Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вырӑна (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашкӑр ҫакӑнта чарӑнчӗ, алла вӗҫертрӗ, юман кутӗнчи лапам вырӑна малти урисемпе чавалама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

«Уҫик ҫав вырӑна лайӑх пӗлме кирлӗ, ҫырлана сахал мар ҫӳренӗ пуль», — тенӗ бригадир.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ҫав вырӑна ҫитсе чечек татма ҫеҫ пӗшкӗнтӗм, ман ума кашкӑр амипе пилӗк ҫури саркаланса ӳсекен утмӑлтурат хыҫӗнчен сикрӗҫ тухрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Пӑрҫа е тулӑ тултарнӑ, ултӑ михӗ хунӑ урапана хыҫалтан ним мар йӑтса вырӑнтан вырӑна куҫарнӑ, ыраш кӗлти лавӗн тухса кайнӑ кустӑрмине пӗччен кӗртсе лартма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

«Тӑр, ывӑлӑм, тӑр, — тет каллех ашшӗ, — сан вырӑна эпӗ кӗрсе выртатӑп, эсӗ ҫуккине чун илли асӑрхамӗ».

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Маларах илсе пынисене виҫӗ-тӑватӑ уйӑхран е иккӗренех урӑх вырӑна ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра Барака тӑрӑран шыв анать, вырӑна йӗпетет, урайне кӳлленчӗк пуҫтарӑнать, ниҫта выртса е ларса канма типӗ вырӑн юлмасть.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Тантӑшсемпе ӑмӑртмалла чупса килнӗ асамлӑн туйӑнакан вырӑна ҫуллахи шӑрӑх кунсенче.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ашшӗпе амӑшӗ ҫывӑрма выртсан, мӗн пӗчӗкрен юратакан вырӑна, сарлака кантӑк янаххи ҫине хӑпарса ларчӗ, пин-пин сӑлтӑр чупакан хура тӳпене сӑнарӗ, тарӑн шухӑша путрӗ…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ирина куракансене чӑрмантарасран кӑшт пӗшкӗнерех утса вырӑна ҫитрӗ те: — Тутанса пӑхсам, — терӗ хут чӗркевне салатса.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Тепӗр ҫул валли ҫыхса пӗтеретӗн-и? — ыйтрӗ Алексей ун ҫумӗнчи пуш вырӑна йышӑннӑ май.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Мӗншӗн паянхи куна та пӗр тонна ҫурӑ ҫӗклеме пултаракан крана лартмалли вырӑна пушатман.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Кил те йышӑн ман вырӑна.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫавӑнпа малтанхи инженер пӳлӗмӗнче нимӗн те улӑштармарӗ, сӗтел ҫинче выртакан хутсене те, стена ҫинчи плакатсене те, шкап ҫумне ҫапнӑ пӑтаран ҫакӑнса тӑракан плащпа шлепкене те тӗкӗнмерӗ, пукансене те вырӑнтан вырӑна куҫармарӗ; килти пахчари кӑвак ҫеҫкеллӗ чечек куршукне ҫеҫ шывлӑ кантӑк савӑтпа уҫса хуракан календарь ҫумне лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӑйне лӑплантарма тӑрӑшса-ши асли сӗтел ҫинчи журналпа хут куписене вырӑнтан вырӑна куҫаркаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫӳреҫҫӗ вара ҫӑмартине хурса хӑварма ӑшӑ вырӑн тупайман калта пек пӗр ҫӗртен тепӗр вырӑна куҫса, пысӑк укҫа шыраса.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫӗнӗ хӳме ҫывӑхӗнче кӗмӗл алкаллӑ хӗр ятарлӑ вырӑна пысӑк саспаллисемпе илемлетсе ҫырнӑ «Юлташсем, кашни харпӑр хӑй ӗҫ вырӑнӗнче асӑрхануллӑ пулӑр, йӗркене ан пӑсӑр!» чӗнӳллӗ-хушуллӑ плакат ҫакать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Стройка пыракан вырӑна кӗме ирӗк паракан ятарлӑ хут кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Унччен вара политикӑра ытларах вырӑна хӗрлисем йышӑннӑ пулнӑ, ҫакӑ Люсечилпа унӑн таврашӗнче XX ӗмӗр тӑршшӗпех промышленноҫ промышленноҫӗ вӑйлӑ пулнипе ҫыхӑннӑ.

Прежнее засилье красных в политике связано с тем, что в Люсечиле и его окрестностях на протяжении всего 20 века доминировала промышленная промышленность.

Люсечиль коммуна // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D1% ... %BD%D0%B0)

Хам вырӑна тирпейлесе тӑриччен Маша вырӑнӗ ҫине выртса канам-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех