Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Амансан (тĕпĕ: аман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана юрӗ, амансан та…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн, имӗш, тата тепӗр «Юрги» хӗресӗ илмелле пулнӑ та, хӑй амансан писарьсем ҫухатнӑ…

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Аллу амансан алсу ӑшне чик, пуҫу ҫурӑлсан ҫӗлӗкпе хупла тенӗ.

Руку покалечили — спрячь в рукавицу, голову расколют — шапкой прикрой.

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Йывӑр амансан та, енчен те эсир маларах персе ӗлкӗреетӗр тӗк, Гравелот сире ҫамкӑртан е сӑмсӑртан, кирек ӑҫтан та… тӗп-тӗлех лектересси паллах.

 — Даже тяжело раненный, если вы успеете выстрелить раньше, Гравелот отлично поразит вас в лоб или нос, куда ему вздумается.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Понятовские хирӗҫ Утица ялӗ патӗнче Тучков кӗрешнӗ, ҫапӑҫу хирӗнчен вӑл йывӑр амансан тин тухнӑ, — ҫак кунах флешсем патӗнче алӑра ялав тытса Тучковӑн пиччӗшӗ вилнӗ.

Против Понятовского у деревни Утица действовал Тучков, покинувший поле боя только после тяжелой раны, — брат Тучкова, погибшего в тот же день на флешах со знаменем в руках.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Иккӗмӗш хут амансан та, Приходько парӑнма шухӑшламан.

Раненный второй раз, Приходько и не думал сдаваться.

Паттӑрла ӗҫ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Горацисем иккӗшӗ вилсе выртсан, Куриацисем виҫҫӗшӗ те амансан, чӗрӗ юлнӑ Гораций тарма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Эпӗ ҫак хастарлӑ яшпа юнашар пултӑм, вӑл амансан та халӗ ҫитнӗ таран паттӑрӑн ҫапӑҫнине куртӑм, эпир тарма пуҫларӑмӑр, хамӑрпа пӗрле ӑна та ирӗксӗрлесе илсе кайрӑмӑр.

Я стоял рядом с этим мужественным юношей и видел, как он сражался раненый, в то время, когда мы все обратились в бегство, в которое вовлекли и его.

XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Манӑн ӑраскалӑм пулмарӗ, ҫавӑнпа манӑн вилес пулать: анчах, Марк Красс, эсӗ те, пур юлташӑмсем те эпӗ хӑравҫӑ пулманнине, тарманнине, амансан та римлянина тивӗҫлӗ пек ҫапӑҫнине пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа хӗрхенме ыйтатӑп ликторсен розгисем манӑн ҫурӑма ан варалаччӑр, вӗсем мана тӳрех пуртӑпа касчӑр.

Судьба оказалась против меня, и я должен умереть: но так как ты, Марк Красс, знаешь, как знают все мои товарищи по оружию, что я не был трусом и не бежал, а храбро сражался, как подобает римлянину, хотя и был ранен, — то я прошу у тебя милости: пусть розга ликторов не оскверняет моей спины, пусть они меня ударят, но только топором.

XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ури амансан, вӑл чӗркуҫленсе те пулин, хӑйне тӑшмансем касса вакличченех, ҫапӑҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Умсӑмах // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 5–9 с.

Унтан вӑл вилнӗ; вилнипе вӑл лайӑх тунӑ, Николай патша пулнӑ кичем, кӗрхи пек сӑнсӑр вӑхӑтра ҫавӑн пек ҫынсем — вилесле амансан та ватӑ лекарь ҫинчен астӑвакан, вилес умӗн те хӑйӗн тусӗн ывӑлӗ пирки ыйтнисӗр пуҫне нимӗн хушса хӑварма та пӗлмен ҫынсем пеккисем кирлӗ пулман.

Потом он умер и хорошо сделал, прозаическому, осеннему царствованию Николая не нужно было таких людей, которые, раненные насмерть, помнят о старом лекаре и, умирая, не знают, что завещать, кроме просьбы о сыне приятеля.

Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Суккӑр старик молдаванкӑна качча илнӗ пулнӑ, — амансан вӑл унӑн пӳртӗнче выртнӑ; ҫав хӗрарӑм ҫамрӑках пулман; сӑмси курпун тата куҫӗсем ӑмӑрткайӑкӑнни пек, тем пысӑкӑш пулнӑ пулин те, унӑн кӑмӑлӗ ҫав тери лӑпкӑ пулнӑ.

Слепой старик был женат на молдаванке, у которой в доме лежал раненый; она была не первой молодости и, несмотря на большой римский нос и на огромные орлиные глаза, отличалась великим смирением духа.

II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Татах тепӗр ултӑ хут амансан та…

Быть еще семь раз раненым…

XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Персен те пӗрре пенипех вӗлерес ҫук ӗнтӗ ӑна, вилмесен вара, пӗтрӗ пурнӑҫ, амансан тигр пушшех тискерленсе каять.

Но такого зверя одним выстрелом не убьешь, а раненый он еще опаснее.

Йӑнӑш курӑннӑ-мӗн… // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 11–15 с.

«Халӑх ӑна питӗ ӑшшӑн хӗрхенет, вӑл ҫапӑҫура амансан, Илюш, Илька тесе чӗнет: «Илькан ури аманнӑ».

«Народ относится к нему ласково, жалеет, когда он ранен в бою, называет Иленькой и Илюшенькой: «Ножка у Иленьки подвернулася».

Ҫырса пымалли пӗчӗк кӗнеке // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Ҫула илсе тухнӑ япаласенчен тата амансан е суранлансан кирлӗ хатӗрсем: пуклак вӗҫлӗ хачӑ, ал-ура хуҫӑлсан ҫыхмалли йывӑҫ хупписем, хытӑ пир татӑксем, бинтсем, компрессем, фонтанель, юн юхтармалли таз — ҫаксем пурте хӑрушӑ япаласем, кунсӑр пуҫне декстрин тултарнӑ темиҫе кӗленче, сурансене ҫумалли спирт, тӑхланлӑ уксус, эфир, ахаль уксус тата нашатырь, ҫаксем пурте сахал лӑплантаракан эмел-имҫамсем.

Чтобы дать полный список наших дорожных вещей, я упомяну еще о дорожной аптечке, содержавшей тупоносые ножницы, лубки на случай переломов, кусок тесьмы из грубой ткани, бинты и компрессы, пластырь, таз для кровопускания — одним словом, страшные вещи; множество пузырьков с декстрином, спиртом для промывания ран, свинцовой примочкой, эфиром, уксусом и нашатырем, — лекарства малоуспокоительного свойства.

XI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Пӗр кӗске самантрах Василий пурне те: Дуняшкӑпа пирвайхи хут тӗл пулса калаҫнисене те, хире-хирӗҫ тапӑнса пынӑ чухне хӑй вӗлернӗ пӗрремӗш тӑшмана та; пуринчен уҫҫӑнрах, хӑй амансан вӑрманта юр ҫисе выртнине, ун чухне хӑй ӑшӗнче Авдотьйӑпа сывпуллашнине, уншӑн тунсӑхласа, ӑна юратса, шеллесе макӑрнине аса илчӗ.

В одно неуловимое мгновенье Василию вспомнилось все: и первые встречи с Дуняшкой, и первый враг, убитый в рукопашном, и ярче всего тот час, когда он, раненный, лежал в лесу, глотая снег, и мысленно прощался с Авдотьей, плакал от тоски, любви и жалости к ней.

1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Амансан сывалма пулӑшать.

При ранении помогает выздоравливать.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех