччӗ: хӗлле — фуфайка, ҫулла — кивӗрех кӗпепе вараланчӑк шӑлавар.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӑна, кивӗрех фуфайкӑпа резина атӑ тӑхӑннӑскерне, симӗс тутӑр ҫыхнӑскерне Герасим Федотович Севет инке тесе саламлама хатӗрленнӗччӗ, анчах тинкеререх пӑхрӗ те чӗлхе вӗҫне килнӗ сӑмахсене каялла ҫӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех