Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вырсарникунсемпе (тĕпĕ: вырсарникун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫутҫанталӑк ӑна, ахаль кунсенче хура-сӑрӑ, вӗтӗ пӗрӗмсемлӗ капот тӑхӑнса тата таса вырсарникунсемпе хӑйӗн менелникӗсенче хӗрлӗ кашемиртан ҫӗлетнӗ тутӑр ҫыхса ҫӳремелле туса, каҫармалла мар йӑнӑш тунӑ пек туйӑнать; ӑна драгун салтакӗсенни пек мӑйӑх, кавалеристсенни пек ҫӳлӗ атӑсем килӗшерех панӑ пулӗччӗҫ.
III. Аппӑшӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вырсарникунсемпе праҫник кунӗсенче те ҫак ӗҫчен кӑткӑсем лӑпланса лармаҫҫӗ: ун чухне кухньӑра ҫӗҫӗсемпе шаклаттарни тӑтӑшрах та вӑйлӑнрах илтӗнсе тӑрать; хӗрарӑм темиҫе хутчен кухньӑран кӗлете кайса килет, ҫӑнӑхпа ҫӑмарта ытти кунхисенчен икӗ хут ытларах ҫӗклет; кайӑк-кӗшӗк картинче унчченхинчен ытларах ҫухӑрашни илтӗнет, ытларах юн юхать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Страницăсем:
- 1