Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Азарияна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
18. Иудейӑра юлакан халӑха пӑхса тӑма вӑл Захария ывӑлне Иосифа тата Азарияна хушнӑ, вӗсенех Иудейӑна сыхлама юлашки ҫарне парса хӑварнӑ.

18. И оставил он Иосифа, сына Захарии, и Азарию начальниками над народом с остатком войска в Иудее на охранение.

1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Вӑл килне таврӑннӑ та ӗҫ-пуҫа хӑйӗн юлташӗсене Ананияна, Мисаила тата Азарияна каласа панӑ: 18. вӗсем Тӳпери Турра хута кӗме, ҫав вӑрттӑнлӑха уҫса пама тархаслаччӑр — Даниилпа унӑн юлташӗсем Вавилонӑн ытти ӑсчахӗсемпе пӗрле пӗтмӗҫинччӗ.

17. Даниил пришел в дом свой, и рассказал дело Анании, Мисаилу и Азарии, товарищам своим, 18. чтобы они просили милости у Бога небесного об этой тайне, дабы Даниил и товарищи его не погибли с прочими мудрецами Вавилонскими.

Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Патша вӗсемпе калаҫса пӑхнӑ, яш ачасен йышӗнче Даниила, Ананияна, Мисаила тата Азарияна ҫитекенни урӑх тупӑнман, вӗсем вара патшана ӗҫлесе тӑма тытӑннӑ.

19. И царь говорил с ними, и из всех отроков не нашлось подобных Даниилу, Анании, Мисаилу и Азарии, и стали они служить пред царем.

Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Хайрансен пуҫлӑхӗ Даниила, Ананияна, Мисаила тата Азарияна пӑхса тӑма Амелсара хушнӑ пулнӑ, ӑна вара Даниил ҫапла каланӑ: 12. эсӗ хӑвӑн чурусене вунӑ кун хушши сӑнаса пӑхсамччӗ: ӗҫме-ҫиме пире пахчаҫимӗҫ те шыв кӑна паччӑр; 13. кайран пирӗн сӑн-пите тата патша ӗҫми-ҫимипе тӑранса пурӑнакан яш ачасен сӑнне танлаштарса пӑхӑн та хӑвӑн чурусемпе мӗн тумаллине курӑн вара, тенӗ.

11. Тогда сказал Даниил Амелсару, которого начальник евнухов приставил к Даниилу, Анании, Мисаилу и Азарии: 12. сделай опыт над рабами твоими в течение десяти дней; пусть дают нам в пищу овощи и воду для питья; 13. и потом пусть явятся перед тобою лица наши и лица тех отроков, которые питаются царскою пищею, и затем поступай с рабами твоими, как увидишь.

Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Хайрансен пуҫлӑхӗ вӗсене урӑхла ят панӑ: Даниила — Валтасар, Ананияна — Седрах, Мисаила — Мисах, Азарияна — Авденаго тенӗ.

7. И переименовал их начальник евнухов - Даниила Валтасаром, Ананию Седрахом, Мисаила Мисахом и Азарию Авденаго.

Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Пӗтӗм Иудея халӑхӗ вара вунултӑ ҫула ҫитнӗ Азарияна ашшӗ вырӑнне, Амасия вырӑнне, патшана лартнӑ.

21. И взял весь народ Иудейский Азарию, которому было шестнадцать лет, и воцарили его вместо отца его Амасии.

4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех