Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ентешӗсене (тĕпĕ: ентеш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӳршӗ регионти воин хӑйӗн ентешӗсене, ашшӗ-амӑшне, тӑванӗсене, тусӗсене, ҫемйине тата уйрӑмах ачисене салам каланӑ.

Воин из соседнего региона передал привет землякам, своим родителям, родственникам, друзьям, семье и особенно своим детям.

Свердловск облаҫӗнчи боец Пушкӑрт воинӗсене шанчӑклӑ юлташсем тенӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... en-3657235

Ыран хӑйӗнчен пӗр-ик ҫул кӗҫӗнрех ентешӗсене вӑрҫа ӑсатӗ Хура Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Темиҫе кунранах ӗҫлекеннисем пурте хӑй пек ҫынсемех пулнине ӑнланса илчӗ, ентешӗсене те тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вилес умӗн ентешӗсене ҫапла каланӑ: «Сирӗн валли ӳстертӗм, хисеп тӑвӑр ӑна».

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Аякри ентешӗсене пулӑшасси пӗр кун та чарӑнса тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа пӗрле, патшалӑх пулӑшӑвӗпе // В.А.Салмина. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b5/

Чкалов ун ҫинче хӑйӗн ентешӗсене лартса ярӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, тылра вӑй хунӑ ентешӗсене асра тытса Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн палӑк патне сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Усал та хӑрушӑ вӗлерӳҫӗ ентешӗсене наркӑмӑшлантарнӑ вӑхӑтра ачасем, паллах, ҫывӑрнӑ ахӑр.

Дети, разумеется, могли спать в то время, когда свирепый убийца отравлял земляков.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Карап унӑн ентешӗсене, дисциплинӑн йӑлӑхтармӑш пӗр тӗрлӗлӗхне, пур-ҫук шалӑвне илсе каять; урӑх — нимӗн те.

Корабль увозил с собой земляков, привычное однообразие дисциплины, грошовое жалованье и более ничего.

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ салтаксене лартнӑ палӑксене Грузире сирпӗтсе аркатнӑ вӑхӑтра Тутарстанри Тӑхӑрьялта паттӑр ентешӗсене халалласа Асӑну хӑми уҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗпе // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

Фоторепортажсемпе, фотоэтюдсемпе Самара тӑрӑхне ҫеҫ мар, ентешӗсене те савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Сӑмахӑм – тетем ҫинчен // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &id=237685

Ентешӗсене шӑл ыратнинчен, ҫӑпан-юханран халӑх мелӗпе сипленӗ тата вӑл.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

«Эпир ӳссе ҫитӗннӗ, йӗлтӗрпе, ҫунашкапа ярӑннӑ ҫырмасем ҫӳп-ҫаппа тулаҫҫӗ», – ентешӗсене иментерсе сӑмах илчӗ завод ӗҫченӗ Ирина Ефремова.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Чылай шкулта тӗрлӗ ҫулсенче вӗреннӗ, ырӑ тӗслӗх шутланакан ентешӗсене халалланӑ ятарлӑ стенд пур.

Куҫарса пулӑш

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех