Шырав
Шырав ĕçĕ:
- Ку Лидия Кудрякова, Елена Михайлова, Татьяна Григорьева, Людмила Иванова, Нина Кузьмина, Надежда Миронова, Мария Иванова, Людмила Григорьева, Людмила Романова, Зоя Юрина, Елена Иванова, Залифа Семенова, Вера Ефимова, Рита Иванова, Наталия Макарова, Светлана Пекина, Лира Петрова, Марина Миронова, Мария Семенова, Елена Иванова, Людмила Игнашова, Алевтина Никитина, Надежда Гаврилова, Раиса Шакина.
Пӗрле ытларах тума пултаратпӑр // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3475759
Ҫапла вара, кӑҫалхи ял хуҫалӑх ҫулталӑкӗнчи кӑтартусем тӑрӑх Владимир Николаев («Мураты») - «чи лайӑх тракторист», Юрий Леонидов («Янгорчино») - «чи лайӑх водитель», Ирина Константинова (Карл Маркс ячӗллӗ хуҫалӑх) - «чи лайӑх доярка», Алина Никитина (аш-какай комбиначӗ) - «чи лайӑх свинарка», Владимир Крипчаков («Санары») - «чи лайӑх комбайнер», Лев Курманин («Агрохмель) - «чи лайӑх хӑмлаҫӑ», Елена Савина (аш-какай комбиначӗ) - «аш-пӑш тирпейлекен промышленноҫӑн чи лайӑх ӗҫченӗ», Елена Туйманкина (типӗтнӗ сӗт завочӗ) - «сӗт тирпейлекен промышленноҫӑн чи лайӑх ӗҫченӗ» ятсене тивӗҫрӗҫ.
Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre
Куславккари 2-мӗш шкул вӗрентекенӗпе Елена Чердаковӑпа пӗр танах лауреат ята Муркаш шкулӗнчи Елена Ефанова, Ҫӗнӗ Шупашкарти кадет лицейӗнчи Мария Пилюгина, Шупашкарти 4-мӗш лицейри Михаил Зыков тата Шупашкар тӑрӑхӗнчи Толик-Хураски шкулӗнчи Ирина Коптева тивӗҫрӗҫ.
«Ҫулталӑк вӗрентекенӗ – 2023» конкурс лауреачӗсем паллӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60609
Ӑмӑртӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов, Шелттем ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Елена Мардарьева, ӑмӑртусен тӗп партнерӗ — «Пионер» пӗрлӗхӗн генеральнӑй директорӗ Николай Николаев, СССР спорт мастерӗсем, пӗтӗм тӗнчери Универсиада тата Тӗнче кубокӗн ертӳҫи, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александра Деверинская, олимп чемпионӗн Елена Николевӑн пӗрремӗш тренерӗ Николай Васильев, 1978 ҫулта Ҫӗнӗ Шелттем шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ СССР спорт мастерӗ Л. Алексеева, Вячеслав Красновӑн тӑванӗсем тата ытти хисеплӗ хӑнасем уҫнӑ.
Хӑвӑрт утакансем ӑмӑртӑва йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ // Канаш. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85a%d0 ... d%d1%87ec/
Елена, Елена! тени илтӗнет тӗпсӗр ҫырмаран.
XXXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Елена, Тинторетто тунӑ светтуй Маркран — асапланакан чурана хӑтарма пӗлӗтрен шапа пекех шыва сикекенскерӗнчен — ахӑлтатса кулнипе унта пынӑ виҫӗ акӑлчана ҫав тери «хирӗҫтерсе» ячӗ; Инсаров вара Тициан хӑйӗн Вознесение текен картини ҫинче ытти ҫынсенчен маларах кӑтартса ӳкернӗ хӗрӳллӗ ҫыннӑн, Мадонна хыҫҫӑн аллине тӑсса тӑрса юлнӑ арҫыннӑн ҫурӑмӗпе ури хырӑмӗ ҫине пӑхса тӗлӗнчӗ; ун вырӑнне Мадонна — илемлӗ те вӑйлӑ хӗрарӑм — атте турӑ патнелле лӑпкӑн та мӑнаҫлӑн туртӑнаканскер, — Инсаровпа Еленӑна тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ; ҫавӑн пекех, вӗсене Чима да-Конельяно старикӗн тӗплӗ те таса тунӑ картини те килӗшрӗ.
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Инсаров Елена патне ҫыру ҫырма хӑяймарӗ, Берсеневпа калаҫнӑ чухне сӑмах май ҫеҫ ун пирки вӑлтса калаҫрӗ; Берсенев, юриех нимпе те интересленмен пек пулса, хӑй Стаховсем патне кайкаласа килни ҫинчен, анчах та — Елена ҫав тери пӑшӑрханни, халь ӗнте лӑпланса ҫитни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.
XXVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Елена пуҫне ҫӗклесе ун ҫине пӑхрӗ, Берсенев ӑнланчӗ: вӑл каланине Елена илтмен иккен.Она подняла на него глаза, и он понял, что она не слышала его ответов.
XXV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Елена вӑрттӑн пуҫне сулкаласа илчӗ; кил хуҫи вӗсене пӗр-пӗринпе паллаштарни кирлӗ мар, терӗ пулас, Инсаров вара, юлашки хут Еленӑна куҫран пӑхса, тухса кайрӗ.
XXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Инсаров вара Елена унпа икӗ кунтан курнӑҫма пулнине ӑнланчӗ; Елена вӑл ӑнланнине чухларӗ те хӑвӑрттӑн йӑл кулса илчӗ.
XXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Елена халь Берсенев ҫывӑхнерех пулма тӑрӑшрӗ; Андрей Петрович унӑн хӑшпӗр вӑрттӑнлӑхне пӗлет пулсан та, Елена унран хӑрамасть, вӑл ун хӳтлӗхӗнче халь те хӑй ҫине унчченхи пекех кулмасӑр, анчах тинкерсе пӑхакан ҫӑлӑнӑҫ тупрӗ.
XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Чей ӗҫме вӑхӑт ҫитсен, вӑл хӑна пӳлӗмне анчӗ, килйышсем пурте пуҫтарӑннӑ ӗнтӗ, Шубин та пур, вӑл Елена ҫитсе кӗрсенех ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ; Елена унпа ӗлӗкхи пекех кӑмӑллӑ калаҫу пуҫарса ярасшӑнччӗ, анчах вӑл тавҫӑрса илесрен хӑрарӗ хӑйӗнчен хӑй те шикленчӗ.
XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӗсем пӗр-пӗрне юратнине Берсенев сисмесӗр тӑма пултараймасть, ҫавӑнпа та Инсаровпа Елена ҫапла шутласа хучӗҫ: Инсаровӑн пурӑнма Мускава таврӑнмалла та кӗркуннеччен пӗр-икӗ хутчен кунта хӑнана килсе каймалла; Елена вара ӑна ҫырусем ҫырса тӑма тата, май килсен, ӑҫта та пулсан Кунцово ҫывӑхӗнче тӗл пулма пулчӗ.
XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Зоя килсе кӗчӗ: ҫакӑн пек илемлӗ пит-куҫ курман эпӗ, тесе шутларӗ Елена; Анна Васильевна кӗчӗ: Еленӑн тем ыратса кайрӗ, анчах мӗнле ачашлӑхпа ыталаса чуптурӗ вӑл ырӑ амӑшне ҫамкинчен, кӑштах кӑвакарма пуҫланӑ ҫӳҫе патӗнчен!
XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Ҫак самантра Инсаров пуҫне ҫӗклесе Елена ҫине пӑхнӑ пулсан, хӑй тӗксӗмленнӗҫемӗн Елена пит-куҫӗ ытларах та ытларах ҫуталса пынине асӑрханӑ пулӗччӗ; анчах вӑл пуҫне ҫӗклемесӗр ҫӗрелле пӑхса тӑчӗ.
XVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӑл каретӑра Еленӑна хирӗҫ чӗнмесӗр ларса пырать (ларкӑч ҫине Берсенев ларнӑ), Елена та шарламасть.Он сидел в карете против Елены (на козлах поместился Берсенев) и молчал; она тоже молчала.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Елена Николаевна, — терӗ вӑл юлашкинчен, унӑн сасси кулленхинчен лӑпкӑрах тухни Еленӑна хӑратнӑ пекех пулчӗ, — эсир халь мӗнле ҫын ҫинчен асӑннине эпӗ ӑнланатӑп.
XIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Елена киле таврӑнсан та чылайччен ыйткалакансем ҫинчен, турӑ ирӗкӗ ҫинчен шухӑшланӑ; хӑйне валли шӗшкӗрен туя туса, ун ҫине хутаҫ ҫакса, Катьӑпа пӗрле тухса тарасси ҫинчен, утмӑлтурат ҫеҫкисенчен ҫыхса тунӑ пуҫ кӑшӑлӗ пуҫне тӑхӑнса, ҫулсем тӑрӑх ҫӳресси ҫинчен шухӑшланӑ: Катя ҫавнашкал пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑннине Елена пӗррехинче курнӑ пулнӑ.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Катьӑн инкӗшӗ усал карчӑк пулнӑ, ӑна час-часах ҫаптаркаласа илнӗ; Катя ӑна курайман, хӑй ун патӗнчен тухса тарсан, турӑ ирӗкӗнче пурӑнасси ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ; Елена хӑй пӗлмен ҫӗнӗ сӑмахсене хӑраса та хисеплесе итленӗ, Катя ҫине тинкерсе пӑхнӑ, вара унӑн тискер кайӑкӑнни евӗр ҫиҫсе тӑракан хура куҫӗсем, хӗвелпе пиҫнӗ аллисем, хулӑн сасси, ҫурӑлса пӗтнӗ кӗпи те Еленӑшӑн ыттисенчен уйрӑлса тӑнӑн, кӑштах таса сывлӑш пек пулнӑн туйӑннӑ.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ҫак гувернантка литературӑна питӗ юратнӑ, хӑй те ӑпӑр-тапӑр сӑвӑсем ҫыркаланӑ; вӑл Еленӑна вулама вӗрентнӗ, анчах вулани ҫеҫ хӗрӗн кӑмӑлне тултарайман: Елена мӗн ачаранах ӗҫлесшӗн, ырӑ ӗҫсем тӑвасшӑн ҫуннӑ; кӗлмӗҫсем, выҫӑсем, чирлисем ӑна хӑйӗн енне туртнӑ, пӑшӑрхантарнӑ, чӗрине ыраттарнӑ; вӑл вӗсене тӗлӗкре курнӑ, вӗсем ҫинчен хӑйӗн паллаканӗсенчен пуринчен те ыйта-ыйта пӗлнӗ; ыйткалакансене е нушаллисене тӑрӑшса, чаплӑ ӗҫ тунӑ чухнехи пек, пӑлханса япаласем панӑ.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.