Шырав
Шырав ĕçĕ:
21. Иакова типшар тивесси курӑнмасть, Израиле инкек-синкек ҫитесси сисӗнмест; Ҫӳлхуҫа, унӑн Турри, унпа пӗрле, патша труписен сасси те унӑнах; 22. Турӑ вӗсене Египетран илсе тухрӗ, вӗсем кайӑк вӑкӑр пек вичкӗн те хӑватлӑ; 23. Иаков ӑрӑмпа аппаланмасть, Израиль тухатламасть.
Йыш 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эпӗ Израиле ту тӑрринчен куратӑп, ун ҫине сӑрт ҫинчен пӑхатӑп: ку халӑх авӑ уйрӑм пурӑнать, ытти халӑхсем хушшинче шутланмасть вӑл.
Йыш 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Анчах та Сигон Израиль халӑхне хӑйӗн ҫӗрӗ урлӑ каҫарса яма килӗшмен; вӑл, хӑйӗн пӗтӗм халӑхне пухса, Израиле хирӗҫ пушхире вӑрҫӑпа тухнӑ, Иааца патне ҫитсе, Израильпе ҫапӑҫнӑ.
Йыш 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Анчах Моисей Ҫӳлхуҫана, хӑйӗн Туррине, тархаслама пуҫланӑ, вӑл каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, Египет ҫӗрӗнчен хӑватлӑ вӑюпа, ҫирӗп аллупа илсе тухнӑ хӑвӑн халӑху ҫине ҫиллӳ тӑвӑлса ан ҫиттӗрччӗ, 12. Египет ҫыннисен: вӗсене Вӑл тусем хушшинче вӗлерсе пӗтерме, вӗсене ҫӗр пичӗ ҫинчен пӗтерсе тӑкма илсе тухнӑ, тесе каламалла ан пултӑрччӗ; Хӑвӑн ҫулӑмлӑ ҫиллӳне пӑрса ярсамччӗ, Хӑвӑн халӑхна пӗтерес шухӑшна улӑштарсамччӗ; 13. Хӑвӑн чурусене Авраама, Исаака, Израиле [Иакова] аса илсемччӗ, Эсӗ вӗсене Хӑвна асӑнса тупа туса каланӑ: сирӗн вӑрлӑхӑра йышлӑран та йышлӑ, тӳпери ҫӑлтӑрсем чухлӗ, тӑвӑп, Эпӗ каланӑ ҫакӑ пӗтӗм ҫӗре сирӗн вӑрлӑхӑра парӑп, [ӑна] вӗсем ӗмӗрех тытса тӑрӗҫ, тенӗ.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Египет ҫыннисен аллинчен [тата фараон аллинчен] хӑтарнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа Израиле кӑтартнӑ мӗнпур ырӑлӑхсемшӗн Иофор пӗтӗм чӗререн савӑннӑ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иофор — Мадиан священникӗ, Моисей хунӗ — Ҫӳлхуҫа Израиле Египетран илсе тухсассӑн Турӑ Моисейпе Хӑйӗн халӑхӗшӗн, Израильшӗн, мӗн-мӗн тунине пурне те илтсе пӗлнӗ, 2. Моисей хунӗ Иофор вара Сепфорӑна — Моисей арӑмне, унччен ашшӗ патне хӑварнӑскере — 3. тата унӑн икӗ ывӑлне Моисей патне ертсе кайнӑ, вӗсенчен пӗри Гирсам ятлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Моисей: эпӗ ют ҫӗре килсе пурӑннӑ ҫын, тенӗ; 4. тепӗри Елиезер ятлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн [вӑл]: аттем Турри мана пулӑшаканӗ пулчӗ, мана фараон хӗҫӗнчен хӑтарчӗ, [тенӗ].
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Анчах фараон каланӑ: эпӗ Унӑн сӑмахне итлесе Израиль [ывӑлӗсене] кӑларса ямашкӑн Турӑ вӑл камах вара? эпӗ Турра пӗлместӗп, Израиле те ямастӑп, тенӗ.
Тух 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Унтан Иосиф хӑйӗн эмелҫӗ-тарҫисене ашшӗне ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем сӗрсе тирпейлеме хушнӑ; эмелҫисем Израиле ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем сӗрсе тирпейленӗ.2. И повелел Иосиф слугам своим - врачам, бальзамировать отца его; и врачи набальзамировали Израиля.
Пулт 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Иаков ывӑлӗсем, пуҫтарӑнӑр та итлӗр, хӑвӑр аҫӑра, Израиле, итлӗр.2. Сойдитесь и послушайте, сыны Иакова, послушайте Израиля, отца вашего.
Пулт 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Иосиф хӑйӗн чаплӑ урапине кӳлтернӗ те хӑйӗн ашшӗне Израиле кӗтсе илмешкӗн Гесем ҫӗрне кайнӑ; ашшӗне курсассӑн, ӑна ыталаса илнӗ те унӑн ытамӗнче чылайччен йӗнӗ.
Пулт 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Израиле ҫӗрле Турӑ курӑннӑ, ӑна каланӑ: Иаков! Иаков! тенӗ.
Пулт 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иуда хӑйӗн ашшӗне Израиле каланӑ: кӗҫӗн ачуна манпа пӗрле яр, эпир тӑрӑпӑр та кайӑпӑр, эпир те, эсӗ те, пирӗн ачамӑрсем те сывӑ пулӑпӑр, вилмӗпӗр; 9. уншӑн эпӗ явап тытӑп, ӑна эсӗ манӑн аллӑмран ыйтса илӗн; эпӗ ӑна сан патна илсе килмесессӗн, ӑна санӑн куҫу умне тӑратмасассӑн, эпӗ санӑн умӑнта пӗтӗм кунҫулӑм тӑршшӗпе айӑплӑ пулӑп; 10. чӑрманкаласа тӑман пулсассӑн, ӗнтӗ икӗ хут та кайса килнӗ пулӑттӑмӑр, тенӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пиччӗшӗсем ҫинчен калаҫакан усал сӑмаха Иосиф хӑйсен ашшӗне [Израиле] пӗлтерсе тӑнӑ.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иаков ывӑлӗсем хиртен таврӑннӑ, мӗн пулнине илтсессӗн, ҫак арсем питӗ хурланнӑ, вӗсен ҫилли тулса ҫитнӗ, мӗншӗн тесессӗн Иаков хӗрӗпе ҫывӑрса вӑл Израиле мӑшкӑл кӑтартнӑ, апла тума юраман.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.