Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Карапсенчен (тĕпĕ: карап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман пӗчӗк киммӗм пысӑк карапсенчен таҫта-таҫта кая юлчӗ пуль ҫав.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Вӑхӑта ҫухатмасӑр — ӑна сигара туртма сӗнтӗм, хӑпартланса, хаваслӑн анекдот каласа патӑм, вӑл хӑйне сис-чӳллӗн тыткалама чарӑннине, ирӗклӗнрех туйнине асӑрхасан, самаях вӑрӑм сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем калама пуҫласан хама кӑсӑклантарнине евитлерӗм: «Хумсем ҫинче чупакан» — эпӗ халиччен курнӑ парӑслӑ карапсенчен чи-чи лайӑххи.

Не теряя времени, я пригласил его выкурить сигару, взял бодрый, живой тон, рассказал анекдот и, когда увидел, что он изменил несколько напряженную позу на непринужденную и стал связно произносить довольно длинные фразы, — сказал ему, что «Бегущая по волнам» — самое великолепное парусное судно, какое мне приходилось видеть.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Карапсенчен хӑшӗ-пӗри сывлӑшра вӗҫнӗ-мӗн.

Некоторые корабли летали по воздуху.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Иртсе каякан карапсенчен кунта ҫырусем хура-хура хӑвараҫҫӗ; вӗсем ҫӗр чӑмӑрӗн пур кӗтесне те ҫитеҫҫӗ.

Сюда с мимо идущих кораблей бросаются письма, попадающие во все концы света.

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Пристаньте суту-илӳ карапӗсем нумай; ҫав карапсенчен пӗрин ҫине пытанса, ӑҫта куҫ курать, ҫавӑнта — Канадӑна, Австралие, Кӑнтӑр Америкӑна кайма пулать, пурпӗрех мар-и?

В доках достаточно морских судов; нетрудно спрятаться на одном из них и уехать куда глаза глядят: в Канаду, в Австралию, в Капскую колонию — не все ли равно?

VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Вӑл ҫакӑн пек карапсенчен пӗрне тӗл пуласса шанчӗ, хӑйӗн пассажирӗсене унпа лартса яма е унран темиҫе матроса, тен, офицера та, ыйтса илме ҫирӗп шухӑш тытрӗ.

Он надеялся встретить один из таких пароходов и твердо решил либо переправить на него своих пассажиров, либо получить с него временное подкрепление из нескольких матросов, а может быть, и офицера.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Куратпӑр ӗнтӗ, «Пилигрим» ку енӗпе ытти карапсенчен уйрӑлса тӑман.

«Пилигрим», как мы видим, не отставал в этом отношении от других судов.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Джемс Уэлдон сӑмахӗсенчен вӑл Халл капитан чаплӑ моряк иккенне, упӑшки ӑна шаннипе, «Пилигрим» Америкӑри кит тытмалли карапсенчен чи лайӑххи те ҫирӗппи, хӑвӑрт ҫӳрекенни пулнипе пӗлет.

Со слов Джемса Уэлдона она знала, что капитан Гуль отличный моряк, которому Джеме Уэлдон вполне доверял, а «Пилигрим» падежный корабль и на отличном счету среди американских китобойных судов.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

«Пилигрим», флотилири карапсенчен чи пӗчӗкки пулин те, чи лайӑххи шутланать, питӗ аван ҫӳрет.

«Пилигрим» считался одним из лучших кораблей флотилии, ход у него был отличный.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ӑпӑр-тапӑр купинче тупнӑ леш тазпа эпир нимӗн те пӗҫермерӗмӗр, унӑн шӑтӑкӗсене сӗрсе лартнӑ замазка хӑйпӑнса ӳкӗ терӗмӗр; ун вырӑнне пирӗн валли Сайлас тетен питӗ селӗм пӑхӑр ҫатма тупӑнчӗ, йывӑҫ авӑрлӑскер, — ӑна вӑл пит упраса тыткалать, мӗншӗн тесен ку япалана унӑн мӑн аслашшӗсенчен пӗри, Англирен илсе килсе, пӗтӗм чунтан парнеленӗ, вӑл Вильгельм Завоевательпе пӗрле «Мейфлауэр» карап ҫинче-и е малтанхи урӑх карапсенчен пӗрин ҫинче ларса килнӗ пулать.

В умывальном тазу мы никаких пирогов не пекли — боялись, что замазка отвалится; зато у дяди Сайласа оказалась замечательная медная грелка с длинной деревянной ручкой, он ею очень дорожил, потому что какой-то там благородный предок привез ее из Англии вместе с Вильгельмом Завоевателем на «Мейфлауэре» или еще на каком-то из первых кораблей.

Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Унӑн водоизмещенийӗ икҫӗр вунӑ тонна пулать, тепӗр майлӑ каласан, Ҫӗнӗ Тӗнчене ишсе ҫитнӗ пирвайхи карапсенчен, Колумб, Веспуччи, Магеллан ҫӳренӗ карапсенчен нумай пысӑк пулнӑ.

Его водоизмещение равнялось двумстам десяти тоннам, то есть намного превышало водоизмещение первых кораблей, добравшихся до Нового Света, — кораблей Колумба, Веспуччи, Магеллана.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унӑн ҫак ыйтӑва татса пама тивнӗ: карапсенчен хӑшӗсене Тӑван ҫӗршыва каялла тавӑрмалла, юрӑхсӑррисене вара тимӗр-тӑмӑра ямашкӑн сутмалла.

Нужно было решить, какие из них стоит отправлять обратно на Родину и какие по негодности просто продать на слом.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Вырӑс флотӗнчи чи вӑйлӑ ҫӗнӗ карапсенчен пӗри пулнӑ вӑл.

Это был новый корабль, один из сильнейших в русской флоте.

Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

«Пӗр йышши карапсенчен кӑна тӑракан флот тӗрлӗ енлӗн аталанма пултараймасть, — тесе ҫырнӑ Крылов. — Унта тӗрлӗ класлӑ карапсем ҫителӗклӗ пулмалла».

«Флот не может получать одностороннего развития одних классов судов в ущерб другим, — писал Крылов, — надо иметь суда всех классов и в определенной пропорции».

Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Карапсенчен нумайӑшӗ путнӑ, хӑшӗсем тыткӑна лекнӗ, эскадрӑри 3 карап кӑна тӑшман аллинчен ҫӑлӑнса тухса Владивостока ҫитме пултарнӑ.

Большинство кораблей погибло, часть сдалась в плен, и лишь трем кораблям удалось прорваться во Владивосток.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Карапсенчен нумайӑшӗ мина-снарядпа сиенленнӗрен мар, шыв кӗрсе чалӑшнӑран тинӗс тӗпне ана-ана кайнӑ.

И многие корабли тонули, потеряв от пробоин остойчивость.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Карапсенчен нумайӑшӗ гаване ҫитсе те ӗлкӗреймен, пӑрлӑ тинӗсре ларса юлнӑ.

Многие пароходы не успели войти в гавань и были затерты льдами.

Вунсаккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех