Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Йӗпрен (тĕпĕ: йӗп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӗпрен пӗрене тӑватпӑр-иҫ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Йӗпрен пӗрене тумастӑн-ши?

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Йӗпрен пӗрене тумасан, ман «историре» нимӗн тӗлӗнсе хытса каймалли те тупаймӑн.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Унтан вара йӗпрен пӗрене тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Геша вӑл хӑй ҫавнашкал, ваттисем калашле, йӗпрен пӗрене тума ӑста.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ кайӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 25–26 с.

Кун пек витсен паллах, ҫумӑр йӑвана шала каймасть, йӗпрен йӗп тӑрӑх юхса ҫиелтенех аяла, ҫӗре анать.

Куҫарса пулӑш

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

Вӑрӑ та вӑрлама йӗпрен тытӑнать тенӗ пек, тен, ҫавӑн чух Михала ӑшӗнче эрех хурчӗ вӑранчӗ пуль?

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫынсем йӗпрен лум тума юратаҫҫӗ.

Люди любят превращать лом из иголки.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Амӑшӗ аллисем аран палӑрмалла хускалаҫҫӗ, сулахай йӗпрен сылтӑмми ҫине, кӑвак мӑя пек, куҫ ҫине куҫ явӑнса пырать.

Едва заметно шевелятся мамины руки, и с левой спицы на правую, словно голубое ожерелье, нанизываются петли.

Ҫип вӗҫӗнче // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Эпир каяс ҫул ҫинче Йӗпрен кӗпер хывнӑ, тет, Ҫипрен карлӑк карнӑ, тет, Мӗнле каҫса килер-ши…

Предстоящий путь непрост: Толщ иной в иголку мост, Взамен перил там нити, А ну-ка перейдите…

XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Нимӗн те манса хӑварман, мӗн кирлине пурне те тӗплӗн шухӑшланӑ — унта йӗпрен пуҫласа ӗне таранах пур.

Ничего не забыли, обо всем подумали — от иголки до коровы.

«Челюскин!» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Йӗпрен пӗрене туни ҫеҫ ку.

Ерунда одна.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех