Шырав
Шырав ĕçĕ:
30. Израильсем, ӗненсе, Иерихон тавра ҫичӗ кунччен ҫавӑрӑнсассӑн, хӳми хӑех ишӗлсе аннӑ.30. Верою пали стены Иерихонские, по семидневном обхождении.
Евр 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Израильсем вӗсене кунӗпе, Адас хулинчен пуҫласа Газира хули патне ҫитичченех, хыҫалтан хыпар труписем кӑшкӑртса хӑваланӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ун патне саккуна уяман йӗркесӗр израильсем пынӑ, вӗсене священника кӗме ӗмӗтлӗ Алким ертсе пынӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑн хыҫҫӑн израильсем керемрен тухнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Икӗ ҫӗленӗ — эпӗ тата Аман; халӑхӗсем — иудейсене ячӗ юлмиччен пӗтерме шутланисем; манӑн халӑхӑмӑм — Турра тархасланӑ, ҫӑлӑнса юлнӑ израильсем.
Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Священниксемпе левитсем, Иерусалимпа унӑн ҫӗрӗнче пулнӑ израильсем, вӗсенӗн ывӑлӗсем ҫиччӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗ тӗлне хӑйсен вырӑнӗсене вырӑнаҫса тухнӑ.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Вуникӗ ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑрах израильсем пӗтӗмпе, чурасемпе хӑрхӑмсемсӗр пуҫне, хӗрӗх икӗ пин те виҫҫӗр утмӑлӑн пулнӑ; чурисемпе хӑрхӑмӗсем вӗсен ҫичӗ пин те виҫҫӗр хӗрӗх ҫиччӗн пулнӑ; кӗлӗ каласа юрлакансемпе псалом юрлакансем — икҫӗр хӗрӗх пиллӗкӗн.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Израилӗн пӗр патши те Иосия, священниксем, левитсем, иудейсем тата ҫав вӑхӑтра Иерусалимра пурӑннӑ израильсем ирттернӗ пек пасха ирттерсе курман.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Зоровавель вӑхӑтӗнче те, Неемия вӑхӑтӗнче те израильсем пурте юрӑҫсемпе хапха хуралҫисене кашни кунлӑха пай уйӑрса панӑ, левитсене вара Турра кӳрекен парнерен тивӗҫекен таса пая панӑ, левичӗсем ӑна Аарон ывӑлӗсене парса тӑнӑ.
Неем 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ытти израильсем, священниксем, левитсем Иудея хулисенче хӑйсен еткерлӗх ҫӗрӗнче пурӑннӑ.20. Прочие Израильтяне, священники, левиты жили по всем городам Иудеи, каждый в своем уделе.
Неем 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иудея хулисенче, — кашнийӗ хӑйӗн ҫӗрӗнче, хӑйӗн хулинче, — израильсем, священниксем, левитсем, левитсене пулӑшакансем тата Соломон чурисен ывӑлӗсем пурӑннӑ; Иерусалимра вара ҫӗршыв пуҫлӑхӗсем пурӑннӑ, акӑ вӗсем: 4. Иерусалимра Иуда ывӑлӗсемпе Вениамин ывӑлӗсем пурӑннӑ.
Неем 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн ирӗкӳпе вӗсем ҫав ҫӗр ҫинче пурӑнакансене, ханаансене, парӑнтарнӑ, Эсӗ унти патшасене, ҫавӑнти халӑхсене вӗсен аллине ӳкернӗ, израильсем вӗсемпе хӑйсене кирлӗ пек хуҫаланнӑ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
72. Вара священниксем, левитсем, хапха хуралҫисемпе юрӑҫсем, левитсене пулӑшакансем хӑйсен хулисенче, ытти израильсем хӑйсен хулисенче пурӑнма вырӑнаҫрӗҫ.
Неем 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ездра ҫапла Турӑ Ҫурчӗ умӗнче ӳпне ӳксе, йӗре-йӗре ӳкӗнсе кӗлтунӑ хушӑра ун патне израильсем — арҫынсемпе хӗрарӑмсем, ача-пӑча — питех те нумаййӑн пуҫтарӑннӑ, ӗнтӗ пӗтӗм халӑх йӗнӗ, ӗсӗкленӗ.
1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эпӗ ӗнтӗ священниксен пуҫлӑхӗсенчен вуникӗ ҫын — Шеревияна, Хашавияна тата вӗсемпе пӗрле вӗсен вунӑ тӑванне — уйӑрса илтӗм; 25. эпӗ вӗсене Туррӑмӑр Ҫурчӗ валли пухӑннӑ пӗтӗм пулӑшулӑха — патшапа унӑн канашҫисем, унӑн аслӑ улпучӗсем, ҫав ҫӗршыври пур израильсем парнелесе панӑ ылтӑн-кӗмӗле, савӑтсене — виҫе-виҫе патӑм.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
70. Вара священниксем, левитсем, халӑхпа юрӑҫсем, хапха хуралҫисем, левитсене пулӑшакансем — хӑйсен хулисене, ытти израильсем хӑйсен хулисене пурӑнма вырӑнаҫнӑ.
1 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара вӗсем аслӑ священник Хелкия патне пынӑ, Манассия тата Ефрем ҫыннисем, ҫавӑн пекех ытти израильсем те, Иудӑпа Вениамин ҫыннисем, Иерусалимра пурӑнакансем Турӑ Ҫуртне илсе пынӑ кӗмӗле, алӑк умӗнче хуралта тӑнӑ левитсем пуҫтарса тӑнӑ кӗмӗле, ӑна панӑ; 10. ҫав кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫ тутарма уйӑрнӑ ҫынсен аллине панӑ, лешӗсен вара кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче юхӑнса кайнӑ вырӑнсене юсакан-сиплекен ҫынсене уйӑрса памалла пулнӑ.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун хыҫҫӑн израильсем кашниех хӑйӗн килне, хӑйӗн хулине таврӑннӑ.И потом возвратились все сыны Израилевы, каждый во владение свое, в города свои.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Уяв вӗҫленсессӗн унта хутшӑннӑ израильсем пурте Иудея хулисене кайнӑ та суя турӑ кӗлеткисене ҫапса ҫӗмӗрнӗ, чӳк йывӑҫӗсене касса тӑкнӑ, пӗтӗм Иудейӑри тата Вениамин, Ефрем, Манассия ҫӗрӗсенчи тӳпем вырӑнсене, чӳк парнисен вырӑнӗсене тӗппипе ҫӗмӗрсе тухнӑ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Израильсем иудейсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, лешӗсем хӑйсен чатӑрӗсене тарса саланнӑ.22. И были разбиты Иудеи Израильтянами, и разбежались каждый в шатер свой.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.