Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Пӗр эрне хушшинче, тейӗ, повереннӑй валли тӗплӗ инструкци ҫырса хатӗрлемелле те ӑна яла кӑларса ямалла, Обломовкӑна залог шучӗпе хумалла, ҫӗр туянмалла, ҫурт-йӗр тумалли план ярса памалла, хваттере урӑх ҫынна памалла, паспорт илсе ҫур ҫула ют патшалӑха каймалла, ытлашши ҫӑва пӑрахмалла, самӑрлӑха чакармалла, тахҫан ӗлӗк юлташпа пӗрле ӗмӗтленнӗ сывлӑшпа сывламалла, халатсӑр, Захарсӑр, Тарантьевсӑр пурӑнмалла, хӑвӑнах чӑлха тӑхӑнмалла, атта хӑвӑн хывмалла, ҫӗрле ҫеҫ ҫывӑрмалла, пурте кайнӑ ҫӗрелле, чугун ҫулӗпе, пӑрахутпа каймалла, унтан…
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ятлаҫать пулсан, ырӑ улпут вара вӑл! — терӗ пӗр лакейӗ, вӑраххӑн, ҫаврака табакеркине чӗриклеттерсе уҫса, вара пурте, Захарсӑр пуҫне, табак патне аллисене тӑсрӗҫ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захарсӑр пуҫне пурте кулса ячӗҫ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Страницăсем:
- 1