Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Васкасан (тĕпĕ: васка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Милиционер ҫав тери васкасан та ик-виҫ сӑмах каласа хӑварчех: темле ҫын ачасене пломба ваттарса вакунран ещӗк ҫӗклеттерсе кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Анчах, Ваше сиятельство, тем пек васкасан та, поездран малтан каяймӑр.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗнле васкасан та кӑнтӑрлахи апатчен ватӑ кирлӗ ҫӗре ҫитеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах темле васкасан та тытса илнӗ ясыре пӑрахса хӑварма ҫук.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Васкасан — салтаксем сисме пултарасран хӑрать.

Боялась, как бы солдаты чего не заподозрили.

IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Анчах вӗсем темле васкасан та, Ивановкӑна тул ҫутӑлнӑ тӗле тин ҫитнӗ.

Но, как они ни торопились, дошли до Ивановки только на рассвете.

I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

— Вӑл мужик пирӗн пата килме васкасан, аван пулатчӗ!

— Кабы этот ваш мужичок поторопился прийти к нам!

XIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Задача йывӑр: вӑраха яма юрамасть — саманта хамӑр алӑран вӗҫертет-пӗр, питех те васкасан — мӗнпур ӗҫе пӑсатпӑр.

Задача трудная: медлить нельзя — упустим момент, а слишком поторопимся — испортим все дело…

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Васкасан эпир хамӑр та читлӗхе лекме пултаратпӑр.

Если мы будем спешить без оглядки, то и сами можем угодить в клетку.

Токороро тата Токколоро // Владислав Николаев. Килти архив

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех