Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Инкек сăмах пирĕн базăра пур.
Инкек (тĕпĕ: инкек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ку инкек вӑл эпӗ кунта курас инкексенчен чи хӑрушӑ инкекӗ маррине аван ӑнланса илтӗм.

И я не сомневался, что это еще не самое ужасное из несчастий, какие ждут меня здесь.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах ку инкек мар-ха, ку ҫур инкек кӑна, инкекӗ акӑ мӗнре: ман карчӑк вут чуль, вутла ҫӗлен вӗт вӑл!

Но это ишо не беда, а полбеды, а беда в том, что старуха моя — чистый аспид и василиска!

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ку вӑл, йӗкӗт, сан инкекӳ мар, пӗрлехи инкек, колхоз инкекӗ.

Это, парень, не твоя беда, а наша общая, колхозная.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Килӗнче инкек пулас-тӑк, вӑл ӗнерех кунта таврӑнмӗччӗ. Таврӑнсан та, инкекӗ ҫинчен тус-йышӗсене каласа парӗччӗ», — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куҫӗ айӗнчи пӗркеленчӗксемпе шуралнӑ ҫӳҫ пӗрчисем ҫеҫ ку хӗрарӑм пысӑк инкек тӳссе ирттернине, ҫав инкекӗн юлашкисем халь те чӗринчен тасалса пӗтменнине палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

ПНО тӗп секретарӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывра ҫутҫанталӑк инкек кӑларса тӑратма пултарасси пирки вӑхӑтлӑ систерме пултаракан системӑсем пулнӑ пулсан инкек масштабӗ пӗчӗкрех пулӗччӗ.

Генеральный секретарь ООН заявил, что масштаб бедствия мог бы быть меньше, если бы в стране существовали системы предупреждения о предстоящих стихийных бедствиях.

Ливинче ҫил-тӑвӑл 11 пин ҫын пурнӑҫне татнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36037.html

Кӗҫӗннисем инкеке лексе шар курни, суранланни, унран та хӑрушӑраххи — пурнӑҫран уйрӑлни — калама ҫук пысӑк инкек.

Куҫарса пулӑш

Тавралӑха варалар мар // Е.КРЫЛОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%82%d0%b ... 0%d1%80-2/

«Ҫӗр ҫинче ҫынсем мӗнлерех пурӑннине таҫта ҫӳлте-ҫӳлте такамсем сӑнаса тӑраҫҫӗ пуль: кама та пулин инкек кӑтартакана хӑйне те пурӑна киле мӗнле те пулин инкекпе антӑхтараҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Хурҫӑ мӗнле хӗрнӗ» кӗнекери Корчагин инкекӗпе танлаштарсан манӑн инкек ҫӳпӗрен пӗчӗк…

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Пуп килчӗ — инкек килчӗ, пуп кайрӗ — инкек кайрӗ».

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ашшӗ вӑтӑр тенкӗ укҫа кӑларса пачӗ те парӑнса килӗшме сӗнекен сасӑпа: — Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, ачам, тем пулсан та кӑмӑлна тӳлеккӗн тытма тӑрӑш. Ятлаҫса ҫӗнтерес те, хӑратас та ҫук ӑна. Хуна валли инкек шырани ҫеҫ. Аннӳ тем чул та каларӗ мана… Чунӗ сӗтлӗ кӳлӗре ҫӳретӗр… — Ҫтаппан сӑхсӑхса илчӗ. — Ан ҫыхлан ҫавӑнпала, пӑрӑн ун ҫулӗ ҫинчен терӗ. Эпӗ итлемерӗм. Мӗнпур инкекӗ те ҫавӑнтан сиксе тухрӗ. Эсӗ ӑслӑрах пул. Кӑмӑллӑн калаҫса татӑлма тӑрӑш. Ҫӗре ҫеҫ каялла ҫавӑрса илесчӗ. Каллех ӗлӗкхи пек пурӑнма пуҫлӑттӑмӑр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗлсе тӑран инкек — пӗр хуйхӑ, пӗлмен инкек — ҫӗр хуйхӑ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Чӗрӗ юлни пӗр инкек — лашана илсе кайӗҫ е урӑх майпа тавӑрӗҫ. Вилни тата пысӑкрах инкек, Ҫӗпӗре яраҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пӳлӗхҫӗм, ҫырлахтӑр, кум, эпир ку таранччен курнӑ инкекрен хӑрушӑ инкек пулас ҫук урӑх.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Инкек, пысӑк инкек килсе ҫапрӗ ӗнер.

Куҫарса пулӑш

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑрҫӑ, акнӑ тырӑ пӗтни, вут-кӑвар, выльӑх ӳкни, ҫын вилни — уншӑн пысӑк инкек, килте шӑкӑр-макӑр ҫӗмрӗлни, япала ҫухални, ача-пӑча асӑрхамасӑр аллине ҫурлапа е ҫӗҫӗпе касни, кӗреҫе-сенӗк аври хуҫӑлни — пӗчӗк инкек.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пинеҫ лайӑх пӗлет, ун унӑшкин, Иштерекӗн, юратнӑ сӑмахӗ те пур: пӗчӗк инкек пулсах пытӑр, пысӑк инкек айккипе ирттӗр.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ху пӗлетӗн, Хусанта инкек пулчӗ унӑн, кунта каллех инкек темелле…

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эх, инкек, эх, инкек

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Инкек, инкек.

Да, беда, беда…

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех