Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Захарпа (тĕпĕ: Захар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лав хуҫи килӗнче ҫӗр каҫнӑ хыҫҫӑн, Захарпа Петӗр Озеровсем ир-ирех кунтан пилӗк ҫухрӑмри Ишеке ҫуран утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чи малтанхи вӗренекенсен (нумайӑшӗ ҫулӗпе Николай Васильевичран 3-4 ҫул ҫеҫ кӗҫӗн пулнӑ) шутӗнче Илья Мадюков, Захарпа Иван Мартыновсем, Уйтул Охотников, Дмитрий Улидеров тата ыттисем те пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.

Захарпа Федя ҫапла отрядран тухса кайнӑ.

И Захар с Федей вышли из отряда.

24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Отряд командирӗ Захарпа Федьӑна хӑтӑрса илнӗ, тек ҫавӑн пек тухса ҫӳреме хушман, анчах тулӑ илсе килнӗшӗн питӗ савӑннӑ, ӑна куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек сыхласа усрама хушнӑ.

Командир отряда пожурил Захара с Федей, строго-настрого запретил им устраивать подобные вылазки, но пшенице обрадовался и просил беречь ее пуще глаза.

24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катерина пуҫне пӑркаларӗ, нумай пулмасть Захарпа калаҫнине асне илчӗ.

Катерина покачала головой и вспомнила недавний разговор с Захаром.

12-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Обломов вилнӗренпе ҫур ҫул Агафья Матвеевна Захарпа, Анисьйӑпа пӗрле хыпса-ҫунса пурӑнчӗ.

С полгода по смерти Обломова жила она с Анисьей и Захаром в дому, убиваясь горем.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кил хуҫи арӑмӗ ӗҫ илсе килчӗ те йӗппине каллӗ-маллӗ тирсе туртма тытӑнчӗ, хушӑран вӑл Илья Ильич ҫине, Алексеев ҫине пӑхкаласа илчӗ, ҫивӗч хӑлхисемпе ӑҫта та пулин йӗркесӗрлӗх, шӑв-шав ҫук-ши, Захарпа Анисья кухньӑра ятлаҫмаҫҫӗ-ши, Акулина чашӑк-тирӗксем ҫӑвать-ши, тулта килхушши алӑкӗн сасси чӗриклетмерӗ-ши, тепӗр майлӑ каласан, дворник «заведение» тухса каймарӗ-ши, тесе итлерӗ.

Хозяйка принесла работу и принялась сновать иглой взад и вперед, поглядывая по временам на Илью Ильича, на Алексеева и прислушиваясь чуткими ушами, нет ли где беспорядка, шума, не бранится ли на кухне Захар с Анисьей, моет ли посуду Акулина, не скрипнула ли калитка на дворе, то есть не отлучился ли дворник в «заведение».

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл Захарпа кӑна пурӑннӑ пулсан, ирчченех аллипе сулкаласа чӗннӗ пулӗччӗ те, юлашкинчен, вилнӗ пулӗччӗ, ун ҫинчен ирхине ҫеҫ пӗлӗччӗҫ, анчах кил хуҫи арӑмӗ ӑна питӗ тимлӗ асӑрхаса тӑнӑ: Илья Ильича лайӑх маррине пӗлме ӑна ӑс мар, чӗре тавҫӑрулӑхӗ кирлӗ пулнӑ.

Живи он с одним Захаром, он мог бы телеграфировать рукой до утра и, наконец, умереть, о чем узнали бы на другой день, но глаз хозяйки светил над ним, как око провидения: ей не нужно было ума, а только догадка сердца, что Илья Ильич что-то не в себе.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Мӗншӗн-ха вӑл, Захарпа Анисьйӑна шанмасӑр, Обломов вырӑнӗ умӗнче, ун ҫинчен ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе куҫ илмесӗр, ирхи кӗлӗччен ларатчӗ, унтан вара селоп пӗркенетчӗ те, хут татӑкӗ ҫине пысӑк саспаллисемпе «Илья» тесе ҫырса, чиркӗве чупатчӗ, хутне сывлӑхшӑн кӗлтума алтаре паратчӗ, унтан кӗтесе чакса чӗркуҫленетчӗ те нумайччен пуҫ ҫапса выртатчӗ, унтан васкаса пасара каятчӗ те киле шикленсе таврӑнатчӗ, алӑк ҫине пӑхкаласа, Анисьйӑран пӑшӑлтатса ыйтатчӗ: — Мӗнле?

Отчего по ночам, не надеясь на Захара и Анисью, она просиживала у его постели, не спуская с него глаз, до ранней обедни, а потом, накинув салоп и написав крупными буквами на бумажке: «Илья», бежала в церковь, подавала бумажку в алтарь, помянуть за здравие, потом отходила в угол, бросалась на колени и долго лежала, припав головой к полу, потом поспешно шла на рынок и с боязнью возвращалась домой, взглядывала в дверь и шепотом спрашивала у Анисьи: — Что?

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Захарпа Анисья вӑл яланхи пекех килте апатланмасть пулӗ тесе, мӗн пӗҫермеллине те унран ыйтса пӗлмерӗҫ.

Захар и Анисья думали, что он, по обыкновению, не будет обедать дома, и не спрашивали его, что готовить.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Захарпа ҫакӑн пек калаҫасса Обломов кӗтменччӗ те.

А он не так воображал себе разговор с Захаром.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Обломов Захарпа Аниҫйӑна хӑй ҫӗнӗ хваттер тупиччен пурӑнма шутланӑ вырӑна, Выборг Енне кайма хушрӗ, хӑй хулана кайрӗ, хупахра васкаса апатланчӗ те каҫхине Ольга патӗнче ларса вӑхӑт ирттерчӗ.

Он велел Захару и Анисье ехать на Выборгскую сторону, где решился оставаться до приискания новой квартиры, а сам уехал в город, отобедал наскоро в трактире и вечер просидел у Ольги.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эсир Захарпа вӑрҫнӑ пек, Катьӑпа ятлаҫатӑп; вӑл хуллен макӑрнине куратӑп, ҫапах пӗрре те шеллеместӗп.

Бранюсь с Катей, как ты с Захаром; вижу, как она потихоньку плачет, и мне вовсе не жаль ее.

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тепӗр ҫур сехетрен вӑл килхушшинче кучерпа ларакан Захарпа кӑшкӑрса калаҫрӗ.

Чрез полчаса он докликался Захара со двора, где тот сидел с кучером.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Захарпа вӑрҫрӑр-и? — сӑмахне вӗҫлерӗ Ольга.

— Бранились с Захаром? — досказала она.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Захарпа Анисья мӑшӑрланиччен кашниех хӑйӗн ӗҫне тӑватчӗҫ, пӗр-пӗрин ӗҫне хутшӑнмастчӗҫ.

Пока Захар и Анисья не были женаты, каждый из них занимался своею частью и не входил в чужую,

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Захарпа ятлаҫнине тӗпӗ-йӗрӗпе аса илчӗ, унӑн пичӗ вӑтаннипе пӗҫерсе кайрӗ.

Вспомнил он подробности сцены с Захаром, и лицо его вспыхнуло целым пожаром стыда.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ну, каях ӗнтӗ халь! — терӗ вӑл, Захарпа килӗшнӗ пек пулса.

— Ну, теперь иди с Богом! — сказал он примирительным тоном Захару.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Захарпа ҫакӑн ҫинчен калаҫма пуҫланишӗн вӑл хӑй те савӑнмарӗ ӗнтӗ.

Он уж был не рад, что вызвал Захара на этот разговор.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Илья Ильич Захарпа тавлашма кирлӗ тесе шутламарӗ: — Тупрӑн-им? — тесе ҫеҫ ыйтрӗ вӑл.

Илья Ильич не счел за нужное доказывать противное: — Нашел, что ли? — спросил он только.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех