Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкекен (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗлӗкхи пекех шартлата-шартлата ҫунать кӑмака, ун ҫӑварӗнчен стена ҫине ӳкекен хӗрлӗ ҫутӑ вӗлтӗртетсе вылять, такам ялав ҫакса хунӑ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Финанс министерстви шутласа пӑхнӑ: ҫак ҫӑмӑллӑхпа 20 пин ҫын патнелле усӑ урма пултарӗ, ҫавна май бюджетӑн тухса ӳкекен тупӑшӗ ҫулталӑкра 28,3 миллион тенкӗпе танлашӗ.

Куҫарса пулӑш

50% — сахал-и е нумай-и? // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/50-sahal-i-e-numay-i

Кӳлленчӗксене ӳкекен тумламсем вӑрӑммӑн ҫӳлелле сикеҫҫӗ те кӑпӑклана-кӑпӑклана таҫта кайса ҫухалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Курӑр-ха, курӑр, юлташсем! — алӑкран ӳкекен ҫутӑ ҫине тытса кӑтартрӗ хайхискере Тарин.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман ҫул хӗррине тухнӑ та татӑлса ӳкекен вӗрене ҫулҫисене сӑнаса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах сывлӑшран ӳкекен нӳрӗк кунта Крымринчен ытларах пулать.

Но осадков выпадает гораздо больше, чем в Крыму.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫав пӑссенчен вара тӗтресем, хура пӗлӗтсем тата сывлӑшран ӳкекен нӳрӗк — ҫумӑр, сывлӑм, пӑс, юр, пӑр пулаҫҫӗ.

Из этих паров образуются: туман, облака и осадки — дождь, роса, иней, снег и град.

Ҫанталӑк ҫинчен мӗн пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Сывлӑшран ӳкекен нӳрӗк епле пулать.

Как образуются осадки.

Ҫанталӑк ҫинчен мӗн пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ӑна пӗлме эпир географи площадки ҫинче тӑракан шӑчӑран кӑнтӑрлапа ӳкекен, мӗлкен тӑршшӗне виҫеттӗмӗр.

Для этого мы измеряли на географической площадке длину полуденной тени от шеста.

Эпир хамӑр шкулта ҫанталӑка епле сӑнаса пыни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Сӑнавҫӑсем кун каҫиччен ӳкекен нӳрӗке сӑнаса пынӑ.

Наблюдатели следили за выпадавшими в течение дня осадками.

Эпир хамӑр шкулта ҫанталӑка епле сӑнаса пыни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унӑн чалӑшӑн ӳкекен ҫути юрпа витӗннӗ ту тӑррисене шупка-кӗрен те ылтӑн тӗслӗ ҫутатать.

Его косые лучи озаряли снеговые вершины розовым и золотым светом.

Ту ҫине хӑпарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫавна валли хӗвел лайӑх ӳкекен пӗр пӗчӗкрех участок суйласа илтӗмӗр, ӑна тикӗслерӗмӗр те ҫине хӑйӑр сапрӑмӑр.

Для этого выбрали небольшой участок, который хорошо освещается солнцем. Выровняли его и усыпали песком.

Хӗвел тӑрӑх тӗп енсене эпир епле тупни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӗсем пӗр-пӗр уҫӑрах вырӑна юпасем лартнӑ та, ҫав юпасенчен ӳкекен мӗлке тӑршшӗне тата вӑл хӑш енне ӳкнине кура, вӑхӑта чухлама вӗренсе ҫитнӗ.

И стали ставить на площадях особые столбы. По длине тени от столба и ее направлению они определяли время.

Ҫынсен енсене хӗвел тӑрӑх тупма мӗнле вӗренсе ҫитнӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Анчах кашни япаларан ӳкекен мелке тӑршшӗ кун каҫа пӗр пек пулмасть: хӗвел аялта пулсан, мӗлке вӑрӑм пулать, хӗвел ҫӳлерех хӑпарнӑҫемӗн вӑл кӗскелсе пырать.

Но длина тени от каждого предмета в течение дня меняется. Чем ниже солнце над землей, тем длиннее тень; чем оно выше, тем тень короче.

Ҫынсен енсене хӗвел тӑрӑх тупма мӗнле вӗренсе ҫитнӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Зявьялов ӗнтӗ: Лютиков пӗтрӗ, тесе шутланӑччӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах ӳкекен самолетран пӗчӗк ҫеҫ пӑнчӑ уйрӑлнине, ун ҫийӗнче парашютӑн шурӑ чатӑрӗ уҫӑлнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Чӳречерен ӳкекен уйӑх ҫути ҫинче ӑна питӗнчен пӗрремӗш хут тинкерсе пӑхрӗ Кирилл.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Юпа ҫинчен ӳкекен ҫутӑран тӗттӗме пӑрӑнса кӗме хӑяймасӑр чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Чӳречерен ӳкекен ҫутӑ ҫине ҫумӑр пӗрчисем йӗп пек тирӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Унти гусеницӑллӑ кран стрели айӗнче, таҫтан пӗлӗтрен вӗҫсе ӳкекен хут листи пек курӑнса, панель сулланать.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Сан мухтавна мӗн ҫав териех ҫӳле ҫӗклени, эсӗ мӗнпе ҫав териех пуянни ҫинчен ҫырӑттӑм та ҫырӑттӑм эпӗ, сан сӑпкунта ӳссе ҫитӗннӗ хӗр, хамӑн ҫак паллӑ кун шурӑ хут ҫине ӳкекен сӑмахсенче.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех