Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вӗҫӗмех (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗремесленсе кайнӑ питне Тарин вӗҫӗмех шӑла-шӑла илет, ун-кун ҫаврӑнкалать, аптранӑ енпе рабочисене тепӗр хут алӑ парса тухма хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Вӑй-халу ӑҫтан тухса тӑрать-ши, вӑхӑтна тата мӗнле ҫитерен-ши/» - ыйтатпӑр вӗҫӗмех унран тӗлӗнсе.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Тьфу, намӑссӑрсем, мӗншӗн пирӗн зоотехник вӗҫӗмех Ленӑна ырлать тетӗп, акӑ мӗн пулнӑ иккен сирӗн.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Акӑ мӗн иккен, мӗншӗн пирӗн зоотехник вӗҫӗмех Ленӑна мухтать тетӗп.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тӗлӗкре те вӗҫӗмех санпа ярмаркӑран таврӑннине кураттӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл вӑхӑта вӗҫӗмех фермӑра ирттернӗ пирки, килти ӗҫсене ачасем хӑйсемех пуҫтарса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Каҫ пуласса кӗтнӗ май Хрестук пӗр вӗҫӗмех ҫав шухӑшсемпе асапланчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Арҫын ача пулсан — татахчӗ тейӗпӗр, ӑна ят ҫӗрӗ — тырӑ туса илмелли ҫӗр лаптӑкӗ параҫҫӗ, Укка, упӑшкинчен кулнӑ пек темелле-и е такама сӑмах панӑ пек-и, вӗҫӗмех, умлӑ-хыҫлах хӗр ача — хӗр ача — хӗр ача ҫуратса тӑрать.

Ладно б если мальчики были, куда ни шло, за них дают земельный надел для выращивания зерна, но Укка, будто смеется на мужем, будто обещала кому-то только девчонок и рожает.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗҫӗмех хӑсать, вар-виттипе аптӑрать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кирлӗ, кирлӗ, вӗҫӗмех кирлӗ, яланах кирлӗ, — малалла калаҫрӗ Эверкки.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

«Владислава эпӗ спектакль валли материал хатӗрлесе пама ыйтрӑм. Унпа ҫав темӑна сӳтсе явнӑ чухне ӗҫе монопьеса формачӗпе йӗркелес шухӑш патне пырса ҫитрӗмӗр. Текста хатӗрлеме икӗ уйӑха яхӑн кирлӗ пулчӗ. Ҫав вӑхӑтра эпир вӗҫӗмех ҫыхӑну тытса ӗҫлерӗмӗр, канашларӑмӑр», — каласа кӑтартнӑ театр артисчӗ Дмитрий Михайлов.

«Я попросил Владислава написать материал для спектакля и в ходе обсуждения мы остановились на формате монопьесы. Работа над текстом заняла около двух месяцев, все это время мы были на постоянной связи, обменивались мыслями, корректировали процесс», — рассказал артист театра Дмитрий Михайлов.

Чапаева асӑнса моноспектакль лартӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31507.html

Ҫынсем ӑна чара-чара тӑратаҫҫӗ, тем ҫинчен ыйтаҫҫӗ, анчах вӑл, пуҫӗпе сулкаласа, вӗҫӗмех пӗр пек мӑкӑртатать.

Люди останавливали ее, о чем-то спрашивали, но она покачивала головой и повторяла одно и то же.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑнхи кунсенче Ленин пӗр вӗҫӗмех хӑйӗн брошюрипе ӗҫлерӗ.

Последующие дни Ленин все время был занят работой над своей «брошюрой».

16 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ку ак ҫакӑн майлӑрах пулчӗ: калӑпӑр, вӑл темиҫе уйӑх пӗр вӗҫӗмех чупнӑ, хытӑ чупнӑ, е хашка-хашка — тӑвалла, е, хӑвӑрт ывтӑнакан урисене аран чаркаласа, анаталла ыткӑнса пынӑ; ун ҫывӑхӗнчен ҫуртсем, урамсем, хуласем, ҫӗршывсем, халӑх ушкӑнӗсем вӗлтлете-вӗлтлете юлнӑ; хӗрӳллӗн пӑшӑлтатнӑ тата тӗрлӗ сасӑсемпе кӑшкӑрнӑ вӗҫӗ-хӗррисӗр нумай сӑмах, — вырӑсла тата ют чӗлхепе, ӑслӑ тата ахаль, хытӑ тата ҫемҫе, хаклӑ тата тӑшманла сӑмахсем, — чупса пыракан ҫынна ҫил варкӑшӗ ҫапӑннӑ, каялла тӗртнӗ, чӑрмантарнӑ евӗр, татти-сыпписӗр илтӗнсе тӑнӑ.

Было похоже на то, как если бы он много месяцев подряд бежал, бежал быстро, то в гору, задыхаясь, то под гору, еле сдерживая бег; мимо проносились дома, улицы, города, страны, людские толпы; бесконечное множество слов, выкрикиваемых на разные голоса и произносимых жарким шепотом — слова русские и иностранные, ученые и простецкие, жесткие и мягкие, дорогие и ненавистные, — напирали, сталкивались, били в него, как струи ветра в бегущего.

1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

— Пӗр вӗҫӗмех ашкӑнакан ҫын мӗнле ял управин председателӗ пултӑр-ха ӗнтӗ?!

— Представляю себе этого председателя сельской управы, который только и знает, что озорничать!

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Лина ун ҫине пӗр вӗҫӗмех ачашшӑн пӑха-пӑха илет.

Лина то и дело бросала на него нежнейшие взгляды.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫитменнине тата Лина пӗр вӗҫӗмех йӗкӗлтет:

А тут ещё Лина его всё время дразнила:

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Кроксторн хуторӗнче пурӑнакан хресчен, лешӗ, Линӑпа пӗрле хӳме ҫумӗнче ларни, ӑна пӗр вӗҫӗмех карамельсемпе хӑналанӑ иккен.

Дело в том, что тот хуторянин из Кроксторна, который сидел с ней у изгороди, всё угощал её карамельками.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл пӗр вӗҫӗмех ывӑлӗн пушӑ кравачӗ ҫине тунсӑхлӑн пӑха-пӑха илет, анчах унта ывӑлӗ лӑсканчӑк ҫӳҫӗ те, йывӑҫ пӑшалӗ те, кепарикӗ те курӑнмасть.

Он всё время глядел на пустую кровать сына и очень тосковал, не видя ни его лохматой головы на подушке, ни ружарика, ни кепарика рядом…

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эпӗ те вӗҫӗмех ҫылӑхлӑскер, темӗн тӗрлӗ пурнӑҫ та курнӑ ҫын, нумай япаласем ҫинчен малтанхи хут унтан пӗлтӗм.

Даже я, закоренелый грешник, всю жизнь утопавший в пороках, многое узнал от него только впервые.

Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех