Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вилесенчен (тĕпĕ: виле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Суккӑр пек, ик аллине малалла тӑснӑ та асӑрханса пускалать, вилесенчен такӑна-такӑна ӳкет, тӑрать те кайсан-кайсан татах тӑрӑнать.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хулапа посад урамӗсене купи-купипе выртакан вилесенчен тасатман-ха, халь унта каллех ҫынсене вӗлереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӑнран тухса, цирк варринче ӳкес марччӗ тесе, вӑл аренӑна вилесенчен тасатма пынӑ пӗр лорарий хулпуҫҫийӗнчен таянчӗ.

И, чтобы не упасть без чувств на арену цирка, он оперся о плечо одного из лорариев, явившихся убирать трупы.

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вӑл вилесенчен те, ҫветтуй Шӑматкунтан та, ҫветтуй Кириллерен те, жандармран та, винтовкӑран та, господасенчен те хӑрать.

Боится он и вурдалаков, и святой Пятницы, и святого Кирилла, и жандарма, и ружья, и городских жителей.

25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вӑл тӑмран, юнланнӑ татӑк-кӗсӗксенчен тата кашнине пӗр тӗрлӗ сӑн ӳкнӗ сарӑ вилесенчен тӑракан ҫӑрӑлчӑк евӗр.

Смесь глины, кровавого тряпья и замерших в различных позах желтых трупов.

XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Урам вӗҫӗнче пысӑк площадь — читока, йӗри-тавра чура баракӗсем; ҫуртсен ҫийӗпе ҫӳлте улӑпла баньян тӑррисем сарӑлса кайнӑ, унта та кунта, ҫӳлелле кӑнтарнӑ шӑпӑр евӗр, ҫӳллӗ пальмӑсем ӳсеҫҫӗ; урамсенчи ҫӳп-ҫапра виле хурчкисем чакаланаҫҫӗ — хулана вилесенчен тасатаҫҫӗ.

В конце ее находилась большая площадь — «читока», окруженная невольничьими бараками: высоко над крышами домов величественно развертывались пышные кроны гигантских баньянов, там и сям росли высокие пальмы, похожие на поставленные торчком метелки; на улицах копались в отбросах стервятники, занятые санитарным обслуживанием городка.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫын ҫӳремен, ҫӳллӗ курӑк ҫеҫ кашласа ларнӑ пушӑ вырӑнта пӑрахӑҫа кӑларнӑ кивӗ пусӑ курӑнса кайни, ҫитес тӗл ҫывӑхрах пулни тата Жучка ҫавӑнта иккенӗ — ҫаксем ӗнтӗ Тёма шухӑшне ӑнсӑртран асне илнӗ вилесенчен аяккалла пӑрса ячӗҫ.

Вид заброшенного, пустынно торчавшего старого колодца, среди глухой, поросшей только высокой травой местности, близость цели, Жучка — отвлекли Тёму от мертвецов.

Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Энӗшкасси ҫыннисем вилесенчен темрен хӑранӑ пек хӑранӑ, ҫавӑнпа вӗсем: «Виле хураллама кайиччен, ҫӗрӗ пӗттӗр», — тесе шут тунӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Типвар тӗпӗнчи вилесенчен тухакан шӑршӑ сывлӑша сарӑлнипе унӑн пуҫӗ ҫаврӑнчӗ, кӑмӑлӗ пӑтранчӗ.

Голова кружилась, и к горлу подступала тошнота от воздуха, настоенного смрадом разлагающихся трупов.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вилесенчен ав епле йывӑр шӑршӑ перет, пӗтӗм ӑш пӑтранса тухать.

От этих убиенных такой чижелый дух идет, ажник с ног шибает!

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вилесенчен те усалтарах вӗсем.

Это будет похуже всякого мертвеца.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех