Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аслинчен (тĕпĕ: асли) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑншӑн мана аслинчен те, Семен Семеновичран та ят тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Салтакри малтанхи ҫулсенче Григорьев ҫут тӗнче мӗнле аслинчен тӗлӗнсе ҫӳренӗ.

В первые годы солдатской службы Григорьев не переставал удивляться: как велик мир!

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Наука ҫулӗпе малалла хӑпарас тетӗн пулсан, аслинчен ан ирт.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Христиансен мункунӗ ҫитсен, пӗтӗм команда ячӗпе, Никифоров хӑйсене хураллакансен аслинчен тыткӑнри салтаксене ҫывӑхри пӗр-пӗр православи чиркӗвне илсе кайма ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чурачӑка ҫӗр выртма кӗрсен, хӑйне милици уйрӑмӗнчи темле пӳлӗме хупса хурас умӗн кӑна конвойӑн аслинчен ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хуп ҫӑварна тархасшӑн, аслинчен ҫӳле ан сик-ха ҫапла! — тарӑхса каларӗ Ременюк.

Заткнись, ради бога, — зловеще сказал матросу Ременюк: — Поперед батьки не суйся в пекло! —

XV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Пӗри, пӗр 50 ҫулсенелле ҫитнӗ хура куҫлӑ та хаяртарах сӑнарлӑ хӗрарӑмӗ, бинт тата корпи тытнӑ, вӑл хӑй хыҫӗнче пыракан ҫамрӑк фельдшера приказанисем парать; тепри питӗ чипер хӗр, пӗр 20-сенче пулӗ ӗнтӗ вӑл, пичӗ ачаш та шурчак ун, пусарах лартнӑ шурӑ чепчик айӗнчен унӑн сӑнӗ темӗнле уйрӑммӑнах ҫепӗҫҫӗн, хӑй тӗллӗн ним тума та пултарайман ҫын сӑнӗ евӗр курӑнать, аллисене вӑл кӗске саппун кӗсьисене чикнӗ, пуҫне пӗкнӗ, аслинчен юласран хӑраса пырать тейӗн ӑна.

Одна женщина, лет 50, с черными глазами и строгим выражением лица, несла бинты и корпию и отдавала приказания молодому мальчику, фельдшеру, который шел за ней; другая, весьма хорошенькая девушка, лет 20, с бледным и нежным белокурым личиком, как-то особенно мило-беспомощно смотревшим из-под белого чепчика, обкладывавшего ей лицо, шла, руки в карманах передника, потупившись, подле старшей и, казалось, боялась отставать от нее.

11 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Кафере, столовӑйра, ресторанта тӗл пулма палӑртнӑ пулсан, арҫын унта хӗрарӑмран иртерех, кӗҫӗнни аслинчен маларах ҫитмелле.

На свидание, назначенное в кафе, столовой или ресторане, мужчина приходит раньше женщины, молодой раньше пожилого и пригласивший раньше приглашенного.

Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Эпӗ пуринчен те, ҫав шутрах, чи аслинчен те ыйтнӑччӗ-ҫке?

Я же просил, просил всех, включая главного?

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл аллисен ытамӗнче хӗснӗ чухне, Тетка, хӑйӗн пырса лекме тивнӗ тӗнчене йӑкӑлт пӑхса илнӗ те, вӑл ҫав тери аслинчен тӗлӗнсе тата савӑнса кайнипе, пӗр самантлӑха хытса тӑнӑ, унтан хуҫи ытамӗнчен вӗҫерӗнсе тухнӑ та, ниҫта кайса кӗме пӗлменнипе, юла пек, пӗр вырӑнта ҫавӑрӑнма пуҫланӑ.

Тетка, пока он тискал ее в своих объятиях, мельком оглядела тот мир, в который занесла ее судьба, и, пораженная его грандиозностью, на минуту застыла от удивления и восторга, потом вырвалась из объятий хозяина и от остроты впечатления, как волчок, закружилась на одном месте.

VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Хӑвӑн пӗлӳ ҫитмест пулсан, аслинчен ыйт, хӑв пуҫупа ан иртӗн.

Нет у самого если образования; так главного своего спроси, а не самовольничай!

25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Аслинчен «ҫӑлтӑр чирӗ» ермен вӗсене.

От старшего «звёздная болезнь» к ним не прилипла.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Аслинчен «ҫӑлтӑр чирӗ» ермен вӗсене.

От взрослых "звездная болезнь" к ним не приставала.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

9. Лешӗсем ҫакна илтсен, намӑсланса, аслинчен пуҫласа кӗҫӗннине ҫитичченех пӗрин хыҫҫӑн тепӗри салана пуҫланӑ; Иисуспа вӑта ҫӗрте тӑракан хӗрарӑм анчах тӑрса юлнӑ.

9. Они же, услышав то и будучи обличаемы совестью, стали уходить один за другим, начиная от старших до последних; и остался один Иисус и женщина, стоящая посреди.

Ин 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Кӗҫӗнни аслинчен пиллӗх илет — кун пирки никам та тавлашас ҫук.

7. Без всякого же прекословия меньший благословляется большим.

Евр 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Вӑл вӗсене аслинчен пуҫласа кӗҫӗннине ҫитичченех ухтарса тухнӑ; курка Вениамин миххинче тупӑннӑ.

12. Он обыскал, начал со старшего и окончил младшим; и нашлась чаша в мешке Вениаминовом.

Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Лаван каланӑ: пирӗн енче апла тумаҫҫӗ: кӗҫӗннине аслинчен малтан качча памаҫҫӗ; 27. ӗнтӗ ҫакӑн эрнине вӗҫле те, вара сана теприне те парӑпӑр, уншӑн эсӗ ман патӑмра тата ҫичӗ ҫул ӗҫлесе тӑрӑн, тенӗ.

26. Лаван сказал: в нашем месте так не делают, чтобы младшую выдать прежде старшей; 27. окончи неделю этой, потом дадим тебе и ту за службу, которую ты будешь служить у меня еще семь лет других.

Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех