Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аслисене (тĕпĕ: асли) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку ҫемьере ӗҫе юратма, аслисене хисеплеме вӗрентеҫҫӗ.

В этой семье прививаются любовь к труду и уважение к старшим.

Ерастовсен ҫемйин лӑпкӑ гаванӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-02- ... an-3641505

Архип Григорьевич аслисене хирӗҫ тухса кӗтсе илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпир те, пӗчӗк ачасем, аслисене пулӑшкалам пекки тукалаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Пӗчӗклех вӑл пӳрт-ҫурт таврашӗнчи, пахчари ӗҫре аслисене пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ачасем паян шкултан таврӑнсан киле панӑ ӗҫсене пурнӑҫланӑ, кил-ҫуртра аслисене пулӑшса шыв кӳнӗ, выльӑх-чӗрлӗх ай сарӑмне улӑштарнӑ хыҫҫӑн каллех вӑйӑ вырӑнне, Арман ҫырми хӗррине пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Вӑл рабочисене пӗрре те ятламан, вӗсен кӑмӑлне пӑсман, ӗҫлеме чӑрмантарман: аслисене ятланӑ, явап тыттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӑйне канӑҫ паман ыйтупа общежити коменданчӗпе Марина Осиповнӑпа калаҫрӗ: ҫамрӑксем аслисене хисеплеме, вӗсем асӑрхаттарнине шута-вырӑна хума пӗлменнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Аслисене уйӑрса кӑларасшӑн, ҫӗнӗ паҫмасем касса парасшӑн, — пайларӗ пӗррехинче вӑрҫӑ умӗн ҫемье пуҫӗ савӑнӑҫне Ермолайпа.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫамрӑк ӑрӑвӑн тӗллевӗ — аслисене упрасси, хисеплесси тата ватӑ ҫынсен пурнӑҫӗ телейлӗ, интереслӗ те тивӗҫлӗ пултӑр тесе мӗн май килнӗ таран пурне те тӑвасси.

Задача молодого поколения - беречь, уважать старших и делать все возможное, чтобы жизнь пожилых людей была счастливой, интересной и достойной.

Октябрӗн 1-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... un-3461957

РФ Федераци Канашӗн наука, вӗрентӳ тата культура енӗпе ӗҫлекен комитетӑн председателӗ Лилия Гумерова Ӗпхӳ хули ачасемпе аслисене пӗрлештерекен илемлӗ вырӑн пулса тӑнине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пушкӑртстан ачалӑхран пуҫланать» // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/festival/202 ... at-3444589

Енчен те сире фестиваль килӗшрӗ пулсан хаваспах ачасемпе аслисене ҫитес ҫул «Атя выляма» мероприятие йыхравлатӑп, – тенӗ Радий Хабиров фестивале хупассипе ҫыхӑннӑ церемонире.

Куҫарса пулӑш

«Пушкӑртстан ачалӑхран пуҫланать» // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/festival/202 ... at-3444589

Аслисене кӗрсе тустарасшӑн эп, — харсӑррӑн пӗлтерчӗ Тунькка.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Урамра выляса-кулса ҫӳрес, шкулта тӑрӑшса вӗренес вырӑнне уй-хирте тӑрӑшнӑ, аслисене пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫӑмӑл пулман // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Ҫак кун ял ҫыннисемпе митинга хутшӑнакансем Александр Кузьмина, фашизма ҫӗнтерес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ салтак пек лайӑх юлташ вырӑнне хурса, кӑмӑллӑн кулакан, аслисене хисеплекен, ырӑ кӑмӑллӑ та ырӑ ҫынна аса илнӗ.

В этот день односельчане и участники митинга вспоминали Александра Кузьмина, как хорошего товарища, безотказного и добродушного человека с обаятельной улыбкой и уважительным отношением к старшим, как воина, внесшего огромный вклад в дело победы на фашизмом.

Никама та манман, нимӗн те манӑҫман // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... an-3415095

Унсӑр пуҫне вӑл ачасемпе аслисене ҫав ӗҫе хӑнӑхтарать, куравсем ирттерет, видеоуроксем ҫырса илет.

Кроме того, он обучает детей и взрослых лозоплетению, проводит выставки, записывает видеоуроки.

Чӗрӗ хулӑран тӗрлӗ япала ҫыхма вӗрентет // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35539.html

Аслисене пӑхӑнӑр, вӗсен ирӗкӗнчен ан тухӑр…

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хамӑр хыҫҫӑн ӑру хӑварасси, ҫемье пӗлтерӗшӗ ҫинчен калаҫнӑ май Людмила Никандровна: «Ҫемье пурнӑҫӗн тӗп шухӑшӗ тата тӗллевӗ - ачасене воспитани парасси. Воспитанин тӗп шкулӗ вара упӑшкипе арӑмӗ, ашшӗпе амӑшӗ хушшинчи хутшӑнусем. Ача-пӑча аслисене курса ӳсет-ҫке», - пӗлтерет сакӑр теҫеткенелле хӑвалакан этемлӗхӗн черчен пайӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑр хисеплени хаклӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/mashar-xisepleni-xakla.html

Залра вырӑн юлмарӗ, аслисене пурне те кухньӑна лартрӗҫ, кукамайпа кукаҫие те.

В зале не осталось места, и всех взрослых выгнали из зала на кухню, даже дедушку с бабушкой.

Торт // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/636

Петр Николаевич малтанхи вӑхӑтра Ҫӗнӗ Мами шкулӗнче кӗҫӗн классене, аслисене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Николаевсем хӑйсен «тимӗр» туйне уявларӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d0%bd%d0% ... %bb%d0%b0/

Майӑн 8-мӗшӗнче иртекен митингсем, «Асӑну ҫурти» акци аслисене те, ҫамрӑксене те йышлӑн пуҫтарать.

Куҫарса пулӑш

Патриотсем пуртан ҫӗршыв тӗреклӗ // Е.ГЕННАДЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех