Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Илменнине (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Евлампи инке аслӑ хӗрӗпе ывӑлӗ аякра чухне ҫуралнӑ тӑрӑхри ашшӗпе амӑшӗ пирки аса илнипе илменнине, вӗсемшӗн тунсӑхланипе тунсӑхламаннине, ачисен мӑшӑрӗсем еплерех ҫынсем пулнине, мӑнукӗсем шкулта мӗнле вӗреннине ыйтса пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Ҫук, каймастӑп, — хирӗҫлет Маруҫ, бригадир хӑй сӑмахне каялла илменнине пӗлет пулсан та.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

— Эсир хама аэроклуба илменнине юлташсенчен пытарнӑ тетӗр-и?

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Авӑ, пӗр кунхине, сӗт чакарнӑ чухне, эпир аса та илмен, вӗсем вара… вӗсем эпир аса илменнине хӑвӑрт сиснӗ.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫакӑ кредита эсир илменнине ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Алло, пур укҫӑра та парӑр // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%C4%83 ... -r-3431914

Мӗншӗн ҫывӑх илменнине каларӑм ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӳррех выляса илнипе илменнине пӗлме пулать.

И сразу узнать, выиграла или нет.

Укҫа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/610

Вунпиллӗкрисене унта илменнине пӗлетӗр ӗнтӗ эсир, анчах эпӗ питӗ шофер пуласшӑнччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Укаслу хӑйне патька-патша мӗншӗн ҫара илменнине каласа кӑтарта пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Н. К. Крупская пенси те илменнине пӗлсен, Бернард Шоу аллисене сарса пӑрахрӗ:

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Эпӗ ӑна юратса илменнине пӗлетӗн-тӗр ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пурне те курать амӑшӗ, куҫӗ асӑрхаса илменнине чӗрипе те пулин сисет те хӗрне пулӑшма тӑрӑшать, анчах мӗнпе пусармалла хыпса илнӗ ӑш-чике, ӑна ҫын мар, хӑй те пӗлмест Мариҫ.

Все видит и понимает мать, чувствует, что помочь надо дочери, но как, чем? ведь Марись и сама толком не знает, что с нею сегодня творится.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кур-ха, вӑл эмен, кӗрмек, ял пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ та нихҫан илменнине Сахвинерен хырҫӑ илет.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сетчина та, Миллера та, пирӗн министрсемпе депутатсене те пысӑк укҫапа илӗртсе юта чӗнсе илменнине пӗлнӗ хыҫҫӑн, тен вӗсен ӗҫ укҫине те кӑшт та пулин чакарма вӑхӑт — капла ҫӗршыв экономикине хӑпартма та укҫа ҫитӗ, пенсионерсемпе чухӑнсенчен те сӑптӑрма тивмӗ.

Когда мы точно убедились, что Сечина, Миллера, министров и депутатов никуда не перетянут, может пора и зарплату у них хоть немного сократить - тогда и на подъем экономики в стране хватит, и нищих и пенсионеров доить не надо будет.

Сетчинпа Миллер // Ҫӗнӗ Капкӑн. https://t.me/senkapkan/10

Кушак ҫурисене никам та тухса илменнине курсан арҫын вӗсене шала хӑй кӗртсе ярасшӑн пулнӑ.

Увидев, что никто кошек не взял, мужчина попытался занести их внутрь сам.

Кушак ҫурисене йышӑнма килӗшменшӗн Чулхула ҫынни хӗрсене хӗненӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30174.html

— Эс ман пата банка пыр, мӗншӗн хисепе илменнине унта ӑнлантарӑп…

— Ты приди ко мне в банк, я тебе и объясню, почему не учел…

XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

ТР Президенчӗ Рустам Минниханов та ӑнланмасть мӗншӗн чӑвашсем шкулта тӑван чӗлхе пек чӑваш чӗлхине суйласа илменнине.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи мӗншӗн пӗтме тытӑнни пирки пуҫланӑ калаҫӑва малалла тӑсса // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... alla-tassa

— Халӗ куратӑп ӗнтӗ, эсӗ вӗсене ахаль кӑна ҫырса илменнине, — лайӑх ӑнланса ҫырса илнӗ.

— Теперь я вижу, что ты не зря их выписал — ты хорошо понял, зачем их выписал.

Ҫурҫӗр ҫулҫӳревҫи // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ниепле те ӑнланаймасть хресчен тав туса панӑ ҫӑва унран илменнине, тӗлӗнмелле ҫынсем!

Никак было мужику невдомёк, почему они отказываются от благодарности, чудные люди!

Кӑмӑл ту, Владимир Ильич // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Тӑрӑшуллӑ майра хуҫа хам ҫинчен куҫ та илменнине туйса, эпӗ чӑлхансах лартӑм, кунашкал чыслӑ апатра вилкӑпа пӗр алӑран тепӗрне куҫарма юранипе юраманнине те, тӑвар мӗнле ыйтса илмеллине те манса кайрӑм.

Чувствуя на себе неусыпное око хозяйки, я держался скованно; мучился даже оттого, что забыл, можно ли, по правилам хорошего тона, перекладывать вилку из одной руки в другую, я не знал, как попросить соли, до которой сам не мог дотянуться.

6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех