Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вырӑнӗ (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лаптӑкӗ 985,55 км², чи ҫӳллӗ вырӑнӗ тинӗс шайӗнчен 864 м вырнаҫнӑ.

Площадь составляет 985,55 км², наивысшая точка расположена 864 м над уровнем моря.

Санта-Крус // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A1%D0% ... %BE%D1%81)

1960-мӗш ҫулсенче районӑн хӑвӑрт ӳсӗмӗ пуҫланӑ тата вӑл Лондонӑн туризм паллӑ вырӑнӗ пулса тӑнӑ: кунта нумай хваттерлӗ ҫӗнӗ ҫуртсем хӑпартнӑ, Риджентс-канал склачӗсемпе докӗсенчен ал ӑсталӑх пасарӗсене тунӑ.

В 1960-е годы произошёл бурный рост района и его превращение в важную туристическую достопримечательность Лондона: были возведены новые многоквартирные дома, а склады и доки Риджентс-канала были переоборудованы в ремесленные рынки.

Лондонри Камден // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... %B2%D3%97)

Паркӑн чи паллӑ вырӑнӗ — Соссусфлей тӑмлӑ плато.

Наиболее известным объектом парка является глиняное плато Соссусфлей.

Намиб-Науклуфт // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D0% ... 1%84%D1%82

1980-2002 ҫулсенче ҫӗр айӗнчи пурлӑха кӑларакан отрасльти 500 000 яхӑн ӗҫ вырӑнӗ ҫухалнӑ, ҫав вӑхӑтрах пулӑшу секторӗнче 300 000 яхӑн ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ ҫеҫ йӗркеленнӗ.

За период с 1980 по 2002 г. исчезли около 500 000 рабочих мест в добывающей отрасли, в то время как в секторе услуг появилось лишь около 300 000 новых рабочих мест.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Альтонӑпа Гамбург хушшинчи хурал вырӑнӗ (1880)

Застава между Гамбургом и Альтоной (1880)

Альтона // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 0%BD%D0%B0

Ҫапла, юхӑма хута янӑ хыҫҫӑн 50 млн тонна таран Урала тиев турттармалли калӑпӑш ӳсӗ, ҫулсем ҫинче инкексем пулассинчен те сыхлӗ, халӑх валли 85 пин ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/21/m-12 ... lahe-hutsh

Завод партнерӗсем – И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ тата Мускаври политехника университечӗн Шупашкарти институчӗ, унта лабораторисем йӗркелесе 25 ӗҫ вырӑнӗ туса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «ЭЛАРА» АО Генеральнӑй директорӗпе Андрей Угловпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/27/chav ... v-elara-ao

Тӗпелти вырӑнӗ ҫинче пӗчченех выртатчӗ Сантӑркка.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Урам хапхине, пӳрт алӑкне питӗрнӗ хыҫҫӑн, тахҫан пытарса хунӑ ханшине тупса, темиҫе стакан ӗҫсе ячӗ те, вырӑнӗ ҫине выртса, пуҫ ҫийӗнченех утиялпа витӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Улькан вырӑнӗ ҫине выртатчӗ те хӑй патне никама та ямастчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Мӗншӗн? — вырӑнӗ ҫине тӑрса ларчӗ Сантӑркка.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Камӑн выртса тӑмалли вырӑнӗ ку?

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Тупата, милицисем йытӑпа килнӗ! — вырӑнӗ ҫине сиксе тӑрса ларчӗ Кулюкка.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӳлӗ вырӑнӗ халӗ-те пур.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вырӑнӗ ҫине йывӑррӑн пырса ларчӗ Роза, куҫӗсем салхуланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл вырӑнӗ ҫине тӑрсах ларчӗ:

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗрле мӗнле тӗлӗк куртӑм-ши текелесе, ытти чухнехи пек анаслакаласа выртмарӗ, урине урайнелле усса, вырӑнӗ ҫине тӑрса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ку пӳлӗме килсе кӗрсе Матӗрне вырӑнӗ ҫине выртни, вӑл пӑхма тӑрӑшни питех тӗлӗнмелле пек туйӑнчӗ пулсан та, ӑна килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан валли хатӗрленӗ вырӑнӗ ҫаплипех, никам пуҫ хумасӑрах сарӑлса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вырӑнӗ те юрламалли вырӑн мар.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех