Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Еленӑшӑн (тĕпĕ: Елена) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашки икӗ эрне Еленӑшӑн питӗ вӑрӑм пулчӗ.

Последние две недели показались очень длинными Елене.

XXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ним те туйса илме пултарайман амӑшӗпе ларни, ӑна итлени, хирӗҫ тавӑрса калани, унпа сӑмахлани — пурте Еленӑшӑн темле усал ӗҫ тунӑ пек туйӑнчӗ; вӑл хӑйӗн ӑшӗнче темле суялӑх пуррине туйрӗ, именме сӑлтав ҫук ҫӗртенех питне хӗретрӗ; кайран кирек мӗнле пулсан та, халь пӗр пытармасӑр каласа парас килни унӑн чӗринче пӗр хут кӑна мар хускалса илчӗ.

Сидеть с матерью, ничего не подозревающей, выслушивать ее, отвечать ей, говорить с ней — казалось Елене чем-то преступным; она чувствовала в себе присутствие какой-то фальши; она возмущалась, хотя краснеть ей было не за что; не раз поднималось в ее душе почти непреодолимое желание высказать всё без утайки, что бы там ни было потом.

XXI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Анчах Еленӑшӑн ҫаксем пурте шел пулчӗҫ.

Только жаль ей было их всех.

XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Питӗ вӑраххӑн иртрӗ вӑхӑт ҫак кун Еленӑшӑн; тата вӑраххӑн шурӗ вӑрӑм-вӑрӑм ҫӗр.

Медлительно прошел этот день для Елены; еще медлительнее протянулась долгая, долгая ночь.

XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Инсаров уттине илтсенех шап-шурӑ шуралса кайнӑ Еленӑшӑн пӳлӗмре ют ҫын пулни малтанах кӑмӑллӑ пек туйӑнчӗ; анчах, Инсаров унпа куҫа-куҫӑн калаҫмасӑрах сывпуллашма пултарасси ҫинчен шухӑшласан, унӑн чӗри ҫурӑлас пек ыратса кайрӗ.

Присутствие постороннего лица было сперва даже приятно Елене, у которой кровинки в лице не осталось, как только она услышала походку Инсарова; но сердце у ней замерло при мысли, что он может проститься, не поговоривши с ней наедине.

XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ку хутра вӑл Еленӑшӑн урӑх ҫын пек пулса тӑчӗ.

Он в этот день стал для нее другим человеком.

XIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Инсаров, чӑнах та, Еленӑшӑн хӑй шухӑшланӑ ҫын пек туйӑнмарӗ, е, тӗрӗсрех каласан, пӗрре те вӑл кӗтнӗ ҫын пек пулмарӗ.

Инсаров действительно произвел на Елену меньше впечатления, чем она сама ожидала, или, говоря точнее, он произвел на нее не то впечатление, которого ожидала она.

XII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Катьӑн инкӗшӗ усал карчӑк пулнӑ, ӑна час-часах ҫаптаркаласа илнӗ; Катя ӑна курайман, хӑй ун патӗнчен тухса тарсан, турӑ ирӗкӗнче пурӑнасси ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ; Елена хӑй пӗлмен ҫӗнӗ сӑмахсене хӑраса та хисеплесе итленӗ, Катя ҫине тинкерсе пӑхнӑ, вара унӑн тискер кайӑкӑнни евӗр ҫиҫсе тӑракан хура куҫӗсем, хӗвелпе пиҫнӗ аллисем, хулӑн сасси, ҫурӑлса пӗтнӗ кӗпи те Еленӑшӑн ыттисенчен уйрӑлса тӑнӑн, кӑштах таса сывлӑш пек пулнӑн туйӑннӑ.

У Кати была тетка, злая старуха, которая ее часто била; Катя ее ненавидела и всё говорила о том, как она убежит от тетки, как будет жить на всей божьей воле ; с тайным уважением и страхом внимала Елена этим неведомым, новым словам, пристально смотрела на Катю, и всё в ней тогда — ее черные, быстрые, почти звериные глаза, ее загорелые руки, глухой голосок, даже ее изорванное платье — казалось Елене чем-то особенным, чуть не священным.

VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех