Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Граждан сăмах пирĕн базăра пур.
Граждан (тĕпĕ: граждан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Граждан вӑрҫинчен таврӑнсан, вӑкӑр пек мӗкӗрсе ҫӳретчӗ ялта.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Граждан вӑрҫинче Колчака хирӗҫ пӗрле ҫапӑҫнӑ та-ха.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пур-и-ха пирӗн партизансем? — ыйтрӗ малта ларакан Раюк Ҫтаппанӗ, хӑй граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче партизанра ҫӳренӗскер.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Граждан вӑрҫинче Колчака хирӗҫ унпа пӗрле ҫапӑҫма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Граждан вӑрҫин эпизочӗсенче вӑл хӑйне евӗрлӗ уйрӑмлӑх тупма пӗлнӗ, ҫав вӑхӑтри революциллӗ романтикӑна чӗррӗн кӑтартма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

23 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чаккас ҫынни Юман Йӑкӑначӗ, граждан вӑрҫинчен таврӑнсан, Улатӑра милицие ӗҫлеме кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Граждан вӑрҫи хыҫҫӑнах ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ухванеҫӗн ывӑлӗ Йӑкӑнат, граждан вӑрҫинче ҫӳренӗскер, Улатӑрта милицире тӑнӑ, вӑрӑ-хурахпа тытӑҫса вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӑмӑл пур — граждан вӑрҫи пуҫлать, е тӗнче вӑрҫине.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Граждан вӑрҫин ветеранӗ НКВД йӑлисене, ҫавӑн пекех ку тӗлӗшпе халӑх хывнӑ каларӑшсене аван пӗлнӗ: «НКВДна ҫӳремеҫҫӗ, унта илсе каяҫҫӗ», «Пӳрнепе НКВДна лекнӗ пулсан мӑй таран ҫыпӑҫса ларӑн», «Ҫӗпӗре хӑй ирӗкӗпе ҫӳремеҫҫӗ» тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Малюҫ, ялта хӑйне никама пӑхӑнман ҫын пек тыткалать пулин те, колхоз хуҫинчен Подоприхинран, Граждан вӑрҫин паттӑрӗнчен, хӑрать.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ку проекта Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн гранчӗн Фончӗ уйӑрса панӑ граждан обществине аталантарма усӑ кураҫҫӗ.

Этот проект реализуется с использованием гранта Президента Российской Федерации на развитие гражданского общества, предоставленного Фондом президентских грантов.

Пушкӑрт журналисчӗсем Сочире хальхи "Пӗтӗм Раҫҫей-2023" журналистика форумне хутшӑнаҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/mass-ll-info ... na-3449913

Вӗренӳ дисциплинине граждан оборонипе, кӑмӑл-сипет ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ темӑсене кӗртнине, обществознани, истори тата литература урокӗсенче коррупцие хирӗҫле ыйтусене те пӑхса тухнине, шкулсенче кашни кӗҫнерникун профориентаци енӗпе занятисем иртнине, урок тулашӗнчи занятисенче тӗрлӗ предприятие экскурсие ҫитсе курнине ырламалла ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Ун чухне ҫӗр ҫул урлӑ каҫнисен шучӗ 163 граждан кӑна пулнӑ.

Тогда более сотни лет было лишь 163 гражданам.

Япони нумай пурӑнакансен йышӗпе рекорд лартнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36057.html

Граждан вӑрҫи пырать.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Камӑн революцичченхи е граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи кивӗ, тӗсӗ кайса шупкаланнӑ фотоӳкерчӗксене курма тивнӗ, кам нумай ҫулсем ӗлӗкрех ӳкернӗ кинофильмсене курнӑ, аса илӗр-ха!

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Патриотла воспитани «Малтисен юхӑмӗн» тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри, вӑл хӑйӗн граждан тивӗҫне ӑнланса илме тата пирӗн ҫӗршыв историне пӗлме пулӑшать.

Патриотическое воспитание одно из ведущих направлений Движения Первых, которое помогает осознать свой гражданский долг и узнать историю нашей страны.

Пӗчӗк Тӑван ҫӗршыв историйӗ илӗртет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... et-3434082

Гликерия граждан вӑрҫине хутшӑннӑ ашшӗне, сусӑра, пӑхнӑ.

Гликерия ухаживала за отцом, который участвовал в гражданской войне.

Элӗк районӗнче 104-ри кинемей пурӑнать // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35980.html

Унсӑр пуҫне, октябрӗн 3-мӗшӗнче, урӑ кун, «Урӑ ял: граждан пуҫарӑвӗсемпе социаллӑ практикӑсем» наукӑпа практика семинарӗ пулать.

Кроме того, 3 октября, во Всемирный день трезвости, состоится научно-практический семинар «Трезвое село: гражданские инициативы и социальные практики».

Пушкӑртра "Урӑ ял" конкурса заявкӑсем йышӑнасси малалла тӑсӑлать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3423008

Паян 10 сехет те 10 минутра Шупашкарта Граждан урамӗнче ҫулпа пыракан манипулятор кранӗ ҫӑмӑл машина ҫине персе аннӑ.

Сегодня в 10 часов 10 минут в Чебоксарах на улице Гражданской кран манипулятора упал на легковую машину движущейся по дороге.

Манипулятор кранӗ ҫӑмӑл машина ҫине ӳкнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35849.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех