Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Илтетӗн (тĕпĕ: илт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Декабрь ҫил-тӑманӗ урать-туллашать пулсан, кунта эсӗ унӑн сассинче кӗрешӳпе ҫӗнтерӳ кӗввине илтетӗн, чашлаттарса ҫумӑр ҫунӑ чухне сана уйрӑлу юррисем аса килӗҫ, бульвар тӑрӑх ҫурхи ҫил вӗрсессӗн — чӗрӳнте юрату ҫуралнӑ…

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Клубра нимӗнле музыка та ҫук, анчах хӗрсем ҫине пӑхатӑн та, музыка сассине илтетӗн: вӑл инҫетрен-инҫетрен хумлӑн-хумлӑн ярӑнса килнӗ пек, вӑл паянах пурнӑҫланнӑ, ыранах пурнӑҫланакан ҫутӑ-ҫутӑ ӗмӗтсем ҫинчен янӑранӑ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Эсӗ, вӑл кӗпер ҫине кӗрсенех, лаша кӗсеннине илтетӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Вӑт темшӗн хаҫат-журнал, радио-телевидени ача-пӑчана ҫӗршывшӑн усӑллӑ ӳстерме вӗрентесшӗн, тӑван ашшӗ-амӑшӗшӗн те усӑ паракансем пулччӑр тесе сахал илтетӗн

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыва кирлӗ те усӑллӑ… // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/260

Сасӑпа янранине мар, хӑлхапа мар — чунпа, чун сисӗмӗпе илтетӗн, туятӑн…

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Уйӑн картинисене пӑхатӑн та унти ҫынсен, йывӑҫсен, чӗрчунсен, курӑк-чечекӗн хусканӑвӗсене куратӑн ҫеҫ мар, сассисене те илтетӗн.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Сирӗн бригадӑра илтсен те чуна тулаштаракан, ал-урана тӑллакан «хӑвӑртрах-хӑвӑртрах» сӑмаха ҫеҫ илтетӗн.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӗҫ, ӗҫ, ӗҫ — ҫак сӑмаха ҫеҫ илтетӗн сирӗн хушӑрта.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Чӑнах та, илтетӗн, Володя, ӗнен!

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Эй, аслӑ турӑ, эй, пурне те куракан Танкӑр, эсӗ пурне те илтетӗн, пурне те пӗлетӗн, ҫитер ҫав ирсӗр йӑх пуҫне ман ылхана!»

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эй, аслӑ Турӑ, эй, пурне те куракан Танкӑр, эсӗ пурне те илтетӗн, пурне те пӗлетӗн, ҫитер ҫав ирсӗр йӑх пуҫне ман ылхана!..»

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эй, аслӑ Турӑ, эй, пурне те куракан Танкӑр, эсӗ пурне те илтетӗн, пурне те пӗлетӗн, ҫитер ҫав ирсӗр йӑх пуҫне ман ылхана!..

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паллӑ пичет ӗҫченӗсен хушшинче ку ятсене сахал илтетӗн, ҫапах та Алексей Александров, Ксения Романова, Константин Доброхотов, Анастасия Сайкова, Ксения Кошелева интернетра чӑвашла ҫырса тата калаҫса сахал мар аудитори пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хусанта иртнӗ эрнекун чӑваш блогерӗсем тутар ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... avas-tuxat

Эсӗ, Вася, ӑна чи малтан илтетӗн.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Эсӗ такам патӗнче те пулатӑн, ялти пур хыпара та илтетӗн.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Шавлать пулсан, паллах, илтетӗн.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ав кашни кун тенӗ пекех илтетӗн: унта ҫынна вӗлернӗ, кунта ҫынна ҫаратнӑ.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Таҫта та пулатӑн, темен те илтетӗн, пуҫа ирӗксӗрех усал шухӑшсем килсе кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эсӗ вара тин кӑна илтетӗн.

Куҫарса пулӑш

Кая юлса пӗлнӗ ҫӗнӗ хыпар // Анатолий ФИЛИППОВ-ТАКАН. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 14 с.

Хирӗҫ хуравламасӑр тӑма май килмен чухне ҫеҫ илтетӗн ун сассине.

Слышишь его голос только тогда, когда нет возможности стоят молча.

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех