Шырав
Шырав ĕçĕ:
14. Вӑл Манра мӗн пуррине илӗ те ҫавна сире пӗлтерӗ, ҫапла Мана мухтава кӑларӗ; 15. Аттемӗн мӗн пурри пурте Манӑн; ҫавӑнпа Эпӗ: Вӑл Манра мӗн пуррине илӗ те ҫавна сире пӗлтерӗ, терӗм.
Ин 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Мана юратманни Манӑн сӑмахӑмсене пурӑнӑҫламасть; эсир илтекен сӑмах — Манӑн мар, Мана Яракан Аттемӗн.
Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Аттем Мана пани пурте Ман патӑма килӗ; Хам патӑма килекене Эпӗ хӑваласа ямӑп: 38. Эпӗ ҫӳлтен Хам ирӗкӗме тума мар, Хама янӑ Аттемӗн ирӗкне тума аннӑ; 39. Мана янӑ Аттемӗн ирӗкӗ акӑ ҫакӑ: Манӑн Вӑл панисенчен пӗрне те ҫухатмалла мар, юлашки кун пурне те вилӗмрен чӗртсе тӑратмалла; 40. Мана Яраканӑн ирӗкӗ акӑ ҫапла: Ывӑлне куракан, Ӑна ӗненекен кирек кам та ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пултӑр, Эпӗ вара ӑна юлашки кун чӗртсе тӑратӑп, тенӗ.
Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
мӗнле илтетӗп, ҫапла сут тӑватӑп; Манӑн сутӑм тӗрӗс, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Хам ирӗкӗме мар, Хама янӑ Аттемӗн ирӗкне пурӑнӑҫлатӑп.Как слышу, так и сужу, и суд Мой праведен; ибо не ищу Моей воли, но воли пославшего Меня Отца.
Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара кантраран пушӑ тунӑ та пурне те вӑкӑрӗ-сурӑхӗ-мӗнӗпех Турӑ Ҫуртӗнчен хӑваласа кӑларнӑ; укҫа улӑштаракансенӗн укҫисене сапаласа янӑ, вӗсенӗн сӗтелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ; 16. кӑвакарчӑн сутакансене ҫапла каланӑ: йӑлтах илсе кайӑр кунтан, Ман Аттемӗн Ҫуртне суту-илӳ ҫурчӗ ан тӑвӑр, тенӗ.
Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара вӑл шухӑшласа илнӗ те каланӑ: «манӑн аттемӗн мӗн чухлӗ тарҫӑ тӑраниччен ҫӑкӑр ҫисе пурӑнать, эпӗ выҫӑ вилетӗп!
Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манӑн Хамӑн Аттемӗн Ҫуртӗнче пулмаллине пӗлмен-и-мӗн эсир? тенӗ.или вы не знали, что Мне должно быть в том, что принадлежит Отцу Моему?
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Унтан вӗренекенӗсем ҫинелле аллипе кӑтартса каланӑ: акӑ Манӑн аннем, акӑ Манӑн тӑванӑмсем: 50. кам Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурӑнӑҫласа пурӑнать, ҫавӑ Манӑн пиччем-шӑллӑм та, аппам-йӑмӑкӑм та, аннем те пулать, тенӗ.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Мана: «эй Ҫӳлхуҫамӑр! эй Ҫӳлхуҫамӑр!» тесе калакан кашни ҫынах Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗ, унта Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурӑнӑҫлакан ҫеҫ кӗрейӗ.
Мф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Симон хӑйӗн икӗ аслӑ ывӑлне, Иудӑпа Иоана, чӗнсе илнӗ те вӗсене ҫапла каланӑ: эпӗ хам та, манӑн тӑванӑмсем те, манӑн аттемӗн килӗ те мӗн ҫамрӑкран паянхи кунчченех Израиль тӑшманӗсене хирӗҫ вӑрҫнӑ, хамӑр алӑпа Израиль халӑхне нумай хутчен ӑнӑҫлӑн ҫӑлса хӑварнӑ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Санпа пӗрле — Санӑн ӗҫӳсене пӗлекен ӑслӑлӑх, вӑл Эсӗ тӗнчене пултарнӑ чухнех Санпа пӗрле пулнӑ, вӑл Санӑн умӑнта мӗн кирлине, Санӑн ӳкӗтӳсем тӗлӗшӗнчен мӗн тӳррине пӗлсе тӑрать: 10. сӑваплӑ тӳперен ярса парсам ӑна, Хӑвӑн мухтавлӑхун аслӑ пуканӗнчен ярса парсам ӑна — вӑл мана ӗҫӗмсенче пулӑшса пытӑрччӗ, Сан умӑнта мӗн кӑмӑллӑ пулнине манӑн пӗлсе тӑрасчӗ: 11. вӑл пӗтӗмпех пӗлет, ӑнланать, ӗҫӗмсенче мана ӑслӑн ертсе пырӗ, мана хӑйӗн мухтавлӑхӗпе упраса хӑварӗ; 12. вара ӗҫӗмсем те ӑнса пырӗҫ, Санӑн халӑхна тӳррипе сут тӑвӑп, аттемӗн аслӑ пуканне тивӗҫлӗ пулӑп.
Ӑсл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эпӗ те аттемӗн ывӑлӗ, аннемӗн пӗтӗм чунтан юратнӑ пӗртен-пӗр ывӑлӗ пулнӑ; 4. аттем мана вӗрентсе ҫапла калатчӗ: чӗрӳ манӑн сӑмахӑмсене упратӑр; эпӗ ӑс панине асра тыт — вара пурӑнӑн эсӗ.
Ытар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫапла, ҫапла, манӑн аттемӗн Турри, Израиль еткерӗн Турри, тӳпепе ҫӗр Пуҫлӑхӗ, шыва Пултараканӗ, Хӑв пултарнӑ кирек мӗнӗн те Патши!
Иудифь 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иудифь вара ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, пуҫӗ ҫине кӗл сапнӑ, ҫийӗнчи хурлӑх тумне хывса пӑрахнӑ; ҫак вӑхӑтра Иерусалимра Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тин ҫеҫ фимиам тӗтӗрнӗ пулнӑ, Иудифь пӗтӗм чун хавалӗпе Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑннӑ: 2. эй манӑн аттемӗн Симеонӑн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ, Эсӗ ун аллине ют йӑх ҫыннисене тавӑрмашкӑн хӗҫ тыттарнӑ: хӗр варне уҫса мӑшкӑл тунӑ, ун пӗҫҫине уҫса намӑс кӑтартнӑ, унӑн варне хур туса ирсӗрлетнӗ ют йӑх ҫыннисене тавӑрма хӗҫ тыттарнӑ!
Иудифь 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ пӗлсе тӑратӑн: упӑшкасем тӗлӗшӗнчен эпӗ ҫылӑха кӗмен, 15. эпӗ ҫак ҫӗрте тыткӑнра пурӑннӑ чухне хам ята та, атте ятне те чысран кӑларман; эпӗ аттемӗн пӗртен-пӗр ачи, йӑхне тӑсаканни ывӑл та ҫук унӑн, хӑйпе пӗртӑван пиччӗш-шӑллӗ те ҫук, пӗртӑванӗн ывӑлӗ те ҫук, аттепе пӗртӑванӗн ывӑл пулнӑ пулсан, эпӗ ӑна качча кайма хама хам упранӑ пулӑттӑм; ӗнтӗ манӑн ҫичӗ упӑшка вилсе выртрӗ.
Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫакна илтсессӗн Саррӑн кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ, вӑл хӑйне вӗлерес патнех ҫитнӗ, анчах ҫапла шухӑшласа илнӗ: эпӗ аттемӗн пӗртен-пӗр ачи, эпӗ ҫапла тӑвас пулсан, аттене намӑс пулӗ, ватӑскере хуйхӑртса ҫӗре кӗртӗп, тенӗ.
Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иерусалимран хӑпнӑ йӑхсем Ваал пӑрӑва чӳк туса пурӑннӑ пулсан, манӑн Неффалим аттемӗн килӗ те ҫавӑн пекех туса тӑнӑ.5. Как все отложившиеся колена приносили жертвы Ваалу, юнице, так и дом Неффалима, отца моего.
Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Неффалим аттемӗн пӗтӗм йӑхӗ Иерусалим Ҫуртӗнчен — Израилӗн пур йӑхӗ те парне кӳрсе тӑма суйласа илнӗ вырӑнтан, Ҫӳлти Турӑ пурӑнакан, тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ, ӗмӗрлӗхе лартнӑ Ҫуртран — хӑпнӑччӗ.
Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пӗрле ӳссе ҫитӗннӗ ҫамрӑксем каланӑ ӑна: санпа калаҫса, сана: «санӑн аҫу пирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хучӗ, эсӗ ӗнтӗ ҫӑмӑллӑх парсамччӗ пире» тенӗ ҫак халӑха ҫапла кала, ҫапла кала вӗсене: манӑн кача пӳрнем те аттемӗн пилӗкӗнчен хулӑнрах.
2 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑй каланӑ сӑмаха Ҫӳлхуҫа вырӑна килтерчӗ: Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, эпӗ Давид аттемӗн вырӑнне кӗрсе Израилӗн патша пуканӗ ҫине лартӑм, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе Ҫурт туса лартрӑм.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.