Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсемшӗн ирӗклӗх — чӑн Турӑ, Вӗсемшӗн пусмӑрлӑх — тӑшман.
XII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Кусем Флинтӑн мулӗсем пулнӑ, вӗсемшӗн эпир ҫав тери вӑрӑм та ӗшентерекен ҫула ишсе тухрӑмӑр, вӗсемшӗн «Испаньола» экипажӗнчен вунҫичӗ ҫын пӗтрӗҫ.
ХХХIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
16 пин арҫын ачапа хӗр ачашӑн вара авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ уйрӑмах асра юлмалли кун пулса тӑрӗ — вӗсемшӗн шкулта пӗрремӗш шӑнкӑрав янӑрӗ, 11 пин ҫамрӑк хӑйсем суйласа илнӗ тата вӗсемшӗн ӑнӑҫлӑ малашлӑх пиллекен профессие ҫине тӑрса алла илме тытӑнать!
Пӗлӳ кунӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/09/01/pozdra ... aeva-s-dne
Вӑл, хӑйӗн ашшӗне король ҫакса вӗлернӗ пулсан та, вӗсемшӗн ҫапӑҫнӑ; хӑйӗн хунӗшне помещик йывӑр амантса-суранлантарса пӗтернӗ пулсан та, вӑл республиканецсене хирӗҫ пенӗ; ялти священник ун арӑмӗн аслашшӗне, чиркӗве хирӗҫ пыратӑн тесе, айӑпласа ссылкӑна яртарнӑ пулсан та, вӑл вӗсемшӗн ҫапӑҫнӑ.
III // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.
Хӑй пурнӑҫне пурӑнса ирттернисене, пурнӑҫ хуҫнӑ ҫынсене Венецие кайма кирлӗ те мар: вӑл вӗсемшӗн пирвайхи кунсенче пурнӑҫлаймасӑр юлнӑ ӗмӗтсене аса илни пекех хурлӑхлӑ пулать, анчах кам чӗринче вӑй вӗресе тӑрать, кам хӑйне сывӑ туять, вӗсемшӗн Венеци ырӑ; ан тив, вӑл хӑй телейӗпе унӑн тӗлӗнмелле пӗлӗчӗ айне килтӗр — ҫав телей кирек епле ҫутӑ пулсан та, Венеци ӑна татах та нихҫан тӗксӗмленмен ҫутӑпа ҫутатать.
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Этерин чӑн-чӑн тӗллевне вӗсем начар пӗлнӗ, анчах вӑрҫӑ вӗсемшӗн турксен шутӗнчен пуймалли май пулнӑ: тен, молдавансен шутӗнчен пуймалли май та пулнӑ, — ҫакӑ вара вӗсемшӗн пулас пекех курӑннӑ.
Кирджали // Василий Хударсем. Александр Пушкин. Кирджали; вырӑсларан В. Хударсем куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 17 с.
Ҫар канашӗ вӗсемшӗн пӗр самантрах пит хӑрушӑ пулса тӑчӗ, ҫавӑнтан вӑйлӑраххи те вӗсемшӗн турӑ кӑна туйӑна пуҫларӗ.
XXIX. Юнпа тӗне кӗртни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Рахметовсем пӗтӗмпех ӗҫе хутшӑнса каяҫҫӗ те, вӑл вара вӗсемшӗн пурнӑҫа тултарса тӑракан чи кирлӗ япала пулса тӑрать; вӗсемшӗн вӑл хӑйсен пурнӑҫӗ вырӑнне юлать.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсене шыраҫҫӗ, вӗсене асӑнса йӗреҫҫӗ, вӗсене вилнӗ тесе шутлаҫҫӗ; вӗсемшӗн хуйхӑрнипе чӗресем ҫурӑлаҫҫӗ; вӗсемшӗн куҫҫуль юхтараҫҫӗ, ҫынсем вӗсене асӑнаҫҫӗ: ҫав вилнӗ мӗскӗн ачасене лайӑх пӑхмарӑмӑр, теҫҫӗ, ҫынсем хӑйсем лайӑх мар тунӑшӑн ӳкӗнсе асапланаҫҫӗ.
14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
19. Эпӗ, хам ирӗклӗ пулсассӑн та, ӗненекенсен йышӗ ӳстӗр тесе пуриншӗн те чура пек пултӑм: 20. иудейсене хам енне ҫавӑрас тесе вӗсемшӗн эпӗ иудей пек пултӑм; саккуна пӑхӑнакансене хам енне ҫавӑрас тесе (хам саккуна пӑхӑнмастӑп пулин те) вӗсемшӗн эпӗ саккуна пӑхӑнакан пек пултӑм; 21. саккуна пӗлменнисемшӗн (хам Турӑ саккунне уяса пурӑнатӑп пулин те, Христос саккунне пӑхӑнса пурӑнатӑп пулин те) саккунсӑрри пек пултӑм.
1 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫак ҫӗр ҫинче асли те, кӗҫӗнни те вилсе пӗтӗ; вӗсене пытармӗҫ, вӗсемшӗн хӳхлемӗҫ, хӑйсен ӳтне каскаламӗҫ, вӗсемшӗн ҫӳҫне кастармӗҫ.
Иер 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Арӑмӗпе хӗрне вӑл пӗр самантлӑха та манман, вӗсемшӗн тунсӑхланӑ.
2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
«Юрӗ, эппин, вӗсемшӗн пӑшӑрханмӑпӑр, вулаччӑрах».
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Ҫакӑ республикӑра пурӑнакансем тавралӑх лару-тӑрӑвӗ ҫинчен шухӑшлама тытӑнни, вӗсемшӗн ҫак ыйтусем чӑннипех пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен калать.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Вӗсемшӗн кӗнеке темле асамлӑ япала вырӑнне пулнӑ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Вӗсемшӗн — капиталистсемшӗн — пулсан, Ирӗклӗх пӗр хӑйсемшӗн кӑна, ыттисене ытларах ҫаратма кирлӗ, Пӗр танлӑх, Телей сӑмахсем — ҫынсене улталама, Мир сӑмах — вутпа выляма.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Кирлӗ самантра туххӑмрах тӗрӗс йышӑну тума пӗлни, харпӑр хӑйне, тӑванӗсене, ҫывӑх ҫынсене, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме пӗлни вӗсемшӗн парӑнса пурӑнни, яваплӑха туйса мӗн пур вӑйтан ӗҫлени те паха», – тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Олег Николаев.
«Паттӑрлӑх» урокӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хӑюлӑх, тивӗҫ тата чыс ҫинчен каласа кӑтартнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/26/patt ... -en-puclah
Вожатӑй ӗҫ хушни вӗсемшӗн темрен те хаклӑ.
8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Кусем те иккен пӑшӑрханса ҫӳреҫҫӗ вӗсемшӗн.
8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Йӑнӑш утӑм тӑвасран, ҫывӑх ҫынна сивӗтесрен хӑрушши вӗсемшӗн урӑх нимӗн те ҫук.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.