Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вӗренетӗн (тĕпĕ: вӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара эсӗ ҫу каҫа ҫӗр сакӑрвун правило вӗренетӗн

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Вӗренмен пулсан, вӗренетӗн.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ничево, тетӗп, аллу пур, куҫу курать — вӗренетӗн.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Эсӗ пит аван вӗренетӗн.

Куҫарса пулӑш

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эсӗ кӗркуннепе Чӗмпӗре каятӑн ӗнтӗ, вӗренетӗн… учительница пулатӑн…

Куҫарса пулӑш

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Шкула кайсан вӗренетӗн акӑ, — сӑмах хушрӗ Катя амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ тус Катя // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чӑвашла сахалтарах калаҫмалла ӑна, вара часрах вӗренетӗн.

Надо меньше говорить по-чувашски, и ты скорее научишься.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ну кунтан чӗррӗн таврӑнсан эсӗ те вӗренетӗн.

Куҫарса пулӑш

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗренетӗн, Павел Николаевич, пӗлменнине манран ыйтӑн, — хӑйӗнни ҫинех тӑчӗ Лукьянов.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Кун пек тӑрӑшсан эсӗ манран лайӑхрах калама вӗренетӗн, — терӗ Ятламас.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫамрӑклах иртӗхме вӗренетӗн, йӗкӗт, — терӗ вӑл, Ахтупай тухса тарасран хӑранӑ пек, уҫӑ хапхана тачӑ хупса хурса.

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗнле вӗренетӗн, Павлуш, ҫырса пӗлтер.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эппин, мӗншӗн вӗренетӗн? — Коля хӑйсенчен тӑрӑхланине тӳссе тӑраймарӗ Миша та.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Географи урокӗнче эсӗ тӗнче пайӗсене вӗренетӗн.

На уроках географии ты изучаешь части света.

Юпитер // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

— Мӗншӗн тесен, эс начар вӗренетӗн, вӑл сана яланах пулӑшать, ҫавӑнпа ҫӗклет те.

— То и зазнается, что учишься плохо, а он всегда помогает тебе…

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Атте те мана ҫаплах калать: «Техникума кӗр. Ремеслана вӗренетӗн те заводран каяссу та килмӗ».

И отец твердил: «Поступай в техникум. Изучишь ремесло — от завода не оторвёшься».

2. Вӗренме шутларӑм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

— Апла пулсан, эсӗ шкулта та вӗренетӗн пуль-ха?

— Ты, пожалуй, в школе уже учишься?

«Ну, каласа пар-ха…» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Анне ӑна: — Эсӗ зоосадра мар, шкулта вӗренетӗн, — терӗ.

А мама ему сказала: — Ты в школе учишься, а не в зоосаде.

Ӑмӑрткайӑк // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Паллах, вӗренетӗн! — килӗшет Костя.

— Конечно, научишься! — соглашается Костя.

Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

— Эх, эсӗ хӗрарӑмран вӗренетӗн!

— Эх ты, у бабы разуму учишься?

VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех