Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Каҫхи сăмах пирĕн базăра пур.
Каҫхи (тĕпĕ: каҫхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫхи апат вӑхӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эпӗ каҫхи хуралҫӑ, анчах кӑнтӑрла та заводран тухмастӑп!

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӑл пӑхса илни — каҫхи тӗтӗме сирсе хӗвел ҫӗкленнӗ пек, хӗвелтухӑҫ ҫуталса килнӗ пек туйӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Патшалӑх пуҫлӑхӗшӗн пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗшӗччен суйлав участокӗсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа каҫхи 20 сехетчен сасӑлама пулать.

— Проголосовать за главу государства можно будет с 15 по 17 марта на избирательных участках с 8 до 20 часов.

Патшалӑх Пуҫлӑхӗн суйлавне хатӗрленеҫҫӗ // Ирина ФОМИНА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ne-3644449

Каҫхи шӑплӑхра, воронкӑсем, гильзӑсем, ӗнӗксем хушшинче, тростник флейти меллӗ янӑранине Пушкӑртстанри салтаксемшӗн мӗне пӗлтерет-ха?

– А что значит для воинов из Башкортостана слышать в вечерней тишине, среди воронок, гильз и гари, мелодичное звучание тростниковой флейты!

Пушкӑрт батальонӗнчи санитари ротин боецӗ хӑйӗн командирӗ ҫинчен каласа панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... an-3643078

Кунта пабсем, ресторансем, каҫхи клубсем, лавккасем, ҫавӑн пекех Apex Hotels йышне кӗрекен икӗ пысӑк хӑна ҫурчӗ пур.

Здесь находится большое количество пабов, ресторанов, ночных клубов, магазинов, а также два больших отеля сети Apex Hotels.

Грассмаркет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B5%D1%82

Каҫхи сасӑ темшӗн ҫынна ҫӳҫентерет.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Апла каҫхи апатне паҫӑрах ҫинӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Таврана каҫхи ӗнтрӗк карса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Улюна, — терӗ арӑмне каҫхи апат хыҫҫӑн хаҫат вуласа ларакан Архип Григорьевич.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ирхи карт тӗрӗсне калать, каҫхи карт ҫине каштари чӑх какка тӑвать, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Анне, — терӗ паян каҫхи апат ҫисе ларнӑ чух Варук.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗтӗм тӗнче ҫӗкленет ылханлӑ Гитлера хирӗҫ! — янӑрать председателӗн хӑватлӑ сасси каҫхи сӗмлӗхпе витӗннӗ уй-хирте.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кунӗпе ӗҫре хӑшкӑлаканскер, каҫхи апат хыҫҫӑнах кӗлетпе чул кӑлтавай хушшинчи ват йӑмра айӗнчи хӳшшине ҫывӑрма кӗрсе выртать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Килменни тата та лайӑхрах, — мӑкӑртатрӗ каҫхи сывлӑшпа уҫӑлнӑ Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тислӗклӗ вырӑнсенче, анса ларас хӗвелӗн сарӑ ҫутинче, каҫхи ӳпре-шӑна кӗтӗвӗсем пӗр сассӑр явӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫуллахи куна каҫхи сарӑ сӑн ҫапа пуҫланӑччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шӑрӑхпа тӗлӗрсе, яраписене уснӑ ват йӑмрасем ҫинче куҫа курӑнман пыл хурчӗсем сӗрлени, унта-кунта автансем вӑрӑммӑн та хурлӑн авӑткалани, аякри лобогрейкӑсен ҫилпе вӗҫсе килекен темле ҫатма хырнӑ евӗр сасси каҫхи сулхӑнчченех чарӑнас ҫук ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫакнашкал вӗсем каҫхи апата тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матӗрнепе крючниксем Ҫтаппан каҫхи апат ҫиме таврӑнасса кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех