Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вырӑс сăмах пирĕн базăра пур.
Вырӑс (тĕпĕ: вырӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна нумай каласа кӑтартма тиврӗ: Россия ҫинчен, вырӑс ҫанталӑкӗ, вырӑс обществи, вырӑс хресченӗ, уйрӑмах — вырӑс казакӗ ҫинчен; вуниккӗмӗш ҫулхи вӑрҫӑ, Петр Великий, Кремль, вырӑс юррисемпе чансем ҫинчен; икӗ хӗрарӑмӗ те пирӗн аякри тата тӗлӗнмелле ҫӗршыв ҫинчен питӗ сахал пӗлнӗ; Розелли госпожа, е, ӑна час-часах чӗннӗ пек, Леноре фрау, пӗр ыйту парса, Санина шалт тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ: Петербургра иртнӗ ӗмӗрте пӑртан тунӑ чаплӑ ҫурт халӗ те ларать-и-ха? — тесе ыйтрӗ вӑл.

Ему пришлось много рассказывать — о России вообще, о русском климате, о русском обществе, о русском мужике и особенно о казаках; о войне двенадцатого года, о Петре Великом, о Кремле, и о русских песнях, и о колоколах; обе дамы имели весьма слабое понятие о нашей пространной и отдаленной родине; г-жа Розелли, или, как ее чаще звали, фрау Леноре, даже повергла Санина в изумление вопросом: существует ли еще знаменитый, построенный в прошлом столетии, ледяной дом в Петербурге.

V // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Уншӑн ҫак хура топольсем хушшинчи вырӑс нӳрӗ ҫилӗ, шӳсе кайнӑ ҫулҫӑсемпе витӗннӗ вырӑс ҫӗрӗн шӑрши, йӗрсе ларнӑн курӑнакан вырӑс крышисем, хула ҫине ҫуса тӑракан кӗрхи вырӑс ҫумӑрӗ чӗрене ыраттаричченех хаклӑ пулнӑ.

И был до горечи дорог ему этот русский мокрый ветер в черных тополях, и запах русской земли, покрытой жухлой листвой, и русские заплаканные крыши, и русский осенний дождь, падающий над городом.

10 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

«Ҫывӑхлатас» тӗлӗшпе вара тӗрлӗ сӗнӳсем тӑратаҫҫӗ: чӑваш чӗлхине вырӑс сӑмахӗсене ытларах кӗртсе пымалла, орфографипе вырӑс орфографийӗ майлӑ тумалла, шкулта вӗрентекен чӑваш грамматики те май пур таран вырӑс грамматики евӗрлӗ пулмалла т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Тепӗр енче — пусмӑр йӗркипе пусмӑрҫӑсене хирӗҫ ҫӗкленнӗ кӗрешӳре вӑй илсе, ӳснӗҫем ӳссе пыракан ӗҫ ҫыннисен ҫарӗ: Микула, Ҫтаппан, Ваҫли, Анук, Кӗтерук, Прахӑр, Натюш, Уҫка, Марье, вырӑс тимӗрҫи Саначин, тутар ҫынни — вӑрман хуралҫи Ганният. мари ҫыннисемпе вырӑс хресченӗсем, ялти ӗҫ ҫыннисене ӑс парса, кӗрешӳре ҫул кӑтартса пыракан вырӑс революционерӗ Кузнецов тата ыттисем.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Вырӑс патши патне кӗме сӑлтав сахал мар ҫав тутар мӑрсисен: пӗрисем вырӑссен аллинче тыткӑнра пурӑнакан тӑванӗсем патне кайса килме ирӗк ыйтса илесшӗн, теприсем хӑйсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварас тесе ун умӗнче кӑшт йӑпӑлтатса пӑхасшӑн, хӑшӗсем вырӑссене пулӑшас тесе аслӑ княҫа мӗнле те пулин хыпар пӗлтерме кӗресшӗн.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Прозоровский вырӑс салтакӗсем ҫапӑҫура командирсене пӑхӑнмаҫҫӗ тесе элекленӗ пулсан, Каменский хӑйӗн приказӗсенче вӗсене пӗр айӑпсӑрах хӑравҫӑсем тесе шутланӑ пулсан, вырӑссен Дунай патӗнче тӑракан ҫарӗнчен тухса каякан Кутузов приказ кӑларса вырӑс салтакӗсене питех те пысӑк хак панӑ, хӑйӗн приказӗнче вӑл ҫапла ҫырнӑ:

Русские солдаты, слышавшие клевету Прозоровского, обвинявшего их в неподчинении командирам в бою, слышавшие приказ Каменского, незаслуженно назвавшего их трусами, услышали приказ Кутузова, покидавшего русскую армию на Дунае:

VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Вырӑс полководецӗ хыҫӗнче хӑй вӗрентсе ҫитӗнтернӗ, ҫапӑҫусенче хӗрсе ҫирӗпленнӗ вырӑс ҫарӗ, хӑйӗн вӗренекенӗсем — гениллӗ полководецӑн стратегийӗпе тактикине вӗренсе ҫитнӗ опытлӑ та ӑслӑ вырӑс генералӗсем тӑнӑ.

Позади русского полководца стояла им обученная, закаленная в сражениях русская армия, стояла плеяда его учеников — русских генералов, одаренных, опытных, усвоивших стратегию и тактику гениального полководца.

II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Аслӑ вырӑс литератури, аслӑ вырӑс искусстви пулман та, ҫук та, вырӑссенчен никамран вӗренмелли ҫук тейӗн ҫав…

Будто бы не было и нет великой русской литературы, великого русского искусства и будто бы не у кого учиться.

16 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Инсаров хӑй куҫса килнӗ хыҫҫӑн тепӗр кун ирхине тӑватӑ сехетре тӑчӗ, Кунцово тавра чупса ҫаврӑнчӗ, ҫырмара шыва кӗрсе тухрӗ, пӗр стакан сивӗ сӗт ӗҫрӗ те ӗҫлеме пуҫларӗ; ӗҫӗ нумай вара унӑн: вӑл вырӑс историне те, правӑна та, политикӑлла экономие те вӗренет, болгарсен юррисемпе летопиҫӗсене те куҫарать, хӗвелтухӑҫӗнчи государствӑсем ҫинчен материалсем те пуҫтарать, болгарсем валли вырӑс грамматикине, вырӑссем валли болгар грамматикине хатӗрлет.

На второй день после своего переселения Инсаров встал в четыре часа утра, обегал почти всё Кунцево, искупался в реке, выпил стакан холодного молока и принялся за работу; а работы у него было немало: он учился и русской истории, и праву, и политической экономии, переводил болгарские песни и летописи, собирал материалы о восточном вопросе, составлял русскую грамматику для болгар, болгарскую для русских.

XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Эпӗ вара вырӑссен киревсӗр магазинне укҫа тӳлетӗп, мӗншӗн тесен нимӗҫсен магазинӗ вырӑс табакӗ сутмасть, эпӗ вырӑссен киревсӗр магазинне кашни кӗренкешӗн хӗрӗхшер пус тӳлетӗп; ку вӑл уйӑхне пӗр тенкӗ те ҫирӗм пус пулать — ку ҫулталӑкра вунтӑватӑ тенкӗ те хӗрӗх пус пулать.

И я плачу в русский скверный магазин, потому что немецкий магазин не держит русского табаку, я плачу в русский скверный магазин за каждый фунт по сорок копеек; это будет рубль двадцать копеек; двенадцать раз рубль двадцать копеек — это будет четырнадцать рублей сорок копеек.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Аслӑ писатель-патриот вырӑс халӑхӗн ӗмӗрхи ӗмӗт-шухӑшне палӑртса ҫырнӑ: вырӑс ҫыннисем нихҫан та вӑрҫа хӑйсен тӗп ӗҫӗ тесе шутламан, ҫапах та тӑшман вӑрҫӑпа тапӑнсан, вырӑс халӑхӗ ун умӗнче хӑраса тӑман — яланах тӑшмана ҫӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

«Вырӑспа акӑлчан» сӑмахсене юриех кавычкӑна илтӗм, Мӗншӗн тесен, чӑваш, вӑл епле лайӑх вырӑсла е акӑлчанла калаҫсан та, пурпӗрех нихӑҫан та вырӑса е акӑлчана ҫаврӑнаймасть: унӑн чӑвашла сӑн-сӑпачӗ вӑл вырӑс е акӑлчан маррине инҫетренех кӑтартать.

Я специально беру кавычки слова «русский» и «английский», потому что чуваши, как бы они ни говорили хорошо по-русски или по-английски, все равно никогда не смогут стать истинными русскими или англичанами: ибо все другое будет указывать, что они и не русские или и не англичане.

Малашлӑха пӑхса... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4947-%D0%9C% ... B0....html

Ытти енчен блиндаж вырӑссем пурӑннӑ тӗслӗ пулса ҫитнӗ ӗнтӗ: вырӑс артиллерисчӗсен шинелӗсемпе, попонӑсемпе, палаткӑсемпе пӗр хутламасӑр витнӗ койкӑсен пуҫӗнче симӗс михӗсем тӑнӑ, вӗсене таса алшӑллисемпе витнӗ, кӑмака ҫинче чаплӑ пӑхӑр чейник ӑшӑнса тӑнӑ, «Суворовский натиск» хаҫатсемпе витнӗ сӗтел ҫинче, пысӑк ҫӑкӑрпа юнашар, йывӑҫ кашӑксем йӗрккеллӗн выртнӑ, кружкӑсем тӑнӑ, лайӑх тасатнӑ, ҫиелтен ҫупа сӗрнӗ вырӑс хӗҫ-пӑшалӗ кӗтессенче симӗс шлемсем айӗнче ҫакӑнса тӑнӑ.

Во всём же остальном блиндаж уже имел вполне обжитый русский вид: в головах коек, застланных без единой морщинки русскими артиллерийскими шинелями, попонами и палатками, стояли зелёные вещевые мешки, покрытые чистыми утиральниками; на печке грелся знаменитый медный чайник; на столе, покрытом листками «Суворовского натиска», вокруг большой буханки хлеба в строгом порядке были разложены деревянные ложки и расставлены кружки, а хорошо вычищенное, жирно смазанное русское оружие висело в углах под зелёными русскими шлемами.

6 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Ҫтаппан каллех Микулана ырӑ тунӑ вырӑс ҫыннине аса илчӗ, хӑйне те ҫав вырӑс тӗл пулса пулӑшассӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вырӑс географи обществин Мускаври штаб-хваттерӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗпе Вырӑс географи обществи хушшинче пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлесси ҫинчен калакан Килӗшӗве ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вырӑс географи обществин» регионти уйрӑмӗн Попечительсен канашне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пырӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/09/virs ... -popechite

Час-часах ҫакӑн пек каланине илтме пулать: халӗ чӑвашсем те вырӑсла лайӑх пӗлеҫҫӗ, вырӑс чӗлхи вӗсемшӗн иккӗмӗш тӑван чӗлхе пулса тӑчӗ, ҫавӑнпа та чӑваш чӗлхине малалла аталантарасси ҫинчен мар, халӑх хушшинче ытларах вырӑс чӗлхине сарасси ҫинчен шутламалла, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Чӑваш орфографийӗ пулсан — вӑл чӑн-чӑнах чӑваш чӗлхин орфографийӗ пултӑр, вырӑс орфографийӗ пулсан — вырӑс чӗлхин орфографийӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫакна тӗрӗс ӑнланман пирки те ӗнтӗ пирӗн чылайӑшӗ чӑваш орфографине вырӑс орфографийӗ майлӑ, чӑваш грамматикине вырӑс грамматики майлӑ тума сӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Шалти сӗткенӗсем хӑватлӑн тапса тӑнине пула вырӑс ҫырулӑхӗ асӑннӑ чӗлхесен шайне часах ҫитет, вырӑс чӗлхи этемлӗх ӑс-тӑнӗнче тӗл пулакан мӗн пур шухӑша, мӗн пур ӑнланӑва тӗрӗс те витӗмлӗ палӑртакан чӗлхе пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫавӑнпа та 17 — 18-мӗш ӗмӗрсенче вырӑс чӗлхине Европа чӗлхисенчен сӑмахсем йышлӑн кӗнинчен те, вырӑс чӑлхинче французсенчи евӗр конструкцисем пулса кайнинчен те тӗлӗнмелли ҫук.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех