Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Давид сăмах пирĕн базăра пур.
Давид (тĕпĕ: Давид) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
21. Давид каланӑ: ҫапла ҫав, ку ҫын пурлӑхне пушхирте кӑлӑхах сыхларӑм эпӗ, унӑн пурлӑхӗнчен нимӗн те ҫухалмарӗ; вӑл вара мана ырӑшӑн усалпа тавӑрать; 22. тул ҫутӑличчен эпӗ Навал кил-йышӗнчи хӳме ҫумне шӑракансенчен пӗрне те пулин чӗрӗ хӑварас пулсассӑн, Турӑ мана ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр, тенӗ.

21. И Давид сказал: да, напрасно я охранял в пустыне все имущество этого человека, и ничего не пропало из принадлежащего ему; он платит мне злом за добро; 22. пусть то и то сделает Бог с врагами Давида, и еще больше сделает, если до рассвета утреннего из всего, что принадлежит Навалу, я оставлю мочащегося к стене.

1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Авигейӑна, Навал арӑмне, пӗр тарҫи ҫапла пӗлтернӗ: Давид пирӗн хуҫана сывлӑх сунма пушхиртен хӑйӗн ҫыннисене янӑ, анчах хуҫа вӗсемпе питӗ тӳрккес калаҫрӗ; 15. ҫав ҫынсем пире ырӑ ҫеҫ турӗҫ, вӗсем пире кӳрентермен, вӗсемпе пӗрле хирте ҫӳренӗ чухне пирӗн нимӗн те ҫухалман; 16. эпир вӗсен ҫывӑхӗнче кӗтӳ кӗтсе ҫӳренӗ чухне вӗсем пирӗншӗн ир те, каҫ та шанчӑклӑ хӳтлӗх пулчӗҫ; 17. апла мӗн тумалли ҫинчен шухӑшласа пӑх: пирӗн хуҫана, унӑн пӗтӗм кил-йышне пурпӗрех инкек кӗтет, вӑл вара — усал ҫын, унпа калаҫма та ҫук, тенӗ.

14. Авигею же, жену Навала, известил один из слуг, сказав: вот, Давид присылал из пустыни послов приветствовать нашего господина, но он обошелся с ними грубо; 15. а эти люди очень добры к нам, не обижали нас, и ничего не пропало у нас во все время, когда мы ходили с ними, быв в поле; 16. они были для нас оградою и днем и ночью во все время, когда мы пасли стада вблизи их; 17. итак подумай и посмотри, что делать; ибо неминуемо угрожает беда господину нашему и всему дому его, а он - человек злой, нельзя говорить с ним.

1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Ҫавӑн чухне Давид хӑйӗн ҫыннисене каланӑ: кашнийӗ пилӗкрен хӗҫӗре ҫакса ярӑр, тенӗ.

13. Тогда Давид сказал людям своим: опояшьтесь каждый мечом своим.

1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Пушхирте тӑракан Давид ӗнтӗ Навал [Кармилта] сурӑх ҫӑмӗ касни ҫинчен илтнӗ.

4. И услышал Давид в пустыне, что Навал стрижет [на Кармиле] овец своих.

1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Давид вара Фаран пушхирне аннӑ.

Давид встал и сошел к пустыне Фаран.

1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Давид Саула тупа тунӑ.

23. И поклялся Давид Саулу.

1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Саул каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ, Давид [ӑна] ҫӗр ҫине ӳксе пуҫҫапнӑ.

Саул оглянулся назад, и Давид пал лицем на землю и поклонился [ему].

1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Давид та ҫӗр хӑвӑлӗнчен тухнӑ, вӑл Саул хыҫҫӑн: хуҫамӑм, патшамӑм! тесе кӑшкӑрнӑ.

9. Потом встал и Давид, и вышел из пещеры, и закричал вслед Саула, говоря: господин мой, царь!

1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ҫак сӑмахпа Давид хӑйӗн ҫыннисене тытса чарнӑ, вӗсене Саула тапӑнма паман.

8. И удержал Давид людей своих сими словами и не дал им восстать на Саула.

1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Давид тӑнӑ та шӑппӑн кӑна Саулӑн ҫиелти тумтирӗн аркине касса илнӗ.

Давид встал и тихонько отрезал край от верхней одежды Саула.

1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Саул филистимсем патӗнчен таврӑнсассӑн, ӑна ҫапла каласа хыпарланӑ: Давид Ен-Гадди пушхирӗнче ҫӳрет, тенӗ.

2. Когда Саул возвратился от Филистимлян, его известили, говоря: вот, Давид в пустыне Ен-Гадди.

1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Давид унтан кайнӑ та Ен-Гадди теекен ҫӗрте сыхӑ вырӑнта пурӑннӑ.

1. И вышел Давид оттуда и жил в безопасных местах Ен-Гадди.

1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Саул тӑвӑн пӗр енӗпе пынӑ, Давид хӑйӗн ҫыннисемпе тӑвӑн тепӗр енче пулнӑ.

26. И шел Саул по одной стороне горы, а Давид с людьми своими был на другой стороне горы.

1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Саул ҫавна илтнӗ те Давид хыҫҫӑн Маон пушхирне васканӑ.

И услышал Саул, и погнался за Давидом в пустыню Маон.

1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Зиф ҫыннисем Саул патне Гива хулине пынӑ та каланӑ: Давид пирӗн патӑмӑрта, ҫын ҫӳремен вырӑнта, вӑрманта, Иесимонран сылтӑмарах ларакан Гахил сӑрчӗ ҫинче, пытанса пурӑнать; 20. эппин, кӑмӑлу пулсассӑн, патша, кай ҫавӑнта; пирӗн тивӗҫ ӑна патша аллине тытса парасси пулӗ, тенӗ.

19. И пришли Зифеи к Саулу в Гиву, говоря: вот, Давид скрывается у нас в неприступных местах, в лесу, на холме Гахила, что направо от Иесимона; 20. итак по желанию души твоей, царь, иди; а наше дело будет предать его в руки царя.

1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче хӑйсем хушшинче килӗшӳ тунӑ; Давид вӑрманта юлнӑ, Ионафан хӑйӗн килне кайнӑ.

18. И заключили они между собою завет пред лицем Господа; и Давид остался в лесу, а Ионафан пошел в дом свой.

1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Ионафан ӗнтӗ, Саул ывӑлӗ, Давид патне вӑрмана пынӑ, хӑйӗн тусне: «Ҫӳлхуҫана шан» тесе, вӑй-хал кӳнӗ, 17. ӑна ҫапла каланӑ: ан хӑра, Саул аттем сана шыраса тупаймӗ, эсӗ Израиль патши пулӑн, эпӗ сан хыҫҫӑн иккӗмӗшӗ пулӑп; Саул аттем те ҫакна пӗлсе тӑрать, тенӗ.

16. И встал Ионафан, сын Саула, и пришел к Давиду в лес, и укрепил его упованием на Бога, 17. и сказал ему: не бойся, ибо не найдет тебя рука отца моего Саула, и ты будешь царствовать над Израилем, а я буду вторым по тебе; и Саул, отец мой, знает это.

1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Давид вара пушхирте ҫын ҫӳремен вырӑнта, каярах Зиф пушхирӗнчи ту ҫинче пытанса пурӑннӑ.

14. Давид же пребывал в пустыне в неприступных местах и потом на горе в пустыне Зиф.

1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Саула ӗнтӗ Давид Кеильрен тухса тарни ҫинчен пӗлтернӗ те, вӑл унта кайман та.

Саулу же было донесено, что Давид убежал из Кеиля, и тогда он отменил поход.

1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Давид тата каланӑ: Кеиль ҫыннисем мана тата манӑн ҫыннӑмсене Саул аллине тыттарса яраҫҫӗ-и? тенӗ.

12. И сказал Давид: предадут ли жители Кеиля меня и людей моих в руки Саула?

1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех