Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Граждан сăмах пирĕн базăра пур.
Граждан (тĕпĕ: граждан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хушура каланӑ тӑрӑх, эвакуаци комиссине Граждан оборони ҫинчен калакан федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.

В распоряжении говорится, что эвакуационная комиссия создана в соответствии с федеральным законом о Гражданской обороне.

Эвакуаци комиссийӗ туса хунӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31552.html

Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине тата Граждан вӑрҫине хутшӑннӑ ентешӗмӗр, Хӗрлӗ ҫарӑн дивизийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Чапаев пирки спектакль лартма театр артисчӗ Дмитрий Михайлов сӗннӗ иккен.

Поставить спектакль в честь соотечественника, участвовавшего в Первой мировой и в Гражданской войне, бывшего начальника дивизии Красной армии Чапаева, предложил артист театра Дмитрий Михайлов.

Чапаева асӑнса моноспектакль лартӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31507.html

Ара, Калюков та, граждан вӑрҫине лекеймесен те, хӗрлӗ армеец пулнӑ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Кайран, граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче, тепре курнӑ эпӗ ӑна, — терӗ вара ҫакӑ утамана Телегина хирӗҫ ҫавӑрас пек.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ытла хӗрлӗччӗ вӑл, мана сутнӑччӗ граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Октябрьти революци хыҫҫӑн граждан вӑрҫи пуҫланса кайсан, Крапивин ҫапла шутлатчӗ: «Акӑ, хура халӑх тӑшманӗсене ҫӗнтерӗпӗр те нихҫанхинчен таса, телейлӗ пурӑнма тытӑнӑпӑр».

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ялта Ванькка граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче айӑпа кӗнӗ текен сӑмах ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑҫта кӑна ҫитсе курман Крапивин, халӑхри пек каласан, Вӗлтрен Хӗлимунӗ хӑйӗн ӗмӗрӗнче — яппун вӑрҫинче те пулнӑ, кайран, Кашкӑр Микулине пула чӑваш ҫӗрӗнчен тухса кайсан, Хусанта, пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи фронтӗнче, Петроградра, Мускавра, каллех граждан вӑрҫи фронтӗнче революци ӗҫне туса пынӑ, — ҫапах кӗркунне тӗксӗм, хӗлле ҫутӑ, ҫуркуннепе ҫулла вара ем-ешӗл ҫак Экеҫ асран нихӑҫан та тухман, темле асамлӑ вӑйпа туртсах тӑнӑ хӑй патне.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑна вӑл граждан вӑрҫинче те, Хуралам ҫывӑхӗнчи хурахсен ушкӑнне тӗп тума пулӑшнӑ чухне те, кулленхи пурнӑҫра та ҫителӗклех кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Паллах, уйрӑм ҫынсен аллинче граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчен юлнӑ хӗҫпӑшал пур-тӑр.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Часах Матвисен килне Кӗсен Петти ывӑлӗ Мишша, ҫатӑлти ашшӗ пек мар чӗмсӗр те лӑпкӑ ҫамрӑк (Телегин унчченрех вӑл Тарьене кӑмӑлланине сиснӗччӗ-ха), каярах Кӗсен Петти хӑй те (тахҫан вӑл Кашкӑр Микули ҫумӗнчен хӑпма пӗлместчӗ, лешне тытса кайсан, ӑна-кӑна тавҫӑрса илчӗ курӑнать те, мул хуҫисемпе халлӗхе ҫыхланмасть-ха), Кӑртти Йӑванӗ, пӗрремӗш тӗнче вӑрҫипе граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче арҫынсӑр юлнӑ кил хуҫи хӗрарӑмсем тата ялти активист, вулӗҫтӑвком членӗ Шикки Ваҫҫи килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Граждан вӑрҫи хыҫҫӑнхи пирвайхи ҫулсенче те Ванькка ҫак ӗҫшӗн сахал вӑй хуман.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Калӑпӑр, эс граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче киревсӗр ӗҫ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпах граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче хӑй ирӗкӗпе Хӗрлӗ Ҫара кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Граждан вӑрҫинче ҫӗнтертӗмӗр, интервентсене кӑларса ывӑтрӑмӑр…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Граждан вӑрҫи хыҫҫӑнхи йывӑр ҫулсенче те, нэп пуҫлансан та ҫак ӗненӳ Ваньккана яланах вӑй-хал парса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ирчченех куҫ хупмарӗ Телегин, граждан вӑрҫинче епле ҫапӑҫнине, тыткӑна лекнине, унта пурӑннине, кайран мӗнле тарнине пӗтӗмпех ҫӗнӗрен аса илчӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, конвойласа килекен милиционер ӑна граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи айӑпа аса илме, ӑна пӗтӗмпех йышӑнма сӗнчӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи айӑпшӑн-ха…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Те ристан шухӑшсемпе ҫав тери асапланнине туйса, те унӑн сӑнӗ пӗртте хурахӑнни пек маррине курса, тепӗр кун вӑл ҫапах та кӑмӑлне кӑштах ҫемҫетрӗ, ирхи апат хыҫҫӑн каллех ҫула тухсан, Телегина урапа ҫине хӑпарса лариччен самантлӑха тытса чарчӗ те: — Сана граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи темле айӑпшӑн тытса килчӗҫ пулас. Мӗн тунӑ эсӗ унта — ман ӗҫ мар, пурӑнан пурнӑҫра, уйрӑмах вӑрҫӑра, тем те килсе тухма пултарать. Анчах ҫынни эсӗ кӑмӑлупа чиперскерех пек курӑнатӑн, ҫавӑнпа ырӑ канаш паратӑп сана: асту, следстви умӗнче кутӑнлашса ан тӑр, айӑпна пӗтӗмпех йышӑн, хӑвна кайран ҫӑмӑлрах пулӗ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех