Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Алӑри (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Аманнӑ командира пӑрахса хӑварма юрамасть, — терӗ Зина, ман алӑри пистолета туртса илсе. — Эсӗ халь тӑшмансене пеме пултараймастӑн. Хӑвна ху вӗлерни — ухмахла япала», — татса хучӗ вӑл юлашкинчен, ман шухӑша темле тавҫӑрса илсе.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Светлана алӑри ачапа, «вӗлтрен хушшинчен» тупнӑ ачапа, тӑрса юлӗ, ку вара унӑн ҫамрӑклӑхӗ ӗмӗрлӗхех пӗтнине пӗлтерӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Палланӑ хушаматпа ята илтсен, эпӗ шартах сикрӗм, алӑри чей куркине, сыпма тӑнӑскере, каялла лартрӑм.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрарӑмсем, ҫамрӑк хӗрсем, ача-пӑчасем те, хӗвел тухиччен тӑрса тӗттӗмччен алӑри кӗреҫепе пӑрахмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эсир мӗн, ҫак шӑрӑх ҫанталӑкра вуншар пин ҫын пухӑнакан ҫӗре алӑри ачасемпе кайма ухмаха ертӗр-и?

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пристань патне ҫывхаракан тимӗр кӑвак лаша кӳлнӗ лав ҫинче икӗ ҫамрӑк хӗрарӑм алӑри ачасене тытса ларнине курсан, ку Ануксем иккенне тавҫӑрса илчӗ те вӗсене куҫран ҫухатмасӑр сӑнама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ванюк кукамӑш патне каяс вырӑнне алӑри хуткупӑсне нӑртлаттарма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Микула алӑри ачи валли чаплӑ утиялпа ҫивиттисем илсе пама та укҫине шеллемен. Мӗн тери ырӑ кӑмӑллӑ ашшӗ вӑл?

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ни вилӗ, ни чӗрӗ пулса кайнипе алӑри кӗрешекенне вӗҫертрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗнчелери пысӑк тӗркерен туртӑннӑ, ҫителӗклӗ тӑсӑлнӑ ҫӑма пӗтӗрсе ҫип тӑвас тесе йӗкине сылтӑм алӑри пӳрнисемпе пӗлтӗр-р-р! ҫавӑрса яратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Татьяна ун умне ҫитсе тӑрсан хӗвел пуҫа хытӑ пӗҫертесрен ҫыхнӑ пысӑк мар тутрине салтса алӑри пир сумкине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Поезд тапранса хӑвӑртлӑхне ӳстернӗ сас-шавпа перрон ҫинче алӑри тутрине сулласа тӑракан Улька сассине илтеймерӗм…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Улюк алӑри хунарпа умри ҫула ҫутатнӑ май сукмак хӗрринчи ҫеҫкери утмӑлтурата асӑрхать, ӑна татса Улькана тыттарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Унӑн алӑри пысӑк мар сумки те сӑранран.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

«Ҫамрӑксен хӑйсен пурнӑҫӗ. Иккӗшӗн хушшинче тату, килӗшӳ пултӑр. Мана сивӗ сӑмах ан калаччӑр та алӑри ҫӑкӑра туртса ан илччӗр ҫеҫ. Мӑнукӑм халь манран уйрӑлмасть-ха-та. Анчах малашне мӗнле пулӗ» — шухӑшларӗ вӑл…

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Унтан урапа ҫине тепӗр хут хӑпарса тӑчӗ те мӗн лав курӑнми пуличчен алӑри тутрипе ял еннелле сулла-сулла тӑван тӑрӑхпа сывпуллашрӗ…

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Миша алӑри сехечӗ ҫине пӑхса илчӗ, хӑйсен еннелле кӗҫех юлашки автобус каять.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Унтан алӑри хутне амбар кӗнекине ҫыпӑҫтарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ирина ӗҫ вырӑнӗсенчи ҫитменлӗхе те кӑлтӑка куллен палӑртакан алӑри пысӑк блокнота уҫрӗ те хальхине те хӑвӑрт ҫырса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫынсем черетленсе тӑнӑ та алӑри витресене пӗрин аллинчен теприне парса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех