Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Инкепе (тĕпĕ: инке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян черет — Варвари инкепе Сухвин.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Сухви Хӗветли инкепе питӗ килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вара йӗкӗт каллех Акӑль инкепе калаҫа пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ахальтен мар ӗнтӗ ресторанта чипер ҫамрӑк инкепе эрех ӗҫсе ларатӑн.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсемшӗн, Тарье инкепе унӑн аслӑ хӗрӗшӗн, ял сывлӑшӗ усӑллӑ пулнӑ-ши?

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавӑн чухне пӗр инкепе паллашрӑм.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Севет инкепе Тамара пӳрт ӑш-чикне хӑйӑрпа нӑтӑр-нӑтӑр ҫуса тӗкӗр пекех ҫутӑлтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Каярахпа ҫурт-йӗр лартасси ялсенче ҫулсеренех хӗрӳленсе пычӗ те, Герасим Федотович отпуска килсен Татти инкепе Кирик — ӑна ялта халь пурте пекех Шемердянов теҫҫӗ — ҫӗнӗ пӳрт тӑвасси ҫинчен ҫеҫ калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унтан ҫамки ҫине усӑннӑ ҫӳҫ пӗрчисене майлаштарса тутӑрне тирпейлӗн ҫыхрӗ, хӑйӗн ҫумӗнчи Хветуҫҫи инкепе тем пӑшӑлтатса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пуринчен те каярах ҫитнӗ Елен чӳрече патӗнче, Хветуҫҫи инкепе юнашар, вырӑн тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Хветуҫҫи инкепе хӑйӗнпе калаҫатӑп та Ежеметьев патне ҫитсе пӑхатӑп.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Анук инкепе Якур мучи вӗсене тӳрех сӗм-пӗччен пурӑнакан Ванькка шофер килне илсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Эпир аппапа иксӗмӗр инкепе кушака ял хапхинченех ӑсатса кӑларса ятӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Тилхепе тытнӑ ҫынни сиксе анчӗ те Кӗтерне инкепе калаҫса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Маюк инкепе Арҫук вӑрмана утӑ тавӑрма кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.

Эпир Хветле инкепе сыв пуллашрӑмӑр те кӗрхи тулӑ калчине пӑхма ана ҫине хӑпартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Василиса инкепе нумай тӗрмӗшме лекрӗ: тӑнне ҫухатнӑ вӗт, шеремет.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Сахаллипе нумаййи, сӑмахран, лутрипе ҫӳлли тенӗ те Укка хӑйсен ялӗнчи Вӑрӑм инкепе ун пӗчӗк упӑшкине аса илсе кулса янӑ.

Укка вспомнила деревенскую пару — одну высоченную тетку и ее низкорослого мужа — и рассмеялась.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сасартӑк икке пайланнӑ пек, вӑл нимскер асӑрхамасӑр кӗрхи тӗттӗм уялла утать, анчах шухӑшӗсем ҫаплах Ультуҫ инкепе калаҫаҫҫӗ, палламан старике тӑнлаҫҫӗ, Савтепи тенкисем чӑнкӑртатнине итлеҫҫӗ.

Он будто раздвоился: вот одна его половина идет полем, невзирая на темноту осенней ночи, а другая неотступно думает, разговаривает с тетушкой Ульдусь, слушает неизвестно откуда взявшегося незнакомца, внимает серебряному перезвону монист на груди Савдеби.

Ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Иккемӗш-виҫҫӗмӗш ҫулсенче Ультӳҫ инкепе ытти чухӑнсен тӳпи Чӑлах Эрнюксене, каярахпа — Яка Иллепе старастана куҫса кайнӑ.

Но мало-помалу бедняки вроде тетушки Ульдусь отдали свои полоски богатеям — Илле, старосте и Эрнюку.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех