Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аҫуна (тĕпĕ: аҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ан кай Паймук таврашне, ан итле аҫуна.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чуп, аҫуна кайса пӗлтер.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Нивушлӗ аҫуна хупсах лартӗҫ, ывӑлӑм? — терӗ те Укҫине, куҫҫульне шӑла-шӑла тур кӗтессинелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Эпӗ сан аҫуна та пӗлеттӗм, — терӗ капитан.

— Знавал я твоего отца, — сказал капитан.

IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Сан аҫуна вӗлерни — пӗрре.

Отца у тебя убили — раз.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Сан аҫуна вӗлерчӗҫ терӗн-и? — тесе сасартӑк манран ыйтрӗ.

— Так отца-то у тебя убили? — неожиданно спросил он.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Эппин, хреснай аҫуна ҫапла кӗтсе илен-ха, — терӗ Крапивин, кравать ҫине Ваньккапа юнашар ларса.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Аҫуна пульницана эпӗ пӗчченех леҫӗп.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ольга Матвеевна, аҫуна пульницана леҫмелле, тухтӑр кана пулӑшма пултарать ӑна, — терӗ Телегин.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ну, шӗвӗрккесем, аҫуна ыталаса саламлӑр-ха пӗрре ҫуралнӑ кун ячӗпе, анчах костюма ан варалӑр, — апат-ҫимӗҫ чиксе тултарнӑ сумкисене йӑтса ачисем патне пычӗ ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Аҫуна?!

Куҫарса пулӑш

Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Аҫуна киле ӑсатса хӑвартӑм-ха, ӳсӗрскерне.

Куҫарса пулӑш

Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Санӑн аҫуна вӗлернӗ вӗт?

У тебя отца убили?

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Нумай пулмасть анархизмпа интересленме пуҫланӑ тата анархистсен клубне ҫӳрекен Кондратие вӑл пулас пролетари ҫарӗн генералӗ тума шутларӗ, е тата: «унтан та лайӑх, революци флочӗн адмиралӗ: тинӗс юнашар, аҫуна — моряках темелле, Фински залива питӗ аван пӗлет. Тӗрӗс, адмирал пулатӑн!» — тесе хучӗ.

Кондратия, недавно увлекшегося анархизмом и похаживающего в анархистский клуб, он прочил в генералы будущей пролетарской армии или, «еще лучше, в адмиралы революционного флота: море рядом, отец — почти моряк, отлично знает Финский залив. Да, будешь адмиралом!»

8 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Эпӗ санӑн аҫуна та парӑнтартӑм, унӑнне те мӑйракине хуҫрӑм, сана асӑнмаллӑх, пӑх!

Я и с отцом твоим справился, я в ему рога сломил, — тебе пример, смотри!

Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.

Асту, аҫуна ан шарла; иксӗмӗре те вӑрҫса пӑрахӗ…

Гляди, отцу не сказывай: обоих нас изругает…

XIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Амӑшӗ Ленькӑна кӑштах чарса тӑчӗ, ӑна ыталаса илчӗ, унтан вара, ывӑлне хӑйӗн вӑрттӑн та чӗрине ыраттаракан шухӑшӗсене пӗлтерме тивнӗшӗн именсе: — Эсӗ унта, Ленюшка, аҫуна кӑшт асӑрхакала… — терӗ; пӑртак татах иккӗленсе тӑчӗ.

Мать задержала Леньку, обняла его и, смущаясь, что приходится посвящать сына в свое потаенное, горькое, сказала ему: — Ты уж, Ленюшка, пригляди там за отцом… — мать замялась.

III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Аҫуна эсӗ пӗрре те туррине каламан: сӑмахсӑр, тӑрӑхласа пӑхни тӑватӑ пӳлӗмлӗ хваттер ҫинчен, аҫу ҫинчен ху мӗнле шухӑшланине ҫителӗклӗ кӑтартса парать тенӗ эсӗ.

Ты ни разу не сразился с отцом, тебе всегда казалось: достаточно одних иронических взглядов, чтоб выразить свое отношение и к метлахской плитке, и к этой четвертой комнате.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

«Савнӑ хӗрӗм, кӗҫӗн хӗрӗм, юратнӑ хӗрӗм, пехил сана манран, тӑван аҫунтан, вӑрман тискерӗ патне, тинӗс эсрелӗ патне эсӗ ху ирӗкӳпе кайса пурӑнма килӗшетӗн, аҫуна вилӗмрен хӑтарса хӑваратӑн.

«Дочь моя милая, хорошая, пригожая, меньшая и любимая, да будет над тобою мое благословение родительское, что выручаешь ты своего отца от смерти лютой и по доброй воле своей и хотению идешь на житье противное к страшному зверю лесному, чуду морскому.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Сан пирки эп аҫуна сӑмах панӑ — ура ҫине тӑратӑп, тенӗ…

Я отцу твоему дал слово — поставить тебя на ноги…

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех