Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вырӑна (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унпа ултӑ сехет ҫурӑ хушшинче кирлӗ пек вырӑна ҫитме пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/21/m-12 ... lahe-hutsh

18 ҫулти тата аслӑрах хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче 1-мӗш вырӑна Софья Осипова тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи спорт сезонне уҫнӑ // Ирина ИЛЬИНА. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d1%85%d3%9 ... %bd%d3%91/

Ҫак ӳсӗмри яшсенчен 1-мӗш вырӑна Даниил Петров (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), 2-мӗшне Игорь Григорьев (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ), 3-мӗшне Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗнчи Константин Чумарин тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи спорт сезонне уҫнӑ // Ирина ИЛЬИНА. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d1%85%d3%9 ... %bd%d3%91/

Ыран ҫӗр улми тиесе станцине каякан машин ҫине хӑпарса лар та малтанхи вырӑна пыр.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ушкӑнӑн-ушкӑнӑн килнӗ ачасем аллея айккинчи уҫӑ вырӑна, ешӗл ҫерем ҫине тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ҫар ҫыннисем, хаклӑ хӑнасене вырӑн парса, япалисене те шанчӑклӑ вырӑна чикрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ, икӗ сӑмсаллӑ чугун кӑмканри шывпа пит-куҫа ҫукаласа, хушнӑ вырӑна, сӗтел хушшине, кӗрсе лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чула хӑй пӗлекен вырӑна пытарчӗ те лупасайӗнчи улӑм ҫине тӑсӑлса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кашкӑр выртнӑ вырӑна пырса пӑхрӗ — вӗрен татӑкӗ ҫеҫ выртать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вырӑнтан вырӑна питӗ хӑвӑрт куҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗтри пичче хӑй йӑлӑнса ыйтрӗ: «Ҫӗрле вутта каймалла. Эсӗ юл-ха ман вырӑна», — тет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫитменнине тата, ылтӑна пытарнӑ вырӑна тахӑшӗ мунча лартнӑ!

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑна шведсенчен хӳтӗлеме шурлӑхлӑ вырӑна Кронштадт текен крепость тутарнӑ…

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Маркел йытӑ шӑршлама чарӑннӑ вырӑна хӑй выртса шӑршласа пӑхрӗ:

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тайга ҫинчен те нимӗнех те пӗлместӗн эсӗ, — пурттине пӗрене пуҫне тӑрӑнтарчӗ те Ҫимун, тапак туртмалли вырӑна кайса, чӗлӗмне кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ватӑ тирексем кашласа ларнӑ вырӑна кӳршӗре пурӑнакан Ылтӑн Петрукӗ мунча лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Васкаса мар, йӗркеллӗ вырӑнтан вырӑна куҫрӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Уҫӑ вырӑна тухмасӑр, шурлӑхсенчен пӑрӑнса, вӑрман хӗррипе аллӑ ҫухрӑма яхӑн утрӗҫ салтаксем.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ман вырӑна, Васяков, эс юлатӑн!

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ним тума аптранипе Улька шыва сикнӗ вырӑна ишсе тухрӗ Эрхип.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех